Чăваш Ен - лайăххисен шутĕнче

26 Авăн, 2014

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Эрĕнпурта РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă канашлăва хутшăннă.

Ларура федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчи вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республики ресурс центрĕсем йĕркелес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлекен регионсен шутне кĕнĕ. Çавăн пекех Чăваш Енре ĕç паракансем вĕренÿ заведенийĕсен вĕренÿ программисене хатĕрлеме хастар хутшăннине палăртнă. Республика - педагогсен тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен шалăвне ÿстерессине туллин пурнăçланă виçĕ регион йышĕнче.

Округ канашĕн ларăвне хутшăннисем ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва та пăхса тухнă. Предприятисем, çав шутра оборона-промышленноç комплексĕ те, валли кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Калаçу вăхăтĕнче вăтам професси пĕлĕвĕн тытăмĕн тухăçлăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртнă.

О.ПЕТРОВ.

Автор: