Çĕршыва хисепленине машинăсем урлă кăтартать

27 Çурла, 2016

“Легенды СССР” музей Каменск-Шахтинский хула çывăхĕнче “Дон” М-4 трасса хĕрринчех вырнаçнипе унта кĕрсе курма кăмăл тăвакан нумай. Музейра 3 пин экспонат упранать. Дон хĕрринчи пĕчĕк хулара ăçтан тупăннă çакăн чухлĕ пурлăх?

Чи кăсăкли — ЗиЛ-41047 машинăн лайăхлатнă моделĕ ЗиЛ-41052 “Бронекапсула”. Çĕршывра çакăн йышши пурĕ 22 броневик кăларнă. Раиса Горбачева та “хĕрарăмсем валлиех мар” çак машинăпа çÿренĕ. Ют çĕршывсем капсула технологине алла илессишĕн темĕн тума та хатĕр пулнă — хăй вăхăтĕнче вăл тĕнчери чи шанчăклă машина шутланнă-çке. Çĕршывра çĕнетÿ тапхăрĕ пуçланиччен тĕллевне пурнăçа кĕртеймен вĕсем. СССР арканнă хыççăн кăна американсем кивĕ ЗиЛа туянса пĕтĕм вăрттăнлăха уçнă. Малтанах конструкторсем капсулăна калăпланă, çакăн хыççăн кăна ун тавра машина пуçтарнă. Кун пек броневиксене пурпĕр конвейерпа кăларма çук.

— “Бронекапсула” Уйрăм пĕлтерĕшлĕ гаражра упраннă — çакна пире машина туяннă май Кремльте панă справка çирĕплетет. Халĕ ЗиЛăн генералсем çÿренĕ маркине пухас енĕпе ĕçлетпĕр, — каласа кăтартать музей йĕркелÿçи Владимир Бесчетный, паллă предприниматель тата байкер.

ЗиЛ-41045 — лимузин йышши автомобиль. Ăна Брежнев вилнĕ хыççăн ЗиЛ-4104 маркăна улăштарса хатĕрленĕ: йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршыв çĕнĕ ертÿçине Юрий Андропова çĕнĕ автомобильпе тивĕçтермелле пулнă. Улăштарса çĕнетнĕ машинăна виçĕ çул кăна кăларнă: 1983-85 çулсенче — парти Тĕп комитечĕн пуçлăхĕ черетлĕ хут улшăниччен. Сăмах май, ку автомобильсемпе, вăрттăнлăхпа тивĕçтермелли инструкципе килĕшÿллĕн, 100 çухрăмран ытла çÿреме юраман, çакăн хыççăн вĕсене пĕтернĕ. Пĕртен-пĕр çак экземпляр темĕнле майпа Тĕп комитетăн членĕсен пĕрин гаражĕнче сыхланса юлнă.

Юнашарах — “Чайка”. Унăн историйĕ те кăсăклă. Малтанах çак машинăна “Стрела” тесе ят парасшăн пулнă. Анчах та кайăк çĕнтернĕ. Çакăн йышши пурĕ 3 189 машина кăларнă. Чи пĕрремĕшне — 1955 çулта.

Хитре “Чайка” хыçĕнче “хура çăхан” вырăн тупнă. Унăн тĕллевĕ пачах урăхла пулнă — ку машинăпа НКВД çыннисем пырса çынсене килтен çĕрле иле-иле тухса кайнă.

— Унăн кăшкарĕ кăна юлнăччĕ, тутăхса кайнăскер, асатте сарайĕнче тăратчĕ. Эпир ăна йăлт çĕнĕрен пухрăмăр. Халĕ вăл чупма та пултарать, — ăнлантарать Владимир.

3 пин экспоната вăл — çав йышра автопром 30 моделĕ — икĕ çул пухнă. Çĕршывĕпех. Япаласемпе машинăсене реставрацилемешкĕн вырăнти завод цехĕсемпе усă курнă.

Пуринчен ытла “инвалидка” текеннине вăрах шыранă. Халăхра ăна “Операция “Ы” фильм хыççăн “моргуновка” теме пуçланă. Автомобиль пирки питĕ меллĕ теме çук, анчах та ăна çĕршывра чи пĕрремĕш тÿлевсĕр пама пуçланă. Унпа икĕ çултан ытла усă курма юраман.

