Çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма яланах хатĕр!

19 Çурла, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер чысланă çынсен йышĕнче — тĕрлĕ професси çыннисем. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн çунакан педагогсем, промышленноçра пысăк çитĕнÿ тунисем, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем, строительсемпе экономистсем, ертÿçĕсемпе ахаль рабочисем... Экономикăн тĕрлĕ сферинче вăй хуракансене тăван республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕрри çывăхлатать.

— Тăван хула, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсене чыслама тата саламлама тÿр килнĕшĕн савăнатăп, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Вĕсем — хăйсен пархатарлă ĕçĕпе коллективра пысăк хисепе тивĕçнĕ çынсем.

Майя Печкова пирĕн сĕтел çинче çемçе те вĕри çăкăр пултăр тесе 30 çул ытла тăрăшать. Геннадий Михайлов Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 34 çул вăй хурать — Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те питĕ кирлĕ продукци туса кăларать. Çавăн пекех вăл пысăк опытлă наставник. Геннадий Сергеевич професси ăсталăхне вĕрентнĕ ĕçченсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнчен вĕренсе тухнă Александр Гониашвилипе чăннипех мухтанатпăр. Пултаруллă кулинар, «Роланд» ООО шеф-поварĕ çĕршыври пĕрлештернĕ команда йышĕнче Бразилири Сан-Паулу хулинче иртнĕ професси ăсталăхĕн «WorldSkills Competition — 2015» тĕнче чемпионатне хутшăннă. Унта ăна пысăк ăсталăх кăтартнăшăн медальпе наградăланă.

«Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне РФ Президенчĕ çумĕнчи ял хуçалăх тата патшалăх службин академийĕн профессорне Владимир Данилова педагогика кадрĕсене, патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн панă. Владимир Данилович вĕрентÿ тытăмĕнче 40 çула яхăн вăй хурать, çавăн пекех вăл вун-вун ăслăлăх тата методика ĕçĕн авторĕ.

Ял хуçалăх академийĕнче ĕçлекен Надежда Иванова аслă преподавателе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Ен мухтавĕ» тесе хак пачĕ. Надежда Павловна — полиатлон енĕпе СССР чемпионĕ, Раççейĕн 12 хут чемпионĕ, тĕнчен 7 хут чемпионĕ. Вăл пысăк спортра пухнă опытне 22 çул çамрăк ăрупа пайлать, полиатлон федерацийĕн ĕçне хастар хутшăнать.

«Экра» предприятин генеральнăй директорĕн заместителĕ Владимир Наумов та юратнă профессире пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Вăл 16 изобретени тата усăллă модельсен авторĕ, реле хÿтĕлевĕ тата автоматика ыйтăвĕсемпе 42 статья тата ăслăлăх ĕçĕ çырнă.

— Чунтан тав тăватăп сире! Патшалăх наградине тивĕçни сирĕн пархатарлă ĕçе пысăк хак панине çирĕплетет. Малашне те халăх пурнăçĕн пахалăхне çÿллĕ шая çĕклессишĕн пĕрле ĕçлессе шанатăп, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

Шупашкар хулинчи «Старко» управляющи компани» ООО директорĕ Наталия Иванова хăйсен ĕçне пысăк хак панăшăн республика ертÿлĕхне пурин ятĕнчен те тав турĕ, ÿлĕмрен те Чăваш Ене, Раççее лайăх енне улăштарассишĕн ырми-канми ĕçлеме хатĕр­рине пĕлтерчĕ.

 Валентина БАГАДЕРОВА