Çĕртме лайăх-и е çурла аванрах-и?

7 Утă, 2014

Ĕлĕк чăвашсем туя ытларах Çимĕкре тата кĕр мăнтăрĕпе кĕрлеттернĕ тĕк - хальхи çамрăксем ăна-кăна питех уямаççĕ. Хĕлле те, тепĕр чухне типĕ вăхăтĕнче те, туй кĕрекине лараççĕ. Çапах та, тем тесен те, çулла туй-çуй илемлĕрех.

Мĕншĕн лайăх-ха çуллахи туй? Ун чухне пĕркенчĕк айĕнчи хĕр чылай илĕртÿллĕрех курăнать. Вăл уçăрах, ирĕклĕрех кĕпе те тăхăнма пултарать. Çуллахи туя уçă тÿпе айĕнче, уçă кафере, ялта кĕрлеттерме, вăрмана, юхан шыв хĕррине кайма пулать. Илĕртÿллĕ вĕт! Çут çанталăкăн хĕрÿ хĕвеллĕ тапхăрĕнче сĕтел те пуянрах, улма-çырлапа пахча çимĕçрен йăтăнать. Чуп-чуп уйăхне те асра юлмалла йĕркелесе ирттерме пулать. Анчах çуллахи туйăн начар енĕ те пур. Çулла - отпуск вăхăчĕ. Çавăнпа нумай хăна пухма май килмĕ. Хăшĕсем тинĕс хĕррине канма кайма пултарĕç.

Туй вăхăтĕнче хĕвеллĕ çанталăк тăчĕ тĕк, унтан ăнсăртран çумăр çума тытăнчĕ тĕк - çамрăк çемье пуян пулать. Хĕрпе каччă венчете тăнă вăхăтра аслати авăтсан, çил-тăвăл тухсан - инкек пуласса. Хăш уйăхра пĕрлешсен аванрах-ха? Çĕртме уйăхĕнче çырăнсан упăшкипе арăмĕ ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса пурăнĕç. Утă уйăхĕнче туй тусан васкаса çемьеленнишĕн пăшăрханĕç. Çурла уйăхĕнче туй кĕрекине ларсассăн пĕр-пĕрне килĕштерсе, парăнса пурăнĕç.

Автор: