Чăннипех халăх ушкăнĕ

2 Ака, 2014

Пуш уйăхĕн варринче Красноярск хулинче юрăçсен пĕрремĕш "Сибирская глубинка" смотр-конкурсĕ иртрĕ. Сцена çине крайри 31 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи 120 коллектив тухрĕ. Чăваш наци культура автономийĕн "Çеçпĕл" халăх ансамблĕ I степень Диплома тивĕçрĕ.

Ушкăн, "Дубравушка" чăваш фольклор коллективĕн уйрăм артисчĕсем чăваш юррисемпе ташшисен ансамбльне йĕркелеме шухăш тытсан, 1998 çулхи нарăс уйăхĕнче пухăннă. Çынсене пĕрлештерес тĕлĕшпе Вера Власова нумай тăрăшнă. Ансамбле ертсе пыма та ăнах шаннă. Малтанхи вăхăтра коллективра 15 çын пулнă. Каярахпа унта çÿрекенсен йышĕ вăтăра çитнĕ. Ансамбле йĕркелеме çавăн пекех Раççей Федерацийĕн халăх, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Мешков, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Храмов чылай пулăшнă.

Коллектив кĕске вăхăтра чăваш эстрада юррисенчен репертуар хатĕрленĕ, тăван халăх ташшисене вĕреннĕ, хулара, крайра иртекен мероприятисене, Красноярск çĕрĕнче пурăнакан халăхсен уявĕсене хутшăнма пуçланă. Хальхи вăхăтра час-часах социаллă учрежденисемпе организацисенче ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелет. Ахăртнех, "Çеçпĕл" - чăвашсемпе пĕрле украинсемпе вырăссем те чăваш юррисене юрлакан пĕртен пĕр ансамбль.

Коллектив Чăваш Республикин, Красноярск крайĕн влаç органĕсен, Чăваш наци конгресĕн ик çĕре яхăн Тав çырăвĕсене, дипломĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Красноярск крайĕн наци культура пурнăçне пуянлатма пысăк тÿпе хывнăшăн 2009 çулта чăваш юррин "Çеçпĕл" вокал ансамбльне "халăх коллективĕ" ят парса чысланă.

 

Красноярск хули.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.