Çĕрĕн кадастр хакне палăртаççĕ

Кăçал пирĕн республикăра çынсем пурăнакан вырăнсен ял-поселокăн çĕрĕсен патшалăх кадастр хакне палăртас ĕçе ирттерме йышăннă. Ку ĕçе мĕнлерех йĕркелесси тата ытти самант пирки ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева каласа кăтартрĕ.
— Республикăри ялсемпе поселоксен 476 пин çĕр лаптăкĕн патшалăх кадастр хакне палăртмалла. ЧР Юстици министерствин «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ 2018 çулта ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем ирттерчĕ: кăтартусене малалла тишкерес тĕллевпе рынокри информацие пухрĕ. Асăннă категорири çĕрсен хакне палăртнă чухне йăнăшас мар тесе республикăра тÿрлетÿсен иккĕлле режимне йĕркелеме планланă.
Çакăн пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймастăр-и?
— Пуш уйăхĕнче тÿрлетÿсен пĕрремĕш режимĕ пуçланать. Ун чухне пилотлă муниципалитет йĕркеленĕвĕсен территорийĕсенчи кадастр хакĕсем тăрăх тунă малтанхи отчетсене бюджет учрежденийĕн интернет сетĕнчи официаллă сайтĕнче вырнаçтараççĕ. Чăнлăхпа тÿр килмен самантсене асăрхасан харпăрлăхçăсем хăйсен çĕр лаптăкĕсем пирки калакан кăтартусене тÿрлетме пултараççĕ: çак тĕллевпе вĕсен бюджет учрежденине асăрхаттару тата çирĕплетекен документсем ярса памалла.
Çу уйăхĕнче тÿрлетÿсен иккĕмĕш режимĕ пуçланать. Унăн вăхăтĕнче харпăрлăхçăсем 50 кунран кая юлмасăр «Чăваштехинвентаризацин» отчечĕн проекчĕ тĕлĕшпе хăйсен асăрхаттарăвĕсене тăратма пултараççĕ: Нумай функциллĕ центр урлă е почтăпа ярса, интернетпа усă курса, çав шутрах — Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен порталĕ урлă. Асăннă вăхăт иртсен панă асăрхаттарусене шута илмеççĕ. Малтанхи отчетсене çавăн пекех кадастр хакĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕсенче предпринимательсен пĕрлĕхĕн тата общественноç представителĕсемпе сÿтсе явма планлаççĕ.
Çурла уйăхĕнче кадастр хакне палăртассин кăтартăвĕсем пирки калакан пĕтĕмлетÿ отчетне Росреестра /Мускав хули/ ярса пама палăртнă. Росреестр отчета асăрхаттарусемсĕр йышăнсан Чăваш Ен Правительстви çак кăтартусене çирĕплетет, вĕсем 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.
Ку ĕç мĕнле пыни пирки ăçта пĕлме пулать?
— Çĕрсен патшалăх кадастр хакне палăртас ĕç мĕнле пыни, унăн тапхăрĕсем пирки калакан информацие ЧР Юстици министерствин тата бюджет учрежденийĕн официаллă сайчĕсенче тăтăшах вырнаçтарĕç. Ыйтусене «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕнче уçăмлатма пулать: Шупашкар хули, Бабушкин урамĕ, 8-мĕш çурт, тел. 57-03-07, e-mail.: chuvti@cap.ru.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.