Чăваш Ен хăнасене тарават
18 Jan, 2017

Чăваш Республикинчи туризм отрасльне епле аталантармалла? Хамăр тăрăха туристсене епле илĕртмелле? Туристсене мĕнпе кăсăклантармалла? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне шырарĕç те ĕнер Шупашкарти хăна çурчĕсемпе ресторан комплексĕнче. Унта "Пулас Чăваш Ен: туризмпа сервиса аталантарасси" темăпа стратегиллĕ сесси иртрĕ.

Мероприятие туризм организацийĕсен представителĕсем, культурăпа вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, предпринимательсемпе бизнесменсем, патшалăх тата хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем, журналистсемпе блогерсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсемпе, проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Сесси ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, вăл çĕнĕ проектсемпе савăнсах паллашрĕ.

— Чăваш Енре туризма аталантарма пĕтĕмпех пур. Юлашки çулсенче пирĕн республикăн сăнĕ улшăнчĕ, инфратытăмĕ тĕрекленчĕ, районсемпе хуласем хăтлăланчĕç. Çапах ыйтусем те çук мар, уйрăмах сервис енĕпе. Пирĕн хăна çурчĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетес енĕпе нумай ĕçлемелле. Ют çĕршыврисенчен тĕслĕх илмелле пирĕн, вĕсенчен вĕренмелли нумай. Туризм енĕпе пысăк опыт пухнăскерсем кашни туритстăн кăмăлне тивĕçтреме пултараççĕ. 2019-2020 çулсенчи уявсем тĕлне чăваш çĕрĕ татах илемленĕ, пуянланĕ. Çакна тума бюджетра вун-вун миллиард уйăрса хунă, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл проект авторĕсен шухăшĕсене ырласа йышăнчĕ, вĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн инвесторсем тупмалли пирки асăрхаттарчĕ.

 

А.МИХАЙЛОВ.

 

А.МИХАЙЛОВ