Чăх е автан?

7 Çу, 2015

Тепĕр чухне чăх-чĕп сутакансем талăкри чĕпсене çăмарта тăвакан чĕпсем тесе сутаççĕ те ÿссессĕн çуррине яхăн автан пулать. Çăмарта тăвакан чăхсем пулакан талăкри чĕпсене ăçтан туянмалла-ши? Талăкри чĕпсене автан е чăх пулнине мĕнле пĕлмелле?

З.МИХАЙЛОВА. Шупашкар районĕ.

Пысăк инкубаторсенче чĕпĕсене ятарлă мелпе тĕрĕслеççĕ. Вĕсен шутне колор тата федерсексинг мелĕсем кĕреççĕ. Тепĕр мел - инкубаторсенче тин çеç тухнă, типшĕннĕ /талăка çитичченех/ чĕпĕсене ятарлă мелпе кутанине пусаççĕ. Автанăн кутанинче автан тĕмекĕ курăнать, чăхсен çав тĕмек çук-мĕн.

Халăх сăнанă мелсене илсе кăтартăпăр. Талăкри чĕпĕсене туяннă чухне лайăх сăнамалла. Чăх пулакан чĕпĕсем кăштах пĕчĕкрех. Автансен хÿре вырăнĕ кăшт тĕпеклĕрех тăрать. Чăхсен хÿре тĕлĕнче тĕпекленсе тăмасть, çавра, яка пулать.

Чĕппе ĕнсинчен тытса çĕклемелле. Автан урисене çаплипех аялалла усса тăрать. Чăх пулаканни урисене çĕклет, хăй çумне лăпчăтать.

Чĕппе урисенчен тытса кутăн çĕклемелле. Автан пуçне усса тапкаланмасăр тăрать. Чăх пулаканни пуçне çĕклеме хăтланать, турткалашать. 70-80: тĕрĕс тесе палăртаççĕ.

Ик-виçĕ эрнери чĕпĕсен автан пулаканнин киккирикĕ хĕрелет, хÿре вырăнĕ лайăх тĕмекленсе тăрать. Чăх пулаканнин киккирикĕ шуранка.

Паллах, асăннă мелсемпе чăх е автан пулнине тĕп-тĕрĕс пĕлме май çук. Халăх çирĕплетнине шута илмесĕр те тăраймăн. Ăна сутуçăсем те пĕлеççĕ. Туяннă чухне тĕрĕслесе пăхăр. Сăнавсем чăна килсен хăвăр та ыттисене сĕнме пултаратăр. Сăнав пирки хаçата çырса ярсан та аван пулĕччĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.