Чӑваш чӗлхи анлӑ сарӑлса пымалла

Паян Шупашкарта Чӑваш Республикинчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен анлӑ конференцийӗ (август конференцийӗ теҫҫӗ ӑна) иртрӗ. Унта ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, республикӑри хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Александр Иванов хӑйӗн докладӗнче Чӑваш Республикин вӗрентӳ тытӑмӗнчи ҫул-йӗрпе паллаштарчӗ. Александр Степанович палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче Шупашкарта 44 площадкӑра секци занятийӗсем иртнӗ. Вӗсене пин ытла преподавательпе вӗрентекен хутшӑннӑ, хӑйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. 

"Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре 10 шкул, 47 садик хута кайнӑ. 2025 ҫул тӗлне республикӑра пур шкулта та ачасем пӗрремӗш сменӑра вӗренӗҫ. 2021 ҫул тӗлне ялсенчи пур шкулта та хальхи йышши спортзалсем пулӗҫ. Чӑваш чӗлхи интернетра анлӑ сарӑлса пымалла", - палӑртрӗ Александр Степанович.

Тӗплӗнрех - "Хыпарӑн" черетлӗ кӑларӑмӗнче.

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас