Чăн-чăн паттăрсем

3 Авăн, 2014

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче паттăрлăх вун-вун Совет пилочĕ Алексей Маресьев пекех кăтартнă. Çапах унăн ятне чи малтан аса илеççĕ. Вăрçăра урине çухатнă летчикпа, каярахпа çĕнĕрен строя тăнăскерпе, темиçе ăру хавхаланнă. Анчах Маресьевсăр пуçне Хĕрлĕ çар ретĕнче урасăр-алăсăр, куçсăр пилотсем пулнине сахалăшĕ пĕлет. Тĕрĕссипе «Повесть о настоящем человеке» кĕнекене 30 çул маларах та çырма пултарнă.

Борис Полевой çак повеçе кун çути кăтартман пулсан протезлă офицер пирки никам та пĕлместчĕ. Вăрçăра вара чылай салтакпа офицер ал-урине çухатнă, çапах хăйсен ĕçне пăрахман. Сăмахран, Константин Попов çар историкĕ сулахай алă лаппине çухатнă пулсан та ротăна ертсе пынă. Çара техникăпа – танкпа, самолетпа – пуянлатсан çар çыннирен ытларах ыйтма пуçланă. Çапах ун чухне те сусăрсем çар ретĕнче тăнă. Тинĕс кадет корпусне пĕтернĕ Александр Прокофьев-Северский ăрури çар çынни пулнă. 1914 çулта çарпа тинĕс флочĕ çумĕнче авиаци ушкăнĕсем (тинĕс разведки валли) йĕркеленнĕ. Çамрăк офицер чи малтан авиатора çырăннă. 1915 çулхи çулла унăн аэропланĕнче бомба сирпĕннĕ – самолет арканнă, летчик йывăр аманнă, сылтăм урине çухатнă. Протезпа çÿреме хăнăхнă май вăл гидросамолет валли йĕлтĕр тытăмĕ шухăшласа кăларнă. Çакă вырăс авиацийĕ валли хĕлле кирлĕ пулнă. Иккĕмĕш Микулай патша хушăвĕпе Александр строя çĕнĕрен тăма пултарнă. Вăл 1917 çулччен çапăçнă, сывлăшри 57 çапăçура пулнă. Революци хыççăн урасăр пилот Америкăна тухса кайнă. Кунта вăл хăйĕн авиаконструктор бюроне йĕркеленĕ.

Юрий Гильшер 1916 çулта самолет ÿкнĕ май йывăр аманнă. Ури çĕрес хăрушлăх пуртан тухтăрсем сулахайне татнă. Çапах вăл истребительсен отрядне таврăнма вăй-хал çитернĕ, часах ăна ертсе пыма пуçланă. Летчик 1917 çулта сывлăшри çапăçура вилнĕ. Шел, вырăс çыравçисен хушшинче ун чухне çак вĕçевçĕсен кун-çулне çутатакан пулман.

 

Тундра тăрăх ултă талăк

Алексей Маресьев пек паттăр çынсем пуррине Борис Полевой пĕлнĕ-ши? Ахăртнех пĕлнĕ пулас. Мĕншĕн тесен вăл çĕр-шыври тĕп хаçатăн çар корреспонденчĕ пулнă май вăрттăн информаци тĕлĕшпе те çул-йĕр тупнă. Унсăр пуçне унăн геройĕ пек пилотсем кашни фронтрах пулнă.

Алексей Маресьевччен çур çул маларах Çурçĕр флочĕн госпиталĕнче тухтăрсем Захар Сорокин летчикăн урине çăлма тăрăшнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сорокин тăшман самолетне хăйĕннипе тăрăнтарнă май тундрăна ÿкнĕ. Пилот ултă талăк хушши юр çийĕн 70 çухрăм шунă, урине тăм тивнĕ. Çавна май вăл икĕ ура лаппине çухатнă. Протезпа çÿреме хăнăхсан хăйĕн полкне таврăннă, тăшман самолечĕсене вут-çулăмпа çунтарнă. Тинĕс караванĕсене сыхланăшăн ăна 1943 çулта Британи империйĕн орденĕпе чысланă.

Кăнтăр фронтĕнче Григорий Кузьмин майор тăшманпа çапăçнă. 1941 çулта вăл, тÿпере патрульте тăраканскер, Брянск тăрăхĕнче сывлăшра нимĕç самолечĕсене асăрханă. Иккĕшне аркатнă хыççăн хăйĕн те анма тивнĕ. Аманнă летчика хресченсем килне илсе кайнă, сиплеме тытăннă. Анчах ун çинчен тăшмансем илтнĕ. Вăл тыткăнри лагерьтен тарнă хыççăн пĕр уйăх партизан отрядĕнче çапăçнă. Госпитале лексен çеç Кузьмин тăм тивнĕ урапа çÿренине пĕлнĕ, иккĕшне те татнă. Протезпа çÿреме хăнăхнă, çĕнĕрен строя тăнă. Вăл самолетăн çĕнĕ модельне алла илнĕ. 1943 çулта ака уйăхĕнче, Маресьевччен тăватă уйăх маларах, Ылтăн Çăлтăра тивĕçнĕ. «Совет Союзĕн Геройĕ» ятпа нумаях çÿреймен, летчик çурла уйăхĕнче пуçне хунă.

