Çерем уçма кайсан...

23 Кăрлач, 2014

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Паллă çак пулăма асăнса Кулунда каналĕн çыранĕнче палăк лартнă. Çĕртме уйăхĕнче пирĕн республикăра та «Чайка» космоса хăпарнăранпа 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç.

Çерем çĕре уçакансем кунта та çитнĕ, вăрманлă çеçен хир лаптăкĕсене пин-пин гектар сухаласа тухнă. Халĕ вара райкомпа обком пĕр чĕптĕм çĕр пушă хăвармасăр тыр-пул çитĕнтерме, тухăçне ÿстерме ыйтаççĕ. Дилетантсемпе мала каяймăн. Агрономăн кашни лаптăкра мĕн лартса ÿстермеллине витĕр пĕлмелле, çум-курăкпа хурт-кăпшанкă ересрен сăнаса тăмалла... Удобренипе пестицид тупмалла, сорт улшăнăвĕсене тирпейлесе пымалла.

 

Ĕç çемьерен малта

Ачаранах çăкăр тутине пĕлекен агроном пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ. Кăвак çутăлла тухса кайнă та тĕттĕмленмесĕр хваттере çитеймен. Иккĕри ачине пăхма вăхăчĕ те çитмен унăн: кÿршĕсем патĕнче хăварса хире васканă. «20-25 çухрăмри бригадăна кайсан кун иртсе каятчĕ. Пĕчченех лаша кÿлеттĕм, тăвараттăм, тилхепине те хамах тытаттăм. Выçăллă-тутăллă çитĕннĕ те, партипе правительство çăкăр нумайрах туса илме лартнă чĕнĕве ытла та чĕре патне илнĕ çав. Çамрăк пулнă, юн вĕренĕ...», - аса илет çав вăхăтсене Мария Михайловна.

Кĕрхи ĕçсене лайăх вĕçленĕ хыççăн агронома уйрăм управляющине çирĕплетеççĕ. Çамрăкскере /çирĕм пиллĕкре кăна!/ яваплă çакăн пек ĕç шанаççĕ. Ун çине ÿсен-тăран отраслĕ çеç мар, техника паркĕ те, выльăх-чĕрлĕх ферми те тиеннĕ.

- Ертÿçĕ опычĕ пулманран çăмăл марччĕ пулĕ-ха? - хушăран ыйтусем те паркалатăп хисеплĕ кинемие.

- Йывăрччĕ паллах. Анчах мана Барнаула килнĕренпех общество ĕçне хастар хутшăнни пулăшнă. Хам та нумай тăрăшнă. Эпĕ çемьене мар, ĕçе мала хунă. Тен, ку тĕрĕсех те пулман-тăр... - пĕчĕк кашăк вĕçĕпе пыл хыпса чей ĕçнĕ май калаçать вăл. - Пĕррехинче выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕн тишкерĕвĕсене пăхса ларатăп. Сурăх чылай тытаттăмăр ун чухне. Анчах цифрăсем тăрăх путек хутшăнни курăнмасть. Мĕн япала ку? Ферма пуçлăхĕпе калаçрăм. Вăл мана хĕсĕр нумай юлни çинчен пĕлтерчĕ. Иккĕлентĕм: хам тĕрĕслеме шухăшларăм. Никама пĕлтермесĕр çĕрле çуна çине лартăм та аякри пĕр витене вĕçтертĕм. Çитрĕм. Хуралçă та, дежурнăй та хуп турттараççĕ. Шăн пăр çинче вара вилсе хытнă кăтра путексем выртаççĕ. Çамрăк чунсене типĕ çĕре куçаракан та çук иккен. Тепĕр кунтан урăх фермăна çитрĕм. Татах çакăн пек ÿкерчĕк. Кунта вара çыннисем те çук, хупсах, питĕрсех кайнă. Яваплăх пирки маннă специалистсемпе хĕрÿ калаçмалла пулчĕ. Пĕрисене çирĕп выговор пама, теприсене ĕçрен хăтарма тиврĕ... Çакăн хыççăн ĕç самай лайăхланчĕ.

 

Инкек ура айĕнчех

Барнаул тăрăхĕнче çилсем кăра. Ăшă тăхăнсан та витĕр шăнтать. Рейдсенче сахал мар шăннă ĕнтĕ çамрăк хĕрарăм. Çакă вара пĕр йĕрсĕр иртмест. Мария Михайловна вăй-хал чакнине туйнă. Ĕçтешĕсем те пит-куç шуранкаланнине асăрханă. Куç шурри те сарăхнă иккен.

