Çĕршыв паттăрĕсене чысларĕ

18 Раштав, 2015

Раштавăн 9-мĕшĕнче çĕршывра мĕн авалтан сумлă шутланнă уява - Паттăрсен кунне чыслăн палăртрĕç. Çак кун пирĕн республикăра та Раççей мăнаçлăхне халалланă тĕрлĕ мероприяти - Мир урокĕсем, вăрçăпа тыл ветеранĕсен тĕлпулăвĕ т.ыт.те - йĕркеленĕ.

Уяв историйĕ те кăсăклă. Революциччен раштавăн 9-мĕшĕнче Çветтуй Георгий Çĕнтерÿçĕ орденне тивĕçнисене хисеп тунă. Вăл тăватă степеньлĕ награда пулнă. Октябрьти революци хыççăн ăна пăрахăçланă. 2000 çулта тин Раççей Президенчĕн çав çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çарăн аслă наградин пĕлтерĕшне илнĕ. Вăл обществăра патриот туйăмне ÿстерме, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр хатĕррине кăтартма хистекен уяв пулнине палăртнă.

Георгий хĕресĕн тулли кавалерĕн тата Совет Союзĕн Геройĕн хисеплĕ ятне миçе ентеш тата миçе чăваш илни паянхи кунчченех уçăмлă мар. Совет Союзĕн Геройĕ - 133 çын. Раççей Геройĕсем вара хальлĕхе - тăххăрăн.