Чăпăрккапа кăна мар, пĕремĕкпе те

17 Юпа, 2016

Промышленноç производствин индексĕ — 110,8, ял хуçалăх производствин 103,3% танлашнă. Кăмăллă çак тата ытти цифрăна тунтикунхи йăлана кĕнĕ планеркăра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ.

Икĕ утăм малалла, пĕрре каялла

Шел те, мĕнпур кăтарту кăмăллă мар çав. Республикăн кăçалхи тăхăр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен докладпа сăмах илнĕ май экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова пăшăрхантаракан самантсенчен те пăрăнса иртмерĕ. Калăпăр, строительство отраслĕ уксахлать. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси иртнĕ çулхи асăннă тапхăртин 82% чухлĕ çеç. Çулталăкăн юлашки уйăхĕсенче малалла туртăнас шанăç пур-ха, çапах прогноз та савăнтармасть — 2016 çула 86% шайĕнче вĕçлетпĕр пулас. Михаил Игна-тьев палăртнă тăрăх — çакă чи малтанах çынсен хваттер туянассипе çыхăннă майĕсем пĕчĕкленнипе сăлтавланнă. Çав вăхăтрах ипотекăпа усă куракансен шучĕ юлашки вăхăтра ÿсни палăрать-мĕн.

Кăрлач-çурла уйăхĕсенче Чăваш Енри уйăхри вăтам ĕç укçи 21,8 пин тенкĕ урлă каçнă. Çулталăка 5-5,5% чухлĕ ÿсĕмпе вĕçлессе кĕтмелле. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енре паян ĕç укçипе Раççейри вăтам кăтартуран /35,5 пин тенкĕ/ иртекен предприятисем те пур. Çав вăхăтрах ЧР Пуçлăхĕ уйрăм ĕç коллективĕсенче шалу ытла та пĕчĕккине те пытармарĕ. Сăмах бюджетниксем пирки — «эппин, тивĕçлĕ министерствăсен ĕç-пуçа тĕпчемелле, лару-тăрăва лайăхлатмашкăн мерăсем йышăнмалла». Потребитель хакĕсен индексĕ 109% çитнине шута илсен ĕç укçине май пур таран ÿстерме тăрăшмалли пирки пушшех никам та тавлашмĕ. Ĕç укçипе çыхăннă парăмсем ÿсес туртăм пурри кулянтарать. Статистика пĕлтерекен кăтарту темле пысăк тееймĕн — 30 миллион тенкĕ патнелле. Анчах вăл шута илмен парăмсем тепĕр чух ытла та пысăк. «Промтрактор-Вакунра», сăмахран, пĕр вăхăт парăм 200 миллион тенке те çитнĕ. Кăштахран ăна татнă-ха, анчах кунашкалли ытти предприятире те пулас хăрушлăх пысăк.

Трактор завочĕсем тенĕрен, Михаил Игнатьев пăшăрханăвне те палăртрĕ: «Уйрăм юхăмсем вăй илеççĕ пулас — панкрута тухас ыйтăва çĕклесшĕн. Сăмах концернăн пирĕн республикăри предприятийĕсем тавра мар, ытти регионтисем пирки. Ăнланма йывăр...»

Кăçал ял ĕçченĕсем тĕштырă пухса кĕртес енĕпе пĕлтĕрхи кăтартăва 112% ÿстернĕ. Шел те, çĕрулми 70% шайĕнче кăна-ха. «Çанталăк çĕрулми кăлармашкăн май парать те, памасть те... Çитĕнтернине пухса кĕртмешкĕн мĕнпур майпа усă курмалла», — терĕ Михаил Игнатьев.

Выговорсем — курттăммăн

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ те пысăкланать — кун пирки вице- премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтерчĕ. «Налук мар тупăшсемсĕр пуçне пĕтĕмпех ÿсĕмлĕ», — терĕ вăл. Çавна май тăкак статйисене туллин пурнăçлайманни тĕлĕнтерет те — укçа пур, анчах унпа усă кураймастпăр тенĕ пекех вĕт. Çул-йĕр фончĕн укçипе, «Этнос Чăваш Енĕ» проектпа, индустри паркĕпе çыхăннă укçапа палăртнă чухлĕ усă курайман. Министр патшалăх парăмĕ пирки те каласа хăварчĕ: вăл та пысăкланать — çĕнĕ çула 16 миллиард тенкĕлĕх парăмпа кĕрĕпĕр.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту тишкерĕвĕ вара сумлă должноçсенчи виçĕ çынна выговор панипе вĕçленчĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программăна мĕнле пурнăçланине пăхса тухрĕç. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов пĕлтĕр — 294, кăçал 429 çурта юсани пирки пĕлтерчĕ. Хваттерсен хуçисем юсав валли укçа пухасси çав-çавах уксахлать. Шупашкарта ĕç-пуç тивĕçтерет теме юрать-ха — кăтарту 75% шайĕнче, анчах хăшпĕр муниципалитетра çынсем тÿлев çине алă сулнă. Çĕмĕрле районĕнче, тĕслĕхрен, 18% кăна.

Капиталлă юсав фончĕн гендиректорĕ Олимпиада Епифанова хайхи тÿлевсене пĕр 20% пухса пĕтереймессине çирĕплетрĕ. Михаил Игнатьев вара унран ТСЖсен членĕсем уйрăм шутсем çине пухакан укçа виçи пирки ыйтрĕ. Ку кăтартусем фондра çук, вĕсене Пурăнмалли çурт-йĕр инспек-цийĕ пухать-мĕн. Анчах ку цифрăна тĕп инспектор та, Строймин ертÿçи те калаймарĕç — вĕсене çакăншăн лекрĕ те: «Виçсĕре те — выговор!» — татăклăн пĕлтерчĕ Михаил Игнатьев. Айăпа кĕнисемшĕн ку темле кĕтменлĕх пулмарĕ-тĕр, юлашки вăхăтра вĕсене çине-çинех сăмах тивет те — хăнăхма та ĕлкĕрчĕç пуль.

Грантсем — патриотсем валли

Михаил Игнатьев чăпăрккапа кăна мар, пĕремĕкпе те усă курать — тăрăшуллă ĕçшĕн тав тума пĕлет. Ку хутĕнче призыв ĕçне ăнăçлă йĕркеленĕшĕн яваплă çынсене ырă сăмахпа хавхалантарчĕ. Юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх — кĕрхи призыв тапхăрĕнче Чăваш Енрен 1552 çынна çара ăсатмалла. Çав шутран 1230-шĕ Хĕç-пăшаллă Вăйсенче служба тивĕçĕсене пурнăçлĕ, 312 çын — Наци гвардийĕнче. 10 яш вара Президент полкĕнче пулĕ.

Темăна ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин тăсрĕ. Канашри сбор пунктне юсамашкăн иккĕмĕш çул шантараççĕ — кăçал та пулаймасть иккен. Мускав укçа памасть. «Хут килчĕ — юсав ĕçĕсене çитес çула куçараççĕ. Юрать-ха, куçараççĕ кăна — вуçех пăрахăçламаççĕ», — терĕ вăл. Призыв тĕлĕшпе вара пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Александр Александрович палăртнă тăрăх — «çара каяссинчен пăрăнса юлакансен проценчĕ питĕ пĕчĕк — калаçмалли те çук. Паян çамрăксем çара кайма ăнтăлаççĕ — служба валли юрăхсăр тесе палăртнине пăрахăçлама ыйтакансем те пур. Ре-сурссем ытлашши, çавăнпа эпир пин çурă мар, икĕ пин çамрăка çара ăсатасшăн — ку ыйтупа ĕçлетпĕр». Капла калани чăннипех хавхалантарчĕ пулас — Михаил Игнатьев та чăваш каччисем пирки мăнаçланса каларĕ. Раççей флочĕн чи сумлă та хăватлă «Кузнецов адмирал» авианосецĕ çинче службăра тăракансен çурри пирĕн ентешсем- мĕн. Мăнаçланмалăх пур вĕт!

Çавна май канашлура Михаил Васильевич хăй тин çеç алă пуснă указ та патриотизм темипех çыхăнни — вырăнлă та, вăхăтлă та. Вăл Чăваш Енри шыравçăсен отрячĕсем ăнăçлă ĕçлени çинчен каларĕ: çамрăксем вăрçă пынă вырăнсенче шырав ĕçĕсем ирттереççĕ, нумай салтак шăпине уçăмлатаççĕ. Пĕр чăрмав пулнă — вĕсен çулçÿрев тăкакĕсене никам та саплаштарман. Çавăнпа та ЧР Пуçлăхĕ указ кăларса шыравçăсене пулăшма йышăннă. Грантсем туса хунă: 75 пин тата 100 пин тенкĕлĕх виçшер грант. Çак пулăшу шыравçăсен истори пĕлтерĕшлĕ ĕçне татах та вăйлатасса шанма пулать.

Николай КОНОВАЛОВ