- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн
Пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ 50 яхăн административлă ĕçе налук службине çитернĕ: çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕн усă курманни çапла тума хистет. Çакăн пек чухне налук виçине кадастр хакĕнчен 0,3 вырăнне 1,5 процент таран ÿстерме ирĕк пур.
Çакăн витĕмĕ пур. 2019 çулта /2018 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх/ 76 административлă ĕçе налук службине çитернĕ пулсан кăçал /2019 çулхи тĕрĕслевсем тăрăх/ – 49. Çакăнта лаптăкпа ял хуçалăх производстви валли усă курманнипе, çĕре сиен кÿнипе е япăхлатакан пулăмсенчен /эрозирен, сăмахран/ хÿтĕлес тата лайăхлатас тесе ятарлă ĕçсем йĕркелеменнипе çыхăннă тĕслĕхсене кĕртмелле.
Кун пек пулăмсене вара Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем пур районта тенĕ пекех тупса палăртаççĕ. Пĕлтĕр 66 лаптăк /1143 гектар/ тĕлĕшпе асăннă службăна хыпар çитернĕ. Шупашкар районĕнче кăна, сăмахран, 22 лаптăк /115 гектар/ тĕлĕшпе налука пысăклатнă ставкăпа тÿлеттерес ыйту тăхса тăнă. Элĕк районĕнче тĕрĕслеве çакланнă 550 гектара нумай çул пусă çаврăнăшне кĕртеймеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем ытти тăрăхра та пур: Куславккара 112 гектар, Çĕрпÿре — 184, Вăрмар районĕнче — 100. Патăрьел, Канаш, Муркаш, Етĕрне район çыннисен те çĕр налукне ыттисенчен ытларах тÿлеме тивĕ.
Усă курман лаптăксемшĕн çĕр налукне пысăклатнă ставкăпа тÿлеттериччен РФ КоАПĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă майпа /20 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф/ явап тыттарма тивнĕ. Хăйсен çĕрĕсене тирпейлеме вăй-хал çитерейменрен тата штраф виçи пысăккине кура лаптăка хăйсен ирĕкĕпе тавăрма шут тытнисен йышĕ чакмасть-ха. Çакăн пирки пĕлтĕр Патăрьел, Шупашкар, Вăрмар тата Муркаш районĕсен çыннисем пĕлтернĕ: пĕтĕмпе 44,21 гектар тĕлĕшпе.
Чăннипе, хăш-пĕр лаптăк ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен йышĕнче пулнинче иккĕленÿ те çуратать. Темиçе çул суха пуç курманран вăрман ÿссе ларнă. Йывăç- тĕмрен тасатма вара питĕ йывăр кăна мар, тăкаклă та.
Çĕрпе усă курнине тĕпчессипе çыхăннă тĕрĕслевсене ытларах чухне юр кайсан ирттереççĕ. Вăрмана çаврăннă çĕрсене вара хĕлле те «палласа» илме пулать.
Сăмах май, кăçал 13 хуçалăха тĕрĕслеме палăртнă: Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Тăвай, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вырнаçнă вĕсем. Çавăн пекех Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Вăрнар, Куславкка, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Канаш, Комсомольски, Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар районĕсенчи 34 ял тăрăхне çитесси паллă. Унсăр пуçне республикăри ял çыннисен пай çĕрĕсене те тĕрĕслĕç.
Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.
Комментари хушас