Чăштăртатать - укçа мар...

Суя укçа хатĕрленĕшĕн, ăна упранăшăн е унпа усă курнăшăн яваплăх çирĕп — УК 186 статйипе 15 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Анчах хăшне-пĕрне çакă та хăратмасть — Шупашкарта кăна кăçал суя укçапа усă курнин 38 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. 2016 çулта унашкал тĕслĕх 225 пулнă.

ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн финанспа кредит тытăмĕнчи преступленисене тупса палăртас енĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Сергей Васильев преступниксем пысăк ку­пюрăсене килĕштернине палăртать: çулталăк пуçланнăранпа 5 пин тенкĕлĕх суя 22 купюра тупнă /пĕлтĕр — 96/. 1 пин тенкĕлĕххисем — 12, 500-лĕххисем — 3. Тата — АПШн 100 долларлăх 1 купюри. Сăмах май, пĕлтĕр çакнашкал списокра 5 тенкĕлĕх 4 металл укçа та пулнă.

Çук, Чăваш Енре пурăнакансем суя укçа çапмаççĕ. Ытларах чухне ютран килекенсем киоскра-мĕнре ӳкерчĕклĕ хут тыттарса хăвараççĕ. Пĕрисем пичетлеççĕ, теприсем сараççĕ. Суя укçапа усă куракансене тытсан та ăна хатĕрлекенсен йĕрĕ çине ӳкесси чăрмавлă. Алăран сутмаççĕ вĕт, наркотик сутакансен мелне кунта та хута янă — суту-илӳ Интернет урлă йĕркеленет. Çын укçа куçарса парать те — ăна суя укçа тĕркине ăçта пытарнине пĕлтереççĕ, кайса илмелли çеç юлать. Суя укçан та хакĕ пур — 5 пин тенкĕлĕх 1 купюра 1,5-2 пин тенкĕ тăрать.

Асăннă пай пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Ежеев пăшăрханса калать: «Хальхи вăхăтра преступниксем суя купюрăсене тĕрлĕ тĕспе копилекен çĕнĕ йышши техникăпа усă курса хатĕрлеççĕ. Ют çĕршыв валютине вара типографи мелĕпех пичетлеççĕ. Çавăнпа суйине чăннинчен уйăрма питĕ йывăр». Малалла вулас...

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.