Чăваш Ен кăтартăвĕ - тĕнче шайĕнче

5 Пуш, 2016

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе Алла Салаевăпа, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Ладыковпа Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче пулса курчĕ.

Садик заведующийĕ Ирина Никитина ĕçлĕ ушкăна шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕпе çывăхрах паллаштарчĕ. Кунта 436 ача çÿрет. Вĕсене йĕркеллĕ ÿсме тата аталанма, тавракурăмне пысăклатма кирлĕ пĕтĕм услови пур.

Сумлă хăнасем бассейна, темиçе ушкăна кĕрсе курчĕç. Интерактивлă класра вĕсене ачасем планшетпа мĕнле ĕçленине кăтартрĕç.

Алексей Ладыков Ольга Голодеца Шупашкарти Гладков урамĕнче тума палăртнă хальхи йышши çĕнĕ шкул проекчĕпе паллаштарчĕ.

"Чăваш Ен - тĕлĕнмелле лайăх регион. Вăл демографи тата социаллă политикăра пысăк çитĕнÿсем турĕ. Çакна эпир 2015 çул кăтартăвĕсене сÿтсе явнă чухне те палăртнăччĕ. Регионта çын вилесси чакни - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕç кăтартăвĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре пĕчĕк ачасем вилессин шайĕ пĕчĕк, ку енĕпе вăл тĕнчери кăтартусемпе танлашать. Демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăнни чăнласах та савăнтарать. Пĕлтĕр Раççейре 1 млн та 944 пин ача çуралнă. Танлаштарма: 1992 çулта 1 млн та 200 пин пепке кун çути курнă. Çавăнпа ĕнтĕ шкул ачисен шучĕ ÿссех пырать. Эппин, пирĕн регионсене çĕнĕ шкулсем тума пулăшмалла", - палăртрĕ Ольга Юрьевна журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.