Чăваш чĕлхин сумне çĕклесчĕ

«Тантăш» хаçатра /2014 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, 5 №/ «Пушкăртра «Шупашкар калаçмасть», телекурав та савăнтармасть» статьяпа паллашрăм. ЧР Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕн ĕçченĕсен ăшĕнчен тухнă чун ыратăвĕ мана та, 30 çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскерне, пăлхантарчĕ. Чăваш чĕлхи шăпи пирки питех те кирлĕ калаçу хускатнине ырлатпăр тата вĕрентекенсен шухăшĕпе килĕшсе хамăр пăшăрханнине те палăртатпăр. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çак каларăш пире паянхи кун 3-4 çын пухăнса чăваш чĕлхи пирки халаплани çителĕксĕр тет, пĕтĕм халăхпа калаçма хистет.

Чăнах та, ăшра капланса килнĕ шухăшсене хаçат, чăваш наци радио тата телекурав урлă, çÿлти шайра иртекен тĕрлĕ канашлупа пухура пуçлăхсемпе тÿре-шара илтмелле калаçма вăхăт çитрĕ. Пирĕн вĕсене чан çапсах чăваш чĕлхин йывăр лару-тăрăвне лайăхлатма хистемелле.

«Ырă кун пултăр!» тенине мĕн çиттĕр?

Пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннă вăхăтра чăваш интеллигенцине ача-пăча тăван чĕлхерен ютшăнма пуçлани пăшăрхантарать. Чăваш халăх культури йăшни те вĕсен чунне витерет. Вĕрентекенсен кулянăвĕ чăвашлăхшăн кар тăма ыйтать. Апла пулсан тăван чĕлхепе культурин сумне çĕклес, ырă йăла- йĕркене çĕнĕлле аталантарас тесен тата мĕн-мĕн тумалла-ши?

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать /вырăс чĕлхипе танах/. Тăван чĕлхе патшалăх чĕлхи пулнине чăвашла çырнă шкул ячĕсенче тата «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенинче кăна куратпăр. Чылай çĕрте вĕренÿ çуртне шала кĕрсен вара урăх тĕнче асăрхатпăр. Шкул пурнăçĕ- пе ачасен вĕренÿ ĕç-хĕлне кăтартакан стендсем, плакатсем тата кабинетсен ячĕсем вырăсла пулни пире, паллах, хурлантарать. Чăваш чĕлхи учителĕн вĕсене май килнĕ таран чăвашлатма тăрăшмалла. Анчах та тăван сăмаха пурнăç йĕркине кĕртессине педагог çине тиени те йăнăш тесе шутлат-пăр. Шкулта чăваш чĕлхине епле хаклани директортан чылай килет. Пуçлăх чăваш чунлăскер пулчĕ пулсан кунта вăл тăван чĕлхене хисеплĕ вырăнтах тытать. Ачасем аслисемпе тĕл пулсан «Здравствуйте» вырăнне «Ырă кун пултăр!», сыв пуллашнă чухне «Тепре куриччен!» тесе калани, линейкăсемпе уявсене чăвашла ирттерни, стендсем чăвашла пулни чăваш чĕлхине ытти предмет шайне тăратни, вĕрентекене хисеп- лениех ĕнтĕ. Çакнашкал ырă пулăм чĕлхе витĕмне ÿстерме тата çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Чăваш чĕлхине ачаран хаклама хаçат-журнал вулакан вĕренет, вăл çитĕнсен чăваш кĕнекине алла илет. Çак пархатарлă пулăма аталантаракан вăй - шкул библиотекинче «Тантăш», «Хыпар» хаçатсем тата «Тетте», «Самант» журналсем пурри. Енчен те вĕсене класпа çырăнса урокра усă курсан ачасен чăваш чĕлхине хисеплесси пирки эпир пĕрре те иккĕленместпĕр.

Районти вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ шкул директорĕсемпе канашлусенче чăвашла вĕрентес ыйтăва тăтăш хускатсан, учительсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парсан йывăр лав тапранĕ.

Кашни шкултах фольклор ансамблĕ тата шкул театрĕ ĕçлемелле. Вĕсем ачасенче чĕлхе туйăмĕпе илемлĕхе вăйлатма, тăван халăхăн ăс-тăнĕнчи ырă енĕсене çĕнĕрен çĕклеме пулăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче çак пархатарлă ĕçе Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейăн ача-пăча «Пилеш» ансамблĕ, «Çăл куç» ташă ушкăнĕ тата театр туса пыратчĕç. Ачасем вĕсенче чăваш халăх культурин пуянлăхне хисеплеме хăнăхатчĕç. Юрăпа ташă ăсталăхне алла илетчĕç.

Лицейра пĕлÿ илнисем учитель е врач, инженер е экономист пулсан та чăваш чунлех юлчĕç, тăван чĕлхене хисеплеме манмарĕç.

Лицей ачисем чăваш чунлах юлчĕç

Шкул вĕренÿ тытăмне «Тăван ен культури» урокĕсем кĕртнĕренпе 20 çул та иртрĕ. Анчах çак предметăн ырă та усăллă енĕсемпе вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче халĕ те туллин усă курмастпăр-ха. «Тăван ен культури» кĕнекисем малтан вырăсла, кайран чăвашла тухса тахçанах шкулсене çитнĕ ĕнтĕ. Чылай шкулта çак урок валли уйрăм сехетсем тупаймаççĕ е ăна ытти предметпа пĕрлештерсе вĕрентеççĕ. Ăна 5-9 классенче эрнере 1 сехет те пулин вĕрентмеллех. Класран класа куçнă чухне шкул шайĕнче «Тăван ен культури» предметпа куçăм экзаменĕ тытма е тата реферат çырма та ачасене сĕнме юрать.

