Çĕрпÿре, çĕрпе акапуç уявĕнче

8 Утă, 2016

Ĕнер Çĕрпÿ тăрăхĕнче «Уй кунĕ — 2016» республика куравĕ, йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки, Акатуй тата тимĕрçĕсен «Сунтал сасси» фестивалĕ иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуринче те пулса курчĕ

Уя тухрăм — уй куртăм

Çуркунне çитсенех ака-суха ĕçĕ хресчене шухăша янă. Çураки иртсен те ял хуçалăх культурисем епле ÿснине сăнама уя тухсах тăнă. Çавăнпа «уя тухрăм — уй куртăм» сăмах çаврăнăшĕ халăх чĕлхинче каларăш евĕрех çирĕпленнĕ.

«Уй кунĕ — 2016» курав кăçал Михайловка ял тăрăхĕн территорийĕнче иртрĕ. Вырăна çитеспе Чăваш ял хуçалăхăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ сăнав-тĕпчев ирттерекен лаптăка асăрхарăмăр. Михаил Игнатьев тÿрех унта çул тытрĕ. Çурхи тулă, сĕлĕ, урпа, пăрçа тата ытти культурăн çĕнĕ сорчĕсем пирĕн тăрăхра епле çитĕннине тĕрĕслеççĕ. Пĕрисен туни çÿллĕ, пучахĕ вăрăм, пĕр тикĕс ешерет. Теприсем сайра шăтнă.

Уй курма РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков пынă. Хăнасем уй-хире лайăх хак пачĕç.

— Çуллен иртекен «Уй кунĕ» курав çĕнĕ агротехнологипе тата ку чухнехи чи лайăх ял хуçалăх техникипе паллашма май парать çеç мар, çитĕнÿсене палăртнипе пĕрле çитменлĕхсене тупма та пулăшать, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл РФ Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăхне аталантарассишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. — Кăçал çĕршыври аграрисене пулăшма 215 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çитес çул çак сумма 237 миллиард тенке çитмелле. Хамăрăн санкцисене Раççей 2017 çул вĕçлениччен тăснă. Çакă пире рынока анлăлатма май парать. Сăмахран, «АККОНД» предприяти хăй туса кăларакан продукцин 15 процентне экспорта ăсатать.

Вадим Николаев аграри çĕршывра çирĕп аталанакан, экономикăна ертсе пыракан сектор пулнине палăртрĕ.

Курава республикăра, Раççейре тата чикĕ леш енче туса кăларнă инновациллĕ 100 ытла техника илсе пынă. Кунта ял хуçалăх культурисен пысăк шанăç паракан сорчĕсене, ÿсентăрана хÿтĕлекен хатĕрсене куртăмăр.

Михаил Васильевич техника экспозицийĕпе паллашнă хыççăн Çĕрпÿ хули çывăхĕнчи Тихвин ярмăрккине çул тытрĕ.

«Вĕлкĕш, Акатуй ялавĕ, Савăнтар Çĕрпÿсене!»

Хула республика витĕр иртекен тĕп автотрассăсем тĕл пулакан вырăнта ларнăран алĕç ăстисене, купсасене кунта килме питĕ меллĕ. Республика тулашĕнчен те çитнĕ хăнасем. Туянмалăх тем те пур!

Çĕрпÿ районĕнчи Ÿречекасси ялĕнче Олегпа Елена Соловьевсем пурăнаççĕ. Çăмран кăçатă йăвалама мĕн тери ăста вĕсем! Еленăн тĕрĕçĕ алли кăçатта та куçнă. Ăна вăл йĕппе тĕрлет. Çавăнпа та çынсем тавара килне пырсах туянаççĕ.

Ярмăркка программи çулсерен пуянланать. Районта тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Кашниех хăйĕн территорине çатан карта тытса чикĕленĕ. Пырса кĕнĕ çĕре, алăк тăррине, «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тенине хăйсен чĕлхипе çырса çапнă. Чурачăксем — тутарла, Туçисем — узбекла.

М.Игнатьев Тихвин ярмăркки Чăваш Енпе Раççее паянхи кун та кирлине аса илтерчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсем ыттисене хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

— Çакă пирĕн обществăна чăмăртанма, çирĕпленме май парать. Çамрăк ăрăва тăнăçлăхпа килĕштерÿ принципĕсене тĕпе хурса Тăван çĕршыва юратма, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентсе çитĕнтеретпĕр, — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Кунтах район Акатуйĕ иртрĕ. Вăл çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи...» гимнĕпе «Акатуй-2016» ялава çĕкленипе пуçланчĕ. «Вĕлкĕш, Акатуй ялавĕ, Савăнтар Çĕрпÿ енне! Вĕлкĕш, уяв саламĕ! Пур чăваш паян пĕрле!» сăвă йĕркисем инçете-инçете саланчĕç.

Çĕрпÿ район тата администраци пуçлăхĕсем Татьяна Барановăпа Александр Казаков хăнасене уяв ячĕпе саламланă май районăн пĕлтĕрхи тата 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕç.

Михаил Игнатьев Çĕрпÿ халăхĕ ĕçчен пулнине, республика экономикине хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывнине палăртнă май ĕçре палăрнисене правительство наградисемпе чысларĕ.

Вадим Николаевпа Николай Малов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев тăрăшса вăй хуракансем çак чыса чăнласах тивĕçлĕ тесе хакларĕç. Ĕç çынни яланах хисепре пултăр терĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.