Чăваш Ен чикĕ леш енчисене те илĕртет

Хăть глобуса, хăть карттăна пăх - Раççей территорийĕ мăнаçлăн курăнать! Çапла-и? Чăнах та, пĕтĕм тĕнчери сухалакан çĕрсен 10 проценчĕ шăпах пирĕн çĕр-шывра вырнаçнă. Анчах ура айĕнчи пурлăха шута хуманни унта та, кунта тĕл пулкалать. Çав вăхăтрах вара чикĕ леш енчи çынсен хушшинче çĕр çинче ĕçлес шухăшли сахал мар. Вĕсем лаптăка арендăна илсех ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтерме хатĕр.

Йĕркене шелсĕр пăсса усă кураççĕ

Пусарсах калам: чăнах та, продукци туса илме вăйне шеллемеççĕ. Анчах çĕр пулăхлăхне упраса хăварассишĕн çине тăни пачах та палăрмасть. Хăвăн япалупа перекетлĕ те типтерлĕ усă куран, паллах. Кунта вара сăмах - арендăна илнĕ çĕр пирки. Ют çĕр-аннемĕре шеллесси пуçра та çук ĕнтĕ унăн. Ара, инçе каяр мар, тара илсе пурăнакан хваттере майласа-пăхса тăни ăçта пулнă вăл?

Йăлари хытă каяшсене пăрахни - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Пулăхлă тăпрана полиэтилен пленкăпа хутăштараççĕ, Раççей Федерацийĕнче регистрацилемен пестицидсемпе усă кураççĕ. Çитменнине - йĕркене пăсса. Кунашкал ĕç-хĕл хыççăн çĕр пахалăхне тавăрма нумай тăкакланма тивет. Лаптăксем, чăнах та, нумайлăха пусă çаврăнăшĕнчен тухаççĕ. Чи хăрушши вара – яланлăхах юрăхсăрланни.

Çĕр саккунĕсене пăснин çакнашкал тĕслĕхĕсене пулăхлă сие тĕп туни, çĕре пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе е çын сывлăхĕшĕн хăрушă ытти япалапа усă курнипе сиенлетни, ял хуçалăх продукцине туса илмешкĕн юрăхсăрлатни тесе хаклаççĕ.

2013 çулта ют çĕр-шыв çыннисен арендинче шутланакан 347 лаптăка /15,4 пин гектар/ тĕрĕсленĕ. 2012 çулта та ку енпе сахал мар ĕçленĕ – 292 лаптăка тĕпченĕ. Пĕлтĕр 5,5 пин гектар çинче йĕркене пăснă 373 тĕслĕхе çиеле кăларнă. Çакă 2012 çулхинчен 4,4 пин гектар нумайрах.

Пирĕн патăмăрта сад чĕртесшĕн

Тăван республикăмăрта ку енпе лару-тăру мĕнле-ши? Иртнĕ çул Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ Ирина Краснова ют çĕр-шывăн 2 гражданинĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă.

Чехи гражданинĕ Чăваш Енре 0,05 гектар çинче сад чĕртме тĕллев лартнă. Вăл Çĕр саккунĕсене пăхăнса тăрмашнине палăртать патшалăх аслă инспекторĕ. Украина çынни сад-пахча ĕçĕпе аппаланма ирĕк илнĕ. 0,03 гектара вăл ял хуçалăх продукцине туса илме усă курнă. Асăрхаттарусем валли кунта та сăлтав тупăнман.

Сăмах май, Росреестрăн республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - урăх çĕртен килнисем усă куракан лаптăксен шучĕ 35 çитнĕ. Аса илтерем: кунта чи малтанах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пирки сăмах пырать. Пĕр ют çĕр-шыв çынни – 6 лаптăк хуçи. Унăн 24,654 гектар çинче çĕр улми управĕ тума, лаша тата хур витисем çĕклеме ирĕк пур. 13 гражданин пĕрлехи пай çĕрĕсем çинче ял хуçалăх продукцийĕ туса илме пултарать. 6 çын 7 лаптăкра /0,311 гектар/ сад чĕртессине пĕлтернĕ. Тепĕр улттăшĕ вара хушма хуçалăх аталантарасшăн иккен. Ял хуçалăх производствине вăй илтермешкĕн те ют çĕр-шывăн пĕр çынни 2,1 гектар йышăннă.

Вĕсем мĕнле ĕçленине инспекторсем сăнасах тăрĕç. Çавăнпа та ку тема патне тепĕр хут та таврăнăпăр-ха. Хальлĕхе вара, ютран килнисем чăваш çĕрне шелсĕр усă кураççĕ теме сăлтав çукрах.

 

Управлени ĕçченĕ,

Надежда Васильева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.