Чăрмав сахалрах пултăр

22 Утă, 2016

Раççей Стройминĕ пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчи процедурăсене пăхăнассине тивĕçтерес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен 6 региона палăртнă. Çакăн çинчен ведомство пуçлăхĕ Михаил Мень влаç органĕсем строительство ĕçĕсем çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тишкерекен штаб ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Асăннă регионсен шутĕнче — Саха /Якути/ Республики, Чăваш Республики, Ярославль, Липецк облаçĕсем, Ямал-Ненец автономи округĕ, Байкал леш енчи край.

Пĕтĕмĕшле илсен Раççей субъ­­­екчĕсем çурт-йĕр строительствин сферинчи административлă чăрмавсене чакарас енĕпе ĕçленине çителĕксĕр тесе хакланă. 29 субĕект нормăпа право акчĕсене хайхи процедурăсемпе çураçтарассишĕн яваплă çынсене çирĕплетни çинчен калакан информаци паман, 51 субĕектран административлă чăрмавсене чакармалли мероприятисен планне çирĕплетнине ĕнентерекен информаци килмен.

Лару кăтартăвĕсем тăрăх РФ Стройминĕ регионсен çак ыйтупа çыхăннă ĕçне лайăхлатас тĕллевпе ирттернĕ видеоконференцисене тепĕр хут йĕркелеме йышăннă.

Рубрика: