Чăваш Ен хăнисене тĕнче шайĕнчи хăна çурчĕ йышăнĕ

Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери AccorHotels сечĕн Ibis отельне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ку мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

AccorHotels Раççей, Грузи тата НППП аталану енĕпе ĕçлекен директорĕн заместителĕ Алексис Фея ку вăл асăннă сетĕн Чăваш Енри пĕрремĕш хăна çурчĕ пулнине палăртрĕ. Çак гостиницăна питĕ кĕске вăхăтра - икĕ çултан та сахалрах - туса пĕтерсе уçнине, компани историйĕнче ун пекки халиччен пулманнине пĕлтерчĕ. Ĕçе хăвăрт вĕçленине, çав вăхăтрах питĕ пахалăхлă тунине каларĕ.

Михаил Игнатьев инвесторсене тав турĕ. "Уйрăм предпринимательсем пирĕн патра инвестици пысăк проекчĕсене пурнăçа кĕртме шикленмеççĕ. Çакă Чăваш Енре бизнеса аталантармашкăн лайăх условисем йĕркеленине çирĕплетет", - терĕ. Республикăра çитес çулсенче тĕнче шайĕнчи ăмăртусем, ытти мероприяти ирттерме планланине, ют çĕршывсенчен килекен хăнасем шăпах çак отеле суйласа илессе шаннине пĕлтерчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем çĕнĕ гостиницăна кĕрсе курчĕç. Унта хăтлă 110 номер, кашнинчех - кондиционер, плазма телевизор, мини-холодильник, телефон... Ĕçлĕ тĕлпулусемпе калаçусене ирттерме меллĕ пултăр тесе виçĕ конференц-зала та кирлĕ техникăпа пуянлатнă. Çĕнĕ отель Шупашкарăн ĕçлĕ тата культура центрĕнче - театрсемпе тата музейсемпе, республика Правительствипе тата хула администрацийĕпе юнашар - вырнаçнă.

"Тĕнче шайĕнчи гостиница пурри пирĕн республикăн экономика аталанăвне кăтартать. Ют çĕршывсенчен килекен хăнасем хăйсем пĕлекен брендлă вырăнсене суйласа илеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сетĕн гостиницине уçни Чăваш Енри халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăна пахалăхлă çĕнĕ шая кăларать", - терĕ хăна çурчĕн харпăрлăхçи тата проект девелоперĕ Иван Павлов.

  И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.