ÇĔРУЛМИПЕ ВИР КĔРПИ
Вырăнпа выртакан чирлĕ çынсене ӳт шăтни час-часах нушалантарать. Çак амакран мĕнле хӳтĕлеме тата сиплеме пулать-ха? Темиçе сĕнӳпе паллаштаратпăр.
Ӳт хĕрелсен
Сиенленнĕ ӳт тавра çăмлă кивĕ алшăллипе /вăл çемçерех/ е алсишпа массаж тумалла.
Çунă чухне ӳте çемçе губкăпа е пир пусмапа асăрханса сăтăрмалла, унтан алшăллипе çемçен перĕнсе типĕтмелле. Тасатма шурă эрехе шампуньпе çурмалла хутăштармалла.
Ӳте сивĕ шывпа çумалла. Ку юн куçăмне тата тĕртĕмсене апатлантарассине лайăхлать. Сиенленнĕ ӳте кунне темиçе хут олива çăвĕпе шурă эрех /1:1/ хутăшне сĕрмелле.
Суранлă вырăна
Çак мелсенчен пĕринпе е вĕсене черетлесе усă курăр.
- Пир хутаçсене пĕрер ывăç вир кĕрпи тултармалла та вĕсене тин вĕренĕ шыва чиксе пиçĕхтермелле, Çак хутаçсене шăтнă ӳт çине 4 сехете хумалла. Процедурăна кашни кунах тумалла.
- Кашни кунах каланхоэпе е алоэпе çыхăсем хумалла: çулçисене çурмалла тăрăхла касмалла та каснă вырăнпа шăтнă ӳт çине хумалла, бинтпа çирĕплетмелле. Çĕр каçа хăвармалла.
- Тасатнă икĕ-виçĕ çĕрулмине вĕтĕ теркăпа хырмалла. 1 чей кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла. Хутăша марля салфеткăпа суран çине 20 минута хумалла. Пластырьпе е бинтпа çирĕплетмелле. 20 минутран çыхха илмелле. Процедурăна кунне темиçе хут тумалла.
- Сурана çума апат содин шĕвекне хатĕрлемелле. 1 стакан вĕри шыва 1 чей кашăкĕ сода ярса ирĕлтермелле. Унта кивĕ йĕтĕн алшăллине йĕпетмелле, сивĕнсен суран çине хумалла. Суран пӳртен тасаличченех çапла сиплемелле.
Ӳт шăтасран сыхланма чирлĕ çынна пĕр енчен тепĕр енне тăтăшрах çавăрса вырттармалла, Сывлăш ваннисем тумалла. Вырăн таврашĕнче хутланчăксем пулса каясран асăрханмалла.
Комментари хушас