- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш Çĕпрелĕнчи Юмансен кунĕ
2014 çулхи нарăс уйăхĕнче Тутартсан Республикинчи Чăваш Çĕпрелĕнче чăваш культурин хăй евĕрлĕ çĕнĕ уявĕ - Юмансен кунĕ - ялта пурăнакан усламçă, 1956 çулта çуралнă Юман Александрович Игнатьев.
- Ялта эпĕ - пĕртен пĕр Юман. Çынсемпе паллашнă чухне чылайăшне манăн ят тĕлĕнтерет, - каласа кăтартать ялти ятлă-сумлă çын. - Пирĕн тăван халăхăн аваллăхранах килекен ырă йăла-йĕрке, пуян чĕлхе, халăх уявĕсем, хитре те янравлă ячĕсем пур. Ку вăл чăннипех те кăмăл-сипет пуянлăхĕ мар-и-ха? Шел, пирĕн вăхăтра çав ырă йăла-йĕрке манăçа тухса пыни сисĕнет. Камăн культура пуянлăхне çĕнĕ ĕмĕрте те упраса хăварас килмĕ? Çак тĕллевпе эпĕ çывăх ялсенчи Юман ятлă аташсене пухса чун-чĕрене канăç паман ыйтусене сÿтсе явма шухăшларăм.
Çапла вара палăртнă кун авалхи чăваш ялне кÿршĕри Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш, Аслă Нагаткин, Çĕнĕ Йĕлмел, Алешкин-Саплăк ялĕсенчен эпир, Юман ятлă чăвашсем, 16 çын пырса çитрĕмĕр. Çакна палăртма та кăмăллă: пирĕн тĕл пулу шăпах Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе пĕр килчĕ.
Чăваш Çĕпрел самаях пысăк ял. Халĕ унта 407 кил. 2008 çулта ялта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çурчĕ ÿссе ларнă. Шкулта 124 ача вĕренет, 21 вĕрентÿçĕ ĕçлет.
Уяв пуçаруçи пире чи малтан унта ертсе кайрĕ. Вĕрентÿçĕсемпе вĕренекенсен ушкăнĕ пире хапăлласа кĕтсе илчĕ. Шкул директорĕ А.А.Ефимов хăтлă та çутă классемпе, спорт залĕпе паллаштарчĕ.
- Шкула ку чухнехи сĕтел-пуканпа, парттăсемпе, компьютерсемпе тивĕçтренĕ. Шкул çуртне туса пĕтерсен уява Тутартсан Республикин Президенчĕ Рустам Нуруллович Минниханов килсе саламларĕ, - терĕ Анатолий Ананьевич.
Пирĕнпе пĕрле Çĕпрел районĕнче тăван чĕлхепе тухса тăракан «Тăван ен» хаçат корреспонденчĕ Рашид Фаткуллов çÿрерĕ. Пире чăваш чĕлхипе литератури вĕрентÿçи Валентина Николаевна Петрова кĕтсе илчĕ.
- Сире мĕншĕн Юман тесе чĕнеççĕ? - Çак ыйтăва Юман Александрович Игнатьев туллин хуравларĕ.
Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе эпĕ хамăн «Тăван Атăл» журналта 1991 çултах çапăнса тухнă «Псевдоним» поэмăна вуласа патăм. Паллах, уява пынисене хамăн кĕнекесене парнелерĕм.
Кун хыççăн ял чиркĕвне кĕрсе пирĕн авалхи несĕлсене асăнса çуртасем çутрăмăр.
Ялти культура çуртĕнче пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кунта уяв малалла тăсăлчĕ. Ял пуçлăхĕ - Раççей ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Васильевич Землемеров салам сăмахĕ каларĕ. Вырăнти артистсем хитре юрăсемпе савăнтарчĕç. Кĕреке сĕтелĕ хушшинче хăнасем хăйсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Вĕсем тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ шăпаллă çынсем пулсан та пĕрешкелли çук мар. Ку вăл - ашшĕ-амăшĕ вĕсене пурне те чăн-чăн чăваш ятне парса ÿстернин сăлтавĕ. Нумай ачаллă кил-йышра алăри ачасем чирлесе вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулнă.
- Мана çуралнă хыççăн атте-анне лаша хăмăчĕ витĕр кăларса пÿрте чÿречерен кĕртнĕ, - тесе тĕлĕнтерчĕ ятлă-сумлă хăнасенчен пĕри. - Çакăн хыççăн, чăнах та, эпир тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕннĕ.
- Кил-йышра тепĕр ывăл çуралсан пирĕн те Юман ят хурас пулать апла, - шÿтлерĕ тепри.
Уяв тупсăмĕ ятра çеç мар паллах. Тĕп тĕллев - чăваш халăхне ытти танлă халăх хушшинче ирĕлсе çухаласран упраса хăварасси. Ахальтен мар хăйсен çĕнĕ уявне йăлана кĕртсе ăна малашне çуллен палăртма калаçса татăлчĕç Юмансем. Вĕсенчен чи çамрăкки - Çĕнĕ Улхашри 19 çулти Юман Рухлин. Вăл аслисен сăмахне тимлĕн ăса хурса ларчĕ. Эппин, шанчăк çук мар-ха çĕнĕ юхăма çамрăксем те хутшăнаççĕ пулсан.
Комментари хушас