Сар чир паллисем пулнă вĕсем. Ăна ура çинче ирттерме çук. Ăста тухтăр кăна сиплеме пултарĕ. Çапла шухăшласа вăл Шупашкара кайма пуçтарăнать. Ашшĕ республика больницинче паллакан тухтăр пурри çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Анчах Чăваш Енĕн тĕп хулине çитеймест вăл. Канаш станцинче тăнне çухатать. Тĕнче ырă çынсăр мар. Ăна республика сыватмăшне илсе çитереççĕ. Виçĕ уйăх сипленме тивет унăн.

Сыв пуллашнă чухне хăйне вилĕмрен хăтарнă тухтăрсем хыттăн асăрхаттараççĕ: канмалли кунсăр, ирпе каçа уямасăр ĕçлени сывлăхшăн хăрушă. Ăшă пÿрт, вăхăтлă кану, çирĕп кун йĕрки - акă мĕн кирлĕ ăна малашне.

Мария Михайловна Баевăна сÿрĕк кăмăлпа таврăннă. Текех хир тăрăх утаймăн - сывлăхран хакли çук. Юрать-ха, вырăнта ăна паллаççĕ, хисеплеççĕ. Лаши пулсан хăмăт тупăнать теççĕ. Хĕрарăма вăтам шкула биологи учителĕнче ĕçлеме чĕнеççĕ. Çапла Мария Михайловна педагогика лавне кÿлĕнет.

Пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă çыннăн çирĕплĕхне турă çапла тĕрĕслесе пăхасшăн пулнă-ши?

 

Ăслăлăхра та хастар

Пĕррехинче Мария Михайловна хăй вĕреннĕ институтри мелиораци кафедрин пуçлăхĕпе, райцентра командировкăна килнĕскерпе, калаçнă. Хула майри ăна хăй патне ассистентра ĕçлеме чĕннĕ. Шалăвĕ пысăк мар пулин те унта - малашлăх, ÿсмелли майсем пур. Садик параççĕ, пĕчĕккĕн хваттер ыйтăвĕ те татăлĕ. Çапла шăпа Сăкăт хĕрне тепĕр хут Барнула илсе çитерет. Хальхинче вара яланлăхах!

Пĕлме. Алтай крайĕнче 100 тĕрлĕ халăх пурăнать. 94 проценчĕ - вырăс, 2 - нимĕç, 1,4 - украин. Чăвашсем - 3385-ĕн.

Пĕлтĕр çулла Тальменка ялĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнче Чăваш культурин центрĕ уçăлнă. Унта чăваш тумĕсемпе, ĕç хатĕрĕсемпе, тĕрĕсемпе тата ытти япалапа паллашма май пур. Районта виç çĕр чăваш пурăнать. Сахал йышпа та вĕсем тăван чĕлхене, йăла-йĕркене тирпейлĕ упраççĕ. Первомайски районĕнче виçĕ хĕрарăм «Канашенки» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Маттур ушкăн центра уçма та хутшăннă, паха концертпа савăнтарнă.

Ниçта та аптăраса тăман хĕрарăм çĕнĕ çĕрте ăслăлăх авăрне путать. Мелиораци ыйтăвĕ халăха ĕлĕкренех хумхантарнă. Акă авалхи Египет çыннисем темиçе пин çул каяллах шăваракан каналсем ăсталанă, вĕсемпе усă курса тăпра пулăхлăхне ÿстернĕ. Халĕ çĕр чăмăрĕ çинчи çĕрĕн 10 процентне шăварса е типĕтсе усă кураççĕ. Малта пыракан çĕр-шывсем çĕр-шывăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма çĕр лаптăкне сарса мар /пирĕнни пек миллионĕпе сухаласа пăрахса мар/, мелиорацие çÿллĕ шайра йĕркеленипе татса параççĕ.

Алтай крайне Мария Михайловна аван пĕлет. Вăл ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме меллĕ Кубань те, Ставрополь те мар. Кунта тĕш-тырăпа тымар çимĕç çитĕнтерме хура тăпра сахал - çĕр кĕллĕ. Ытларах пайĕ - çеçен хир е вăрманлă çеçен хир. Çумăр сахал çăвать, самантрах сивĕтет е тÿрех ăшăтать. Вĕçĕ-хĕррисĕр хирте тăвăллă çил хуçаланать. Вĕсем сухаласа пăрахнă тăпрана тăтăшах тусана çавăрса пĕлĕте çĕклесе сапалаççĕ. Çил эрозийĕ вара, пĕлетпĕр ĕнтĕ, витĕр типĕтет.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсем гектартан вăтамран 23-25 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура пухса кĕртеççĕ. Вăтăр урлă каçаракансем те пур. Уçнă çерем çĕрĕсенче мĕн чухлĕ илнĕ тетĕр-и? Статистика кăтартăвĕсем тăрăх - 1954-1958 çулсенче тухăç вăтамран 7,3 центнер çеç пулнă. Ку - канса выртнă лаптăксенчен каярахпа çак кăтарту тата пĕчĕкленнĕ - 6,1 центнер çеç юлнă. Çавăнпах экономист-экспертсем çĕр-шывĕпе халĕччен акса-лартса тăнă лаптăкра тухăçа 1 центнер ÿстерни хăех мĕн пур уçнă çереме тăнине çирĕплетнĕ. Кунта ăсчахсен шухăшламалли пурах.

