Чăваш Ен - чи лайăх 10 регион йышĕнче

25 Нарăс, 2016

"Пире Раççей МЧСĕн тата РСЧС территорири çумтытăмĕсен ĕç-хĕлĕн пĕтĕм тытăмĕнчи пысăк кăтартусене сыхласа хăварма май килчĕ. Çакăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ - 270 пин ытла çын пурнăçне çăлни", - тенĕ Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков нарăсăн 16-мĕшĕнче Красногорскра Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттаракан тата сирекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн /РСЧС/ представителĕсен Пĕтĕм Раççейри пухăвĕнче.

В.Пучков РСЧС çумтытăмĕсен органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тухăçлă ĕçленĕрен пĕлтĕр Раççейре экономика объекчĕсене, ял-хулана, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме, синкерсем тухас теветкеллĕхе тата вĕсен сиенне чакарма, çавăн пекех халăхпа территорисен хÿтлĕхĕн шайне ÿстерме май килнине палăртнă.

РФ МЧС пуçлăхĕ Чăваш Республики РСЧС ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕпе Раççейри чи лайăх 10 регион йышĕнче пулнине каланă. РСЧСăн пĕтĕм тытăмĕ лайăх ĕçленĕрен пĕлтĕр çĕршывра техногенлă пушарсен шучĕ 4,6% /Чăваш Енре - 5,5%/ чакнă, вилнисен йышĕ 8,5% /республикăра - 18,8%/ пĕчĕкленнĕ. Шывра путнисен шучĕ 8% ытла /9,6%/ чакнă - çак кăтарту та РСЧС ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне çирĕплетет.

Асăннă канашлăва Чăваш Енрен Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор, ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хутшăннă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.