Çĕрĕ е хуçи япăх?

Ай, мĕн тери хитре тавралăх халĕ: пиçсе çитнĕ çырларан ырă шăршă сарăлать, тĕрлĕ тĕслĕ чечек куçа илĕртет... Уйсенчи ыраш пусси, çĕрулми ани - ыранхи куна шанăç кÿреççĕ.

Çумкурăк пусса илнĕ лаптăк вара чуна ыраттарать: унта культурăллă ÿсен-тăран вăй илмелле те...

Шел, акăнмасăр юлнă ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр сахал мар паян. Акă, нумай пулмасть Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем Етĕрне районне тĕрĕслевпе çитнĕ. Унта 40 пай çĕртен ?92 гектар% 4-шĕпе ?7 гектар% кăна тĕллевлĕ усă курни палăрнă. Лаптăкĕсене юхăнтарнă хуçасене çĕр саккунне пăснине, агротехника ĕçĕсене ирттермеллине асаилтернĕ. Çĕнĕ саккунпа ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн явап тыттарассине пĕлсен тин лаптăкĕсем пирки