Ачасем вырăсланнинче ыттисем айăплă мар. Айăпĕ хамăра хамăр хисеплеменнинче. Тĕслĕхрен, хула ачисем çуллахи каникула канма яла килсен хăш-пĕр кукамăшĕпе асламăшĕ мăнукĕсемпе çине тăрсах вырăсла калаçма хăтланаççĕ. Ку та тăван чĕлхене хисеплеменни патне илсе пырать. Капла тунинче ача атте-анне пилленĕ чĕлхе кирлĕлĕхне туйми пулать.

Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача пахчинченех патшалăхăн çирĕп йĕркепе туса пымалла. Ăна вăя кĕртме ятарлă программа йышăнни кирлĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. ЧР район центрĕсемпе поселок шкулĕсенче вĕренекенсем тăван чĕлхерен писесрен, чăвашлăх туйăмне çухатасран наци шкулĕн программипе вĕрентмелле. Вăл ĕçе районти шкул пайĕ йĕркелесе, тĕрĕслесе тăмалла.

Пирĕн республикăра чăвашлăха тытса-йĕркелесе пыракан тĕп шкул, наци шкулĕ кирлех. Вăл шкулта ăс пухакансене пĕр-пĕр тухăç халăхĕн чĕлхине тĕплĕн, тăван чĕлхене тарăн вĕрентесси, хаçат-журнал, куçару ĕçне, ташăпа театр ăсталăхне хăнăхтарасси тата чăваш халăхĕн историпе культурине алла илме пулăшасси тĕп вырăнта пулмалла. Хальлĕхе чăваш наци шкулĕ йĕркеленсе каяйманни чылайăшне кулянтарать, пăшăрхантарать.

Ал айĕнче компьютер пулмаллах

Интернет тата информацин ытти хатĕрĕ аталаннă тапхăрта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн ал айĕнче компьютер пулмаллах, анчах вăл пуррипе халь пурте савăнаймаççĕ-ха.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен ĕçне-хĕлне паллăсем /отметкăсем/ лартса хаклассине пăрахăçлама сĕнет. Енчен те эпир ку сĕнÿпе килĕшсе паллă лартассинчен хăтăлтăмăр пулсан чăвашла вĕрентнин кирлĕлĕхĕ çуккине палăртать мар-ши/ Капла çулпа кайсан ачасем чăвашла пачах вĕренме пăрахас тейĕç. Эпир чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен тăрăшулăхне паллăсем лартсах хаклас тетпĕр, паллă лартас мар текен шухăшпа килĕшменнине пĕлтеретпĕр.

Чăваш чĕлхи шăпипе çыхăннă тата тепĕр пулăма палăртса хăварар. ЧР халăх академикĕсем шкул пурнăçне, хаçат- журналпа кĕнеке ĕçне çирĕп кĕрсе вырнаçнă чăваш чĕлхин орфографипе пунктуацийĕн çĕнĕ правилисене пăрахăçласа кивĕ правилăсем патне таврăнас тесе ăшталанаççĕ. Çĕннисене йышăннăранпа 20 çул ытла иртрĕ вĕт. Çĕнĕлле çырма вĕреннĕ ачасен ачисем шкулта вĕренме тытăнчĕç. Кивви патне таврăнас текенсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕ паянхи шкул ачисен çырăвĕ мĕнле шайра пулнинчен килнине манаççĕ. Çĕнетнĕ правилăсем шкул ачисемшĕн кулленхи правилăсем тата кашни урокра усă куракан кăтарту хатĕрĕ пулса тăчĕç. Пире, чăваш чĕлхи вĕрентекенсене, хальхипе ачасене вĕрентме меллĕрех. Пирĕн шутпа, кивĕ орфографи правилисем патне таврăнни - сиенлĕ. Вĕсем паянхи куншăн кивелчĕç ĕнтĕ. Ку таранччен сăмахсене кивĕлле çырма хăнăхнисенчен хăшĕ-пĕрне çĕнĕ правилăсене аса илме сĕнетпĕр.

Паянхи кун чăваш чĕлхипе литератури вĕрентес ĕçри тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - ачасене тĕрĕс те илемлĕ калаçма тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсем кирек мĕнле лару-тăрура та тăван чĕлхепе таса калаçчăр.

Нимĕн тума та çук, глобализаци тапхăрне кĕрсе пыратпăр. Шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентесси кăткăсланса пырать. Ял халăх калаçăвĕ-пуплевĕ те чухăнрах илтĕне пуçларĕ. Кулленхи хутшăнура чăвашсенчен чылайăшĕ вырăсла пуплени, Вырăсла радиокăларăмсемпе телекуравсене итлени-пăхни, чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла калаçасси патне илсе çитерчĕ. Чăвашла та мар, вырăсла та мар хутăштарса калаçни таçта та янăрать. Паянхи кун тăван чĕлхе кирлĕлĕхне, çепĕçлĕхне çухатса пырать. Çак пулăма чарма чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн вăй-халĕ çитеймест. Çакнашкал лару-тăрура тăван сăмах, чăваш чĕлхи пĕлтерĕшĕпе хăватне çĕклесси вăл патшалăх политики пулса тăмалла. Пирĕн республикăри пуçлăхсемпе ертÿçĕсен чĕлхен нумай енлĕхне сыхласа хăварассине хăйĕсен аллине илмеллех.

Геронтий Лукиянович НИКИФОРОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.