 

Тĕп çул-йĕр - гидромелиораци!

Халĕччен кăлкан хумханса ашкăрнă лаптăксенче гигант-совхозсем ÿссе ларнă, унта çĕр ĕçченĕсем тĕпленнĕ. Каялла çул çук. Çине тăрса тухăçа ÿстермелли çул-йĕре шырамалла.

Наука ĕçне явăçнă Мария Михайловна малтан хăй ĕçленĕ Баево районне сукмак хывнă, унти специалистсемпе канашланă, ватă çынсемпе калаçнă. Унтан Барнаулăн тепĕр кĕтесĕнчи Бурлино /400 çухрăмра/ районне çул тытнă, тĕпчевсем ирттернĕ. Каярахпа Алтайăн ытти тăрăхне те çитнĕ. Тислĕк сапсан тырă тикĕс шăтать. Анчах пин-пин гектар сухалакан çĕре хуçалăхсен çĕрнĕ каяшĕ çитес çук. Минерал удобренийĕсем тухăçа ÿстереççĕ-ха. Анчах вĕсем те типĕ çилсен çулне пĕтĕмпех пÿлеймеççĕ. Апла тăк урăхла мел шырамалла. Вăл аталанакан çĕр-шывсем анлă усă куракан меслет - гидромелиораци! Ял хуçалăх культурисене шăварас çулпа каймалла, çак енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

Пулас ăсчах çурхи тулă, люцерна, куккурус, пахча çимĕç лаптăкĕсене шыв сапмалли механизмсем туса хатĕрленĕ. Унтан уйрăм совхоз ертÿçисемпе тачă çыхăну йĕркелесе 100-150 гектар çинче пĕрĕхекен установкăсем вырнаçтарнă. Пĕлĕтрине çеç ан шан, хăв вăйна шан.

- Пĕрремĕш çулах ДДН-45 машинăпа тырă тухăçне виçĕ хут ÿстерме май пуррине кăтартса патăмăр: малтан гектартан вунă центнер илнĕ тĕк халĕ вăтăр пухса кĕртрĕç. Ун хыççăн ДДА-100, «Волжанка», «Фрегат», «Днепр» пĕрĕхекен установкăсем çине куçрăмăр, - кăмăллăн аса илет Мария Михайловна.

Ентеш çак ыйтусемпе çырнă диссертацие ăнăçлă хÿтĕлесе ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. Ун чухне вăл вăтăр урлă тин каçнă.

 

Çурма çулта чарăнмаççĕ

Хăтлă хваттер институтран инçе мар вырнаçнă, шалу тивĕçтерет. Ĕçтешсем хисеплеççĕ. Хĕрарăма çитет тесе пăнчă лартĕччĕ тепри. Мария Михайловна ун йышши мар - наука лавне малалла сĕтĕрме тĕллев лартнă...

Кулунда çеçен хирĕ Алтай крайĕн пысăк пайне йышăнать. Унăн лаптăкĕ 100 пин тăваткал çухрăм е Патăрьел районĕнчен 100 хут ытларах. Ăсчах хăйĕн статйисенче çак тăрăхри совхозсен çĕрĕсене шăвармалли пирки тăтăш каланă. Ĕçĕ, паллах, тăкаксăр мар. Анчах тухăç ăна кĕске вăхăтрах саплаштарма пултарĕ. Хальхинче вăл тата та малалла кайнă. Артезиан çăлĕ сахал. Кÿлĕ шывĕсемпе те татăлаймастăн - вырăн-вырăнпа вĕсем шар тăварлă. Кулундăн вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан çеçен хирĕнче аслăран та аслă шăваракан канал кирлĕ - акă мĕн тумалла партипе правительствăн апат-çимĕç ыйтăвне татас тесен. Çакă пин-пин гектар çĕре сапса тăма тата улăх-çарана нÿрлентерме май парĕ.