— Музейри 30 автомобилĕн пысăк пайĕ, çурма çĕрĕкскерсем, тĕрлĕ гаражра тутăхса ларатчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи полуторкăсенчен хăшне-пĕрне вара Ладога кÿлли тĕпĕнчен те кăлартăмăр. Пайăн-пайăн пуçтартăмăр. Çак тĕллевпе кивĕ сăнÿкерчĕксемпе, чертежсемпе, анчах хальхи вăхăтри сăрăсемпе усă куртăмăр. Калăпăр, “Победа” çинчи çак винтик хăш вăхăтрине калаймăп та эпĕ сире. Ăна чăнах та 1936 çулта кăларнă е çук-и — маншăн пĕлтерĕшлĕ мар ку. Антиквар мар вĕт эпĕ. Ăна раритет кирлĕ — кашни деталь çав е ку вăхăтри пулмалла. Вара вăл хăйĕн коллекцине сейфа хупса хурать те вăрттăн савăнса пурăнать. Манăн вара тахçанхи хитре машинăсене халăха кăтартас килет. Çынсем тăван çĕршывăн автопромĕн, радиотехникин хăватне курса савăнччăр. Изобретательсен пултарулăхĕпе мăнаçланччăр. Пирĕн, сăмахран, 1956 çулта кăларнă ультрасасăллă япала çумалли машина та пур... Пĕр сăмахпа, нимĕнле коллекционер та мар эпĕ. Патриот тесен тĕрĕсрех. Маншăн патриотизм — тăван çĕршыва юратни. Кашни çын çак юратăва тĕрлĕрен палăртать. Манăн акă финанс тĕлĕшĕнчен май пулчĕ те эпĕ музей уçрăм.

Техникăпа Владимир мĕн ачаран туслă — виçĕ урапаллă велосипед илсе панăранпах. Анчах та ÿссе пыракан ывăлне ашшĕ-амăшĕ çĕнĕрен те çĕнĕ модельпе савăнтарайман. Арçын ача хăех улăштарса çĕнетме маçтăрланса çитнĕ. Виççĕрен икĕ урапаллине майлаштарнă. Унтан “Школьник” йышшине тупнă та ăна моторпа сыпăнтарнă. Авлансан арăмĕпе иккĕшĕ туй укçине мĕн туса тăкакламалли пирки нумай пуç ватман — тытнă та сăпкаллă мотоцикл туяннă. Халĕ Владимир Тĕп комитетăн членĕсене турттарнă машинăсемпе кăна ярăнса çÿрет.

— Сирĕн кунта çĕр-çĕр телевизор, магнитофон, фотоаппарат, грампластинка проигрывателĕсем, йăлара усă курмалли япаласем, сăмаварсем, сехетсем... Мĕнле пуçтарса пĕтертĕр?

— Нумайăшĕ япалисене музея ахалех парать, тÿлевсĕрех. Хăшĕ-пĕрин хакĕ паян та пĕчĕк маррине пăхмасăрах. Калăпăр, урайне лартмалли çак сехет, миçе çитнине сасă парса систерекенскер, халĕ те йÿнĕ мар. Пур япала та ĕçлет, çĕмрĕк мар. Ку сехетрен куккук тухса сасă парать. Телевизор та кăтартать, анчах та ăна малтан шыв сапмалла. Патефона алăпа çавăрса ямалла...

Сăмахне çирĕплетсе Владимир патефона çавăрать те пластинка лартнă хыççăн музейра “По диким степям Забайкалья” хăватлăн янăраса каять...

СĂМАХ МАЙ

Чи малтан çĕршыв ертÿçи валли тесе кашни болчĕ-винчĕ таран хамăр патра кăларнă машина — ЗиС-115. Ăна 1942 çулта пуçланă та 1945-мĕшĕнче пухса пĕтернĕ. Вăл Сталинăн тĕп машини пулса тăнă.

Хрущев вăхăтĕнче броневиксем хыçалти плана куçнă — Никита Сергеевич ЗиС-110Б фаэтонсене ытларах кăмăлланă. Америкăна хăваласа çитсе унран иртсе каяс кăмăла пула 1959 çулта ЗиЛ-111 “çуралнă”. Лихачев ячĕллĕ завод çĕршывăн тĕп автомобилĕн дизайнĕпе конструкцине кăна американсенчен илнĕ, пайĕсене вара йăлтах хамăр патра кăларнă.

“Российская газета”.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.