Чăваш чăваш пек пултăр, чăваш кĕпи тăхăнтăр
Тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрти форума епле кайса килни, унта ĕçлĕ килĕшÿсем туни, тĕрлĕ компани ертÿçисемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерни, тĕрлĕ сессипе ларусене хутшăнни пирки каласа кăтартрĕ. «Питĕ пĕлтерĕшлĕ форум. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартмалли мероприяти», — терĕ Михаил Васильевич.
Хушма пĕлÿ илеççĕ
ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтересси епле пурнăçланса пыни çинчен каласа кăтартрĕ. «Çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 386 миллион тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕн ытларах пайĕ — пособисемпе стипендисем, пенси тÿлевĕсем валли. Ĕçпе тивĕçтерекен центрсене çулталăкне 80 пин ытла çын пырать. Сăмахран, кăçал 16 пин ытла çынна ĕç тупса панă. Сусăрсен хушшинче ĕçе вырнаçас текенни сахал мар. Кăçал ыйту çырнисен 70 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. Пулăшу ыйтса 14-18 çулсенчи çамрăксем те нумаййăн килеççĕ. Кăçал ĕçе хăнăхас тата укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевлĕ 6 пин ытла яшпа хĕре ĕçе вырнаçтарнă. Хăйсен ĕçне пуçăнакансене те яланхи пекех 58 пин те 800 тенкĕ парса хавхалантаратпăр. 1600 çын хушма професси илнĕ, пирĕн пулăшусемпе ачапа ларакан 266 хĕрарăм усă курнă. Çынсем паянхи рынока кирлĕ специальноçсене суйласа илни савăнтарать. Тĕслĕхрен, темиçе çул каялла чылай предприятире экономист кирлĕччĕ /пĕр ваканси ĕçсĕр ларакан 5 çынпа танлашнă/, халĕ лару-тăру улшăнчĕ: 1:1 е 1:1,5», — терĕ министр. Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра экономиста вĕренме каякан нумаййине, çĕнĕ технологи ĕмĕрĕнче вĕсен ĕçĕ çăмăлланнине палăртрĕ.
Министерство йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ предприяти-организацие сăнасах тăрать. Калăпăр, кăçал штата кĕскетнипе ĕçсĕр юлнă 433 çынна учета илнĕ. Вĕсенчен 200-ĕшне ĕçе вырнаçтарнă. Пирĕн республикăра шалу енĕпе парăмлă предприятисен йышне «Чăвашавтотранс», Шупашкарти 1-мĕш типографи тата Йĕпреç районĕнчи «Водоканал» лекнĕ. ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх — «Чăвашавтотранс» банкран кредит илсе парăма татнă. «Çу уйăхĕнчи шалу валли те укçа-тенкĕ çителĕклех», — терĕ министр. Михаил Игнатьев çакнашкал предприятисе-не тĕрĕслесех тăмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Пĕтĕм халăх уявĕ
Çĕртме уйăхĕнче республикăра уявсен тапхăрĕ — Акатуйсем, Раççей кунĕ, Республика кунĕ — пуçланать. ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Оринов каланă тăрăх — Раççей кунне халалласа культура учрежденийĕсенче концертсемпе акцисем, конкурссемпе викторинăсем, куравсемпе тĕлпулусем тата ытти мероприяти йĕркелеме палăртнă. «Тĕп тĕллев — республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене пĕр тĕвве пухасси. Тĕп уяв Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртĕ. Унта яланхи пекех çамрăк гражданинсене паспорт парĕç, çĕршыв гимнне халăхпа пĕрле юрлĕç. Халăхсен туслăхĕн парачĕ иртĕ. Унта республикăри общество организацийĕсен представителĕсем, студентсем тата ют çĕршыв çыннисем /пурĕ — 500 ытла çын/ хутшăнĕç. Çĕртме уйăхĕнче чăваш делегацийĕ Тюмень тăрăхĕнче иртекен наци культурисен «Туслăх кĕперĕ» фестивальне çитсе курĕ. Çав кунах чăваш çамрăкĕсем Мускав хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри туйсен фестивалĕнче туй йăли-йĕркине кăтартĕç», — терĕ Вячеслав Николаевич. Малалла вулас...
Комментари хушас