Чăх варвиттийĕ

Чăх варвиттипе чирлеме пултарать-и? Çак ыйту мана питĕ канăçсăрлантарма тытăнчĕ. Юлашки вăхăтра чĕпсем час-часах чĕкĕреççĕ.

Антонина Акреева. Тăвай районĕ.

Чăх пахалăхсăр апата тата инфекцие пула варвиттипе аптăрать. Кирлĕ пек сиплес тесен сăлтава тĕрĕс тупса палăртмалла.

Хăшĕ-пĕри чăх чĕкĕрнине курсанах тĕрлĕ эмелпе сиплеме васкать. Апла тумалла мар, мĕншĕн тесен хăранипе те чăхăн вар-хырăмĕ пăсăлать. Тĕслĕхрен, шалча çинчен ÿксен е пурăнма урăх вырăна куçарсан. Кун пек чух кăшт вăхăтран ĕç-пуç йĕркеленет. Анчах варвитти иртмесен ытти чăхха та сăнăр. Вĕсем те нушалансан сăлтавĕ - пахалăхсăр апатра. Ăна улăштарма тăрăшăр.

Вар-хырăм пăсăлнисĕр пуçне чир ытти енчен те палăрсан, ахăртнех, инфекци лекнĕ. Кун пек чух ветеринартан пулăшу ыйтмалла.

Варвитти пахалăхсăр апатпа çыхăннă пулсан рациона çĕнетнĕ май малтанах тăм шывĕ ĕçтерĕр. Енчен те инфекци çаклатсан чăха ыттисенчен уйăрмалла, унсăрăн чир вĕсене те çулăхать. Витене тасатмалла, дезинфекцилемелле.

Малтанах кăмрăк, йывăç кĕлĕ пама юрать. Кайран - марганцовка шĕвекĕ. Вăл алă айĕнче пулмасан рис е сĕлĕ шывĕ хатĕрлемелле. Шыва 10 тумлам ?чĕппе 1 тумлам та çитет% хĕрлĕ эрех хушса парсан аван. Вăл каяша хытарать.

Чылайăшĕ чăха варвиттирен левомицетинпа, ача-пăча бисептолĕпе, выльăх валли кăларакан ятарлă пробиотиксемпе сиплет.

Çакна асра тытăр: енчен те чăх тăтăшах чĕкĕрсен, апат япăх çисен тата шыв нумай ĕçсен унăн гастрит пулма пултарать. Кун пек чух çăмарта саррине тырăпа хутăштарса çитерме юрать.

Вар-хырăм ĕçĕ çуркунне пăсăлсан чăхăн авитаминоз теме те пулать. Апата ытларах витамин, тăвар хушмалла. Çулла симĕс курăк нумай çинĕрен те варвитти пуçланать. Кун пек чух унăн каяшĕ симĕс тĕслĕ пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.