Чăваш çĕрĕ çинче... мĕн пулса иртет?

Чăваш Енри çĕрсемпе киревсĕр усă курни çинчен Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленине çулсерен çăхав килет. Лару-тăрăва вырăна тухса тĕпчени вĕсем ахальтен çуралманнине çирĕплетет.

Унитаз ванчăкĕсен купи

Сĕнтĕрвăрринчи ку тăрăх пирки илтмен çын çук пулĕ – паллă ентешĕмĕр Андриян Николаев çуралса ÿснĕ унта. Анчах та пĕлтĕр Шуршăл тăрăхĕ лайăхах мар енчен чапа тухрĕ — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинчи унитазсен купи шăв-шав çĕклерĕ. Районсен çут çанталăка сыхлакан пĕрлехи Шупашкар прокуратури çакăн хыççăн пирĕн управление çырупа тухрĕ. Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каланă тăрăх, 81 тăваткал метр çĕр çинче унитаз, раковина ванчăкĕсем чăнах та йăваланса выртнă. Çакăншăн ял тăрăхĕн администрацине РФ КоАПĕн 8.6 статйин 2 пайĕ тăрăх административлă майпа явап тыттарнă, штраф – 40 пин тенкĕ. Çĕр лаптăкне 64800 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Икĕ региона канăçсăрлантаракан çÿп-çап

Ку лаптăка фотоаппарат объективĕ туллин илеймест те. Кадастр уçă картти те чикĕлеймест çак вырăна — пĕр йĕр вырăнне иккĕ таранах ку лаптăкра. Çавăнпах паллă мар: çÿп-çапа пула хăш регион çĕрĕ шар курать — Тутарстан-и е Чăваш Ен-и? Çак ыйту хуравне нумай çул шыраççĕ.

Куславкка район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунти çÿп-çап купине пĕтерес тесе 2004 çултанпах тăрăшаççĕ. Вырăнти çынсем каланине ĕненес тĕк, Тутарстан çĕрĕ çинчи ăпăр-тапăр майĕпен Чăваш Енелле «куçса пырать». Тĕлĕнмелле, шлагбаум та лартнă çакăнта. Çывăхри поселокăн коммуналлă службин представителĕсем кунта пĕрмаях ĕçлеççĕ иккен. Палăртса хăварам, Тутарстан поселокĕ пирки сăмах пырать.

Йĕрке тăвас тĕллевпе 2007 çулта — районсен çут çанталăка сыхлакан пĕрлехи Шупашкар прокуратурине, 2008 çулта Тутарстан Президенчĕ патне çырупа тухнă. Çав вăхăтрах Куславкка район администрацийĕ Раççей технадзорĕн Чăваш Республикинчи управленийĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ.

Юлашки çулсенче Тутарстанри тата Чăваш Енри тĕрлĕ ведомство тĕпченĕ çак вырăна. Актсем çырнă, штрафсем хывнă. Анчах... çÿп-çап купи ÿссех пырать.

2015 çулта тĕрĕслев хыççăн айăплине те тупса палăртнă: «Нижневязовский жилкомсервис» МУП /Тутарстан/. Предприяти ĕç-хĕлне чарса лартма ыйтса материала суда çитернĕ. Апла пулин те — çÿп-çап вырăнтах-ха.

Ăçти йĕркесĕрлĕх пирки сăмах пырать-ха? Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинчи Куславкка районĕнчи Курăчкин ялĕнчен инçех мар иртекен çул хĕрринче «Республика Татарстан» тесе çырнине курнах ĕнтĕ. Йăсăрланса выртакан çÿп-çап купине асăрхамасăр иртеймĕн: пластик, кантăк, кивĕ тум-тир, атă-пушмак, полиэтилен, тимĕр савăтсем, кивĕ хăма тата ытти ăпăр-тапăр йăванса выртакан купа 3 гектара яхăн çĕре варалать. Асăннă лаптăк хуçи — Чăваш Енри пĕр общество /çĕре тара илнĕ-мĕн вăл/. Анчах та общество хуçи çакăн пирки ку таранччен те пĕлмен иккен. Те чăнах та икĕ йĕрлĕ чикĕ пăтратса янă ăна? Нумаях пулмасть суд пулнă. Çĕр саккунĕсене пăсни куç кĕрет. Кам айăплă? Çак ыйту çаплах хуравсăр...

Чикке пăсрăн — явап тыт

Чикĕ пирки калаçнă май, тепĕр тĕслĕх те аса килет. Юрать-ха, ку çÿп-çап купи тĕлĕшпе йăлт уçăмлă. Айăпли те паллă. Куславкка районĕнчи ку çÿп-çап вырăнне официаллă майпа çирĕплетнĕ-ха. Анчах та ăна пăхса тăракан общество полигон чикĕрен тухса кайнине шута илмен. Çÿп-çапа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинех пăрахма пуçланă. Обществăна 90 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Пĕтĕмĕшле пĕлтĕр ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă 1 гектар ытла çĕр тупса палăртнă: Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тата Çĕрпÿ районĕсенче.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн

пресс-секретарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.