Çĕрпе еплерех усă кураççĕ?

25 Раштав, 2013

Красноармейски ялĕнче, «ТУС» акционер обществин строительство керамикин «КЕТРА» заводĕнче, республикăн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва унăн председателĕ - Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В.В.Андреев ертсе пычĕ. Канаш членĕсем: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн деканĕ Е.В.Иванова - коррупципе кĕрешес, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ-экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ О.В. Мешков - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлес, патшалăх учрежденийĕсенче вăй хуракансен профсоюзĕн республика организацийĕн ертÿçи И.А.Анисимов - социаллă пурнăç, «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн директорĕ Н.И.Васильев - патшалăх предприятийĕсем, Шупашкарти хула стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ В.Н.Викторов - патшалăх учрежденийĕсем, Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорĕ Ю.М.Кислов - корпорацисен право хутшăнăвĕсем, «ТУС» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н.Ф.Угаслов - çĕр хутшăнăвĕсем, культура министрĕ пулнă О.Г.Денисова - культура еткерлĕхĕ енĕпе, республикăн Общество палатин председателĕ, республика профсоюзĕсен председателĕ А.В.Коршунов.

Канаша 2012 çулхи юпа уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕсенчен пĕри - министерство хатĕрлекен норматив-право акчĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕçле экспертиза витĕр ăнăçлăрах кăларас тĕллевпе сÿтсе явасси. Çавăн пекех Канашра тăракансем вĕсене лайăхлатма, министерство валли кадрсем суйлама, паташалăх пурлăхне сутнă чух сăнавçă пулса хутшăнаççĕ.

Канаш патшалăхăн çĕр хутшăнăвĕсен политикине тытса пырас тĕлĕшпе те хастар. Министерство ăна вырăнти ĕç-хĕле тишкерме, вăйлатма, право йĕркине пăснă тĕслĕхсем пирки сĕнÿсем хатĕрлеме, профилактика ĕçĕ пурнăçлама явăçтарать. Тепĕр чух Канаш лару ирттернĕ хыççăн право органĕсен умне ыйту лартать. Çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсем, патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курас, хуçаланас тĕлĕшпе министерствăна кĕреттĕн пулăшать.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина сăмах илчĕ. Малтан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пулнă, кайран урăх категорие куçарнă çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртесси мĕнлерех пырать-ха?

Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе АПК производствине йĕркелекен, вăрмана хÿтĕлемелли тăрăхсем хывакан, агропромпа çыхăнтарса ăслăлăх-тĕпчев, вĕренÿ, производство ĕçĕ пурнăçлакан вырăнта кăна усă курмалла. Кун пек лаптăкра АПКпа çыхăнман ĕç тума юрамасть.

Çĕр лаптăкне пĕр категорирен тепĕрне куçарассипе çыхăннă ыйтусене /çын пурăнакан вырăнти çĕре урăх категорие куçарассипе тата ытти категорири çĕре çын пурăнакан вырăна кĕртессипе çыхăннисемсĕр пуçне/ 2005 çултанпа республикăн Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви татса парать. ЧР Министрсен Кабинечĕ унтанпа 759 лаптăка /1861 гектар/ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен промышленноç валли, ытти ятарлă тĕллеве пурнăçлама, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсем йĕркелеме куçарнă /мĕн пур лаптăкăн 87 % - иртнĕ 3 çулта/.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен урăх категорие куçарас ыйтăва вăхăтра татса памасан производство объекчĕсем, калăпăр, телефон станцийĕ е газ хуçалăхĕ тăвас ĕç вырăнтан та хускалмĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕ уйăрнă хыççăн 3 çултан кая хăвармасăр ăна производствăна явăçтармалла. Паянхи кун тĕлне 759 лаптăкран 687-не /ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен урăх категорие куçарнисен 91 %/ туллин ĕçе кĕртнĕ, 42-шĕпе /5 %/ усă курас тĕлĕшпе ĕç пырать. Килес çул 27-нче /3 %/ строительство объекчĕ тума палăртнă.

Министерство тата район муниципалитечĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен промышленноç тата ытти категорие куçарнă çĕрпе тĕллевлĕн усă курнине тăтăш тĕрĕслеççĕ. Хальлĕхе 2009-2010 çулсенче куçарнă Çĕрпÿ районĕнчи «МДМ-Ойл» обществăн сервис центрĕн, «Нефтересурс» тата «Чăвашвторсырье» обществăсен çул-йĕр сервисĕпе кану çурчĕн Муркаш районĕнчи лаптăкĕсене производствăна явăçтарайман. «Çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн вĕсен хуçисене административлă майпа айăплассишĕн - штраф парассишĕн, çав лаптăксене тытса тăракансен харпăрлăх правине саккунпа килĕшÿллĕн туртса илессишĕн, вĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр фондне тавăрассишĕн çитес çул ĕçлĕпĕр», - терĕ Светлана Енилина. Промышленноç категорине куçарнă лаптăка вăхăтра ĕçе кĕртнине «ТУС» общество тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ 2011 çулта Красноармейски ялĕ çумĕнче тăмран кирпĕч çапса хĕртекен завод тума 10 гектар çĕр уйăрнă. Производство объектне питĕ кĕске хушăра, 2013 çул варринче, хута янă. Канаш членĕсене тата журналистсене завод ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Министр çумĕ Наталья Тимофеева республикăн норматив-право акчĕсен проекчĕсене сÿтсе явмалли йĕркене лайăхлатас тĕлĕшпе тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен Канаш килес çулхи ĕç планне çирĕплетрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.