Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ

Пермь хулинче РФ Общество палатин «Сообщество» форумĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Мероприятие Атăлçи округĕнчи мĕнпур регионтан пин ытла хастар хутшăннă. Çулталăк тăршшĕнче çакнашкал форума Раççейĕн ытти субъектĕнче те йĕркелеме палăртнă. Ярăма Мускавра чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче пĕтĕмлетÿллĕ форумпа вĕçлĕç.

Чăваш Республикин Общество палатин аппарачĕн ертÿçи Татьяна Николаенко пĕлтернĕ тăрăх - Пермьри форума Чăваш Енри коммерцилле мар организацисем те хăйсен социаллă проекчĕсемпе хутшăннă. Иккĕшне «Перспектива» проектпа килĕшÿллĕн малалла аталантарма суйласа илнĕ. «Перспективăн» тĕллевĕ - регионсенче обществăна усă кÿрекен ĕçсем тăвакан тата граждансен хушшинче пысăк хисепе тивĕçнĕ хастарсене тупса палăртасси, малашне çитĕнÿ тума майсем туса парасси.

Чăваш хастарĕсен пĕрремĕш проекчĕ Атăлçи округĕнчи хуласенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă. «Хăрушлăхсăр çул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чĕмпĕр, Ĕпхÿ хулисенче пурнăçа кĕртме палăртнă, - пĕлтерчĕ проект авторĕ, «Чăваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийĕ» общество организацийĕн президенчĕ Максим Забалуев. - Ăна çул çинче аварисен, вилекенсен, сусăрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе çуран çÿрекенсене пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентес, çынсен право пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе хатĕрленĕ».

Çамрăксен «ЯГражданин» юхăмĕн ертÿçи Роман Васильев форумра паллаштарнă ăс-тăн тата право вăййи хĕрсемпе каччăсене Конституцин тĕп положенийĕсемпе суйлав правин нормисене вĕренме пулăшать. Проекта хутшăнакансем кашни станцире Раççей Конституцийĕн уйрăм пайне пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетсе ăса хываççĕ. «Ăс-тăна аталантаракан вăйă Конституцие вĕрентнисĕр пуçне ушкăнпа ĕçлеме те хăнăхтарать, логика шухăшлавне аталантарать, - палăртать проект авторĕсенчен пĕри Роман Васильев. - Мĕншĕн тесен чылай станцире ушкăнпа тачă çыхăнса ĕçлесен кăна задание пурнăçлама май килет». Пĕлтĕр ку проекта тăватă пин çурă ытла çын хутшăннă. Кăçал йĕркелÿçĕсем çак вăййа Раççей Федерацийĕн 40 субћектĕнче пурăнакан çамрăксене явăçтарасшăн.

Чăваш Республикин Общество палати пуçаруллă хастарсене пулăшасси хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Çавна май палата председателĕ Алексей Судленков «Чăваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийĕ» общество организацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен пĕлтерчĕ. Пĕрлĕх президенчĕпе Максим Забалуевпа иккĕшĕ çакна çирĕплетекен документа алă пусрĕç /сăнÿкерчĕкре/.

В.БАГАДЕРОВА

В.БАГАДЕРОВА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.