Мускав та, Алтай та илтнĕ ученăйсен хистевне-вĕрентĕвне. 1973 çулта Çĕпĕрти Обь шывне илме 400 çухрăма тăсăлакан канал тума пикеннĕ. Вунă çула пынă стройка. Çак тапхăрта Баево районĕсĕр пуçне тата тăватă тăрăха шыв илсе çитернĕ. Чăн та, çак çĕнтерĕве пĕтĕмпех пирĕн ентешĕн тивлечĕ тесе калаймăн. Анчах тумлам чула шăтарать. Пурах унăн тÿпи те. 1966 - 1985 çулсенче çĕр-шывра сапса тăракан тата типĕтнĕ çĕрсен лаптăкĕ икĕ хут пысăкланни паллă.

1973 çулта Мария Михайловнăна Алтай патшалăх университетне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл зоологипе ботаника кафедрине уçас тĕлĕшпе тăрăшать. «Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Мария Михайловна Горбунова /Яблокова/ культура ÿсен-тăранĕсене сапса тăракан хуçалăх лабораторине йĕркелекенĕ тата ертÿçи пулнă. Биологие вĕрентмелли методика предмечĕпе лекцисем вуланă, уй-хирпе педагогика практикисене ертсе пынă. Çеçен хирлĕ районсенчи чылай хуçалăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕ. Вăл ял хуçалăх культурисене шăварас ыйтусемпе питĕ пысăк квалификациллĕ специалист шутланать», - çырăннă çав çулсенчи университет историйĕнче.

Мария Михайловна Питĕрти Çÿрçĕр гидротехникăпа мелиораци наука тĕпчев институчĕпе те тачă çыхăну тытнă, нумай енлĕ сăнавсем хатĕрлесе панă.

Ĕç мухтава кăларать тенĕ. Аллă çул тултарнă тĕле Мария Михайловна асăннă темăна сарса диссертаци çырнă, ăна Волгоградра хÿтĕленĕ, киле наукăсен докторĕ пулса таврăннă. Вырăнти биологи кафедринче ăна профессора çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл пилĕк наука кандидачĕ хатĕрленĕ. Диплом ĕçне ертсе пынă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн шучĕ çур пинтен те иртет. Çапах та влаçрисем ăна пуçран пит ачашламан. Мария Михайловна «Çерем çĕрĕсене уçнăшăн» медале çеç тивĕçнĕ.

Пĕлме. Вăхăтĕнче патшалăхăн миллионĕсене хывса тунă Кулунда каналĕ хальхи вăхăтра шурлăхланса-путлăхланса пырать. Технологие пăхăнманран тăпрари шыв шайĕ çÿлелле хăпарать, çавна май хăш-пĕр яла шыв илет. Край ертÿçисем ăна тĕпрен реконструкцилеме шухăшлаççĕ - тендер ирттерме палăртнă.

 

Мелиораци ыйтăвĕ паян та çивĕч

2010 çулхи шăрăх çанталăк ял хуçалăхĕнче мелиорацин пĕлтерĕшĕ пысăккине кăтартса пачĕ. Çавăнпах Раççей Ял хуçалăх министерстви 2014-2020 çулсенче ял хуçалăх çĕрĕсене мелиорацилемелли программа хатĕрлеме палăртнă. Паллă ĕнтĕ, ку вăл чăн малтанах çĕр-шывра путлăхлă çĕре типĕтес, пĕрлех нÿрĕк сахал лаптăксенчи ÿсен-тăрана шăварас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă.

Виçĕ çул каялла Чăваш Ен Пуçлăхĕ аграрисене пулăшас тĕллевпе ятарлă Хушу кăларнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн шăвармалли техника туянса пулакан тăкакăн 30 процентне республики хыснинчен укçа уйăрса саплаштарнă. Хуçалăхсем çав çул 100 ытла агрегат туяннă. Хамăр районта та сахăр кăшманне, сухан вăрлăхне шыв сапса çитĕнтерекен хастарсем тупăнчĕç.

Кăçал Чăваш Республики Раççей конкурсне хутшăнса мелиорацине аталантарма çĕр-шыв бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ илнĕ. Кунсăр пуçне ЧР Правительстви ял хуçалăх культурисене шăвармалли агрегатсем туянса пулакан тăкакăн пĕр пайне саплаштармалли йĕркене те пысăк улшăну кĕртнĕ - халĕ 60 процент каялла тавăрса параççĕ. Мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма «Чăвашмелиоводхоз» управлени те пур. Нумаях пулмасть Мускавран Раççей Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Павел Семенов килсе мелиорацие аталантарас ыйтупа анлă канашлу ирттерчĕ. Лакса ларнă лав ÿлĕмрен вырăнтан хускаласса, малалла ÿсĕмлĕн каяссине кĕтме пысăк шанчăк пур. Тем пекехчĕ!

...Шыв сапсан тухăç пулнине пирĕн ентеш Мария Михайловна вара паян кăна мар, çур ĕмĕр каяллах çине тăрса ăнлантарнă.

Николай ЛАРИОНОВ,

РФ Журналистсен союзĕн членĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.