«Çĕрулмине упратпăр çĕнĕлле»

"Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирмăн кăçал хута янă çĕрулми управĕ /хранилищи/ таçтан аякранах курăнать. 2700 тăваткал метр лаптăклăскер пĕр-пĕр завода аса илтерет.

"Хĕллехи кун кунта никам та çук ахăртнех", - тесе шалалла кĕтĕмĕр те - унта хĕрÿ ĕç пынине курса тĕлĕнтĕмĕр. Транспортер пĕр чарăнмасăр тикĕссĕн ĕçлет. Çынсем хальхи йышши оборудованипе усă курса çĕрулми суйлаççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕрен тата автоматизациленĕрен вăл кал-кал пырать. Тулли михĕсене алăпа йăтса тертленмелле мар: яваплă çын вĕсене ятарлă техникăпа усă курса кирек ăçта та куçарса хураять. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин каланă тăрăх - ку хранилищĕне 4,5 пин тонна çĕрулми вырнаçать. Вăл ултă секцирен тăрать: 5-шĕ - "иккĕмĕш çăкăра" упрамашкăн, çав шутран пĕринче вăрлăха 6 метр çÿллĕш ятарлă контейнерсенче суйласа илнĕ температурăна пăхăнса тытаççĕ, улттăмĕшĕ - ĕç зони. Автоматика хранилищĕри микроклимата кирлĕ шайра тытса тăма май парать. Çапла вара упрама хунă çĕрулмине нимĕнле сивĕ те, нÿрĕк те сиенлеймеççĕ.

Проект хакĕ - 55 млн тенкĕ. ЧР Ялхуçалăх министерствин специалисчĕсем кун пек хранилище республикăра халиччен пулман теççĕ. Чăн та, ведомствăн çĕрулмипе пахча çимĕç çитĕнтерессин инфратытăмне аталантарассипе тата çĕнетессипе çыхăннă тĕллевлĕ программипе /2014-2016 çулсем валли/ килĕшÿллĕн çакнашкал инвестици проекчĕсене çывăх вăхăтра татах пурнăçа кĕртме планлаççĕ. Пысăк технологиллĕ хальхи йышши хранилищĕсем çĕрулмине пухса кĕртнĕ вăхăтра çеç мар, çулталăкĕпех сутма май параççĕ.

Юрий Галкин çĕнĕ хранилищĕне хута янăранпа 50-60 çын куллен ĕçе çÿренине пĕлтерчĕ. Пенсионерсем те килте ларасшăн мар, çĕрулми суйланă çĕре хаваспах хутшăнаççĕ. Шалу вăхăтра тÿлени, тăван тăрăхри çĕр пушă выртманни савăнтарать вĕсене. Аслăрах çултисем астăваççĕ ĕнтĕ: вырăнти "Мир" хуçалăх саланса кайсан вăйпитти мĕн чухлĕ çын ĕçсĕр юлнăччĕ?! Халăхăн пай çĕрĕсемпе "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăн /генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин/ филиалĕ усă курма, çак лаптăксенче çĕрулми, пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтерме пуçласан вара Кÿлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсенче пурăнакансем чăнласах та савăннă. Вĕсен шанăçĕ тÿрре тухнă: агрофирма аталансах пырать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Паянхи кун штатра - 25 çын. Ĕçченсене кашни уйăхрах шалу /вăтам ĕç укçи - 14 пин тенке яхăн/ параççĕ, тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ, унсăр пуçне çулталăкне пĕрре санаторие те канма яраççĕ. Театра концерт-спектакль курма илсе каяççĕ.

Ку хуçалăх 200 га çĕрулми лартса çитĕнтерет, элита вăрлăхсемпе ĕçлет: "Уладар", "Невский", "Гала", "Ред Скарлет", "Журавинка", "Ривьера"... Ăна Голландирен, Раççейри паллă институтсенчен илсе килеççĕ. Элита тата суперэлита вăрлăхсене çитĕнтернĕ чухне технологие çирĕп пăхăнаççĕ. Тухăç савăнтарать: 2014 çулта пĕр гектартан - 264,8 центнер, пĕтĕмпе 5296 тонна пухса кĕртнĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă курни пысăк витĕм кÿрет паллах. Çулла çанталăк шăрăх тăнăран çĕрулмине ятарлă агрегат-установкăсемпе шăварнă, çав лаптăксенчи тухăç 350-400 центнерпа танлашнă. Çумăр нумай вăхăт çумасан ку хатĕрсемпе пĕрчĕллĕ культурăсене те шăвараççĕ - вĕсене шăпах çак тĕллевпе вырнаçтарнă-çке.

Агрофирма 1700 ытла га çĕрпе усă курать. Кăçал 400 га кĕрхи, 400 га çурхи культурăсем акса çитĕнтернĕ. 1946 тонна тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 24,3 центнер. ООО çавăн пекех рапс, горчица, донник ÿстерет, вĕсен вăрлăхне те сутать. Донникпа рапс çĕр пулăхлăхне лайăхлатаççĕ, вĕсем сидерат пек те аван.

Агрофирма ертÿçисем çĕнĕлĕхсемпе тăтăшах усă курни, пурнăç таппипе тан пыни, кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерсе шав малалла ăнтăлни ОООна çитĕнÿсем тума май параççĕ. "Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирма кăçал та çĕрулми туса илессипе Елчĕк районĕнче мала тухнă. Малашлăх планĕсем пысăк та анлă унăн. Территорие тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлесшĕн: йывăç-тĕм лартасшăн, бетон çулсем тăвасшăн... Мĕнех, мĕн палăртни йăлтах пурнăçланса пытăрччĕ çĕрулми çитĕнтерекенсен!

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.