Чăваш Ен ĕçне лайăх хак панă

6 Нарăс, 2016

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Президента регионти социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев 2015 çула республика тивĕçлĕ кăтартусемпе вĕçленине палăртнă: «Эпир тупăш пайне малтан пăхнинчен 1,8 хут ытларах тултартăмăр, ку вăл Чăваш Республикин пĕрлехи бюджечĕ, 44 млрд та 364 млн тенкĕпе танлашать».

Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăри тĕп демографи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă: «4 çул ĕнтĕ демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру лайăх, нумай çул пурăнакансен йышне эпир халĕ комплекслă хаклама пуçларăмăр. Юлашки 5 çула илсен Чăваш Республикинче нумай çул пурăнакансен йышĕ 4910 çын ÿснĕ. Çакă 2010 çул шайĕнчен 37 процент ытларах. 64 çын 100 çулран иртнĕ. Ÿсĕм 18 процентпа танлашать».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - республикăра пурăнакансене инçете каймасăрах паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе курăмлă ĕçлеççĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăра электротехника кластерĕн организацийĕсене малалла ăнăçлă аталантарма условисем йĕркеленине каласа кăтартнă. «Вĕсем паян патшалăх корпорацийĕсем, концернсем, акционерсен обществисем /РЖД, «Газпром», нефтьпе газ промышленноçĕ/ федераци шайĕнче ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ. Конкурентсем пулса тăраççĕ, паха продукци сутма пултараççĕ. Ку пĕрремĕшĕнчен. Иккĕмĕшĕнчен, палăртас килет, унта çамрăксем ĕçлеççĕ, ĕç коллективĕсен вăтам ÿсĕмĕ 30-35 çулпа танлашать. Вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн çамрăксем 100 проценчĕпех ĕçе вырнаçаççĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн практикăна пыраççĕ, ĕç паракансем вĕсене хапăл тусах ĕçе йышăнаççĕ. Ĕç укçин шайĕ Чăваш Республикинчи экономикăри вăтам шайпа танлаштарсан 2, 2,5, 3 хут пысăкрах».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ калаçу вăхăтĕнче палăртнă тăрăх - республика Правительствин патшалăх политикин приоритечĕ çынна инвестици хывни пулса тăрать, çакă малашне лайăх кăтартупа савăнтарĕ. Чăваш Енри кашни пиллĕкмĕш предприяти инноваци тĕлĕшĕнчен лайăх аталанса пырать. «Кунта пирĕн ÿсĕм майĕсем япăх мар, вăй-хăват, шалти резервсем пур, вĕсемпе эпир туллин усă курмастпăр-ха. Çак ыйтусемпе пĕртен-пĕр тĕллевпе - тупăшсене ÿстерме - хамăрăн бизнесменсемпе, пĕчĕк тата вăтам шайри предпринимательсемпе ĕçлĕпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата унăн малашнехи çул-йĕрне лайăх хак панă.

***

Кăрлачăн 28-29-мĕшĕсенче Мускавра Раççей Федерацийĕн Общество палатин пленарлă ларăвĕ иртнĕ. Пĕрремĕш кун унта Чăваш Республикин презентацине йĕркеленĕ. Мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă.

Ларăва хутшăнакансем Чăваш Енĕн курав экспозицийĕпе - регионăн экологи, культура, спорт, ача-пăча, ял тата туризм проекчĕсемпе - паллашнă.

Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков каланă тăрăх - презентаци республика çитĕнĕвĕсемпе федераци шайĕнче паллаштарма, регион палатипе ЖКХ, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, предпринимательлĕх, культура ыйтăвĕсемпе çыхăну тытас текенсен йышне ÿстерме май панă. «Мероприятие республика Пуçлăхĕ хутшăнни тата пленарлă ларура тухса калаçни презентаци сумне тата та ÿстерчĕ, çĕршыври регионсен представителĕсене Чăваш Енпе ытларах кăсăклантарчĕ», - палăртнă Алексей Судленков.

Чăваш Республикин экспозицийĕпе хăнасем пленарлă ларăвăн иккĕмĕш кунĕнче те - унта Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин та пулнă - паллашнă.

Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ вăхăтра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕпе, Раççей Геройĕпе, «XXI ĕмĕр салтакĕсем вăрçăсене хирĕç" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕпе Вячеслав Бочаровпа тĕл пулнă. Вĕсем çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассипе, ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарассипе, вăрçă тата хĕçпăшаллă хирĕçтăрусен ветеранĕсемпе инваличĕсене пулăшупа тивĕçтерессипе, ыр кăмăллăх ĕçне аталантарассипе, Чăваш Республикинче тата Раççей Федерацийĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассипе тата социаллă политикăна пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре ачасемпе çамрăксене физкультурăпа тата спортпа туслаштарассине пысăка хуни, юлашки çулсенче пĕр спорт обћекчĕ те хупăнманни, 34 пин ача спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптани çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех республика Ертÿçи "Олимп" стадион, "Шупашкар-Арена" пăр керменĕ пек хальхи йышши пысăк обћектсем пурри Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи ăмăртусене пысăк пахалăхпа ирттерме май панине пĕлтернĕ.

Вячеслав Бочаров Чăваш Республикинче кадет юхăмĕ ăнăçлă аталанса пынине, вăл çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Çавăн пекех РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш заместителĕ Чăваш Енри опыт Раççейри ытти регионшăн та тĕслĕх пулма тивĕçли çине пусăм тунă, республика ертÿлĕхне РФ Общество палатипе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă.

 

/Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухнă 13-14-мĕш номерĕнче/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.