 

Гиннесс рекорчĕсен

кĕнекине кĕнĕ

Хĕрлĕ çар ретĕнче пĕр алăсăр е икĕ урасăр çапăçакан вунă ытла пилот пулнă: Александр Грисенко, Иван Любимов, Илья Маликов, Леонид Белоусов тата ыт. те. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче алăсăр пилот иккĕн пулнă: Виктор Петерманн нимĕç тата Иван Леонов вырăс. 1943 çулта аэросăн ÿкерчĕк тунă чухне Леонов самолетне Орел хули таврашĕнче тăшмансем персе антарнă. Пилот йывăр аманнă, хулпуççин сыппине снаряд аркатнă. Ун чухне вăл 20 çулта çеç пулнă. Тухтăрсем унăн пурнăçне çăлса хăварнă, анчах хул калакĕ тĕлĕнчен аллине татма тивнĕ. Суран тÿрленсен Леонов сывлăшри çар командующийĕнчен Михаил Громовран çарта юлма ирĕк ыйтнă. Штаб ĕçĕнче вăй хунă май вăл дюралюминирен ятарлă протез ăсталанă. Алăсăр пилота малтанах почта турттарма шаннă, каярахпа çар тивĕçĕсене пурнăçлама явăçтарнă. Иван Леонов вăрçă пĕтичченех çапăçнă. 1995 çулта ăна Борис Ельцин указĕпе «Раççей Геройĕ» ята панă. Анчах Леонов çур ĕмĕр хушши Совет Союзĕн Геройĕ пулни палăрнă. Ылтăн Çăлтăра вăл вăрçă вăхăтĕнчех тивĕçнĕ иккен. Госпиталь ĕçченĕсен айăпĕпе документра летчика ун чухне вилнĕ тесе палăртнă. Çавна май наградăна архива каялла янă. Çирĕплĕхшĕн Леонов ятне Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

 

Летчик куçне кăларса илнĕ

Паллах, самолет штурвалне алăсăр тытса пыма çăмăл мар. Куçсăр çын пирки вара шухăшлама та кирлĕ мар. Анчах ун пек тĕслĕх те пулнă.

Евгений Азаров кадр офицерĕ авиацире вăрçăн малтанхи кунĕнченех çапăçнă. 1943 çулта йывăр аманнă хыççăн унăн куç çивĕчлĕхĕ чакнă. Çавна май тухтăрсем ăна тыла яма шухăш тытнă. Вĕсене улталаса Азаров çар ретне тăма юрăхли çинчен документ тутарнă. Ку вăхăтра Евгений эскадриль командирĕ шутланнă. Ăна çапăçура çул кăтартакан çын пулăшса пынă. Тăшман самолетне асăрхасанах вăл Азаров истребительне тĕллетернĕ, унтан ăна туртса илнĕ, командира хÿтĕленĕ. Вăрçă вĕçлениччен çак майпа Азаров тăшманăн 15 самолетне сирпĕтнĕ, Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă.

Иван Драченко кĕçĕн лейтенант вара куçне кăларса илнĕшĕн тăшмана тавăрма шухăш тытнă. 1943 çулхи çулла унăн Ил-2 самолетне персе антарнă. Тăнне çухатнă летчик тыткăна лекнĕ. Ăна асаплантарнă май тăшмансем куçне кăларса илнĕ, унтан лагере янă. Çул çинче Драченко тарнă, хамăр салтаксем патне çитнĕ. Сурана сипленĕ хыççăн вăл каллех штурвал умне ларнă. 150 вĕçев тунă, нимĕçсене ытлашшипех тавăрнă.

 

КĔСКЕН

Летчик-инвалидсем Хĕрлĕ çар ретĕнче çеç пулман. Сăмахран, Британири сывлăш çар вăйĕсен паттăрĕ Дуглас Роберт Стюарт Бадер полковник 30-мĕш çулсенчех авиакатастрофăра икĕ урине çухатнă. Вăл нимĕçсен 26 самолетне персе антарнă. 1941 çулта Бадер истребительне аркатнă, хăй тыткăна лекнĕ. Вăрçă вĕçленичченех вăл унта пулнă.

Сабуро Сакаи Япони çĕр-шывĕн наци геройĕ шутланать. Вăл Америкăн 64 самолетне персе антарнă. Хĕрÿ пĕр çапăçура Сакаи сылтăм куçĕсĕр юлнă, пуля пуç мимине те тивнĕ. Снаряд ванчăкĕ вара сылтăм куçне амантнă. Вăл пин çухрăм ытла вĕçнĕ хыççăн аэродрома йĕркеллех анса ларнă. Сипленнĕ май каллех çапăçăва кĕнĕ. Капитуляци хыççăн Сакаи буддизм тĕнне йышăннă, çĕр çинчи пĕр чĕрĕ чуна та вĕлерместĕп тесе сăмах панă.

Германири неонацистсем Ганс-Ульрих Рудель бомбардировщикпа мăнаçланаççĕ. Одер патĕнчи çапăçура зенит снарячĕ лекнĕрен унăн ури татăлса ÿкнĕ. Çапах та летчик вĕçме пăрахман.

Кирилл Ашотов статйине

Валентина ПЕТРОВА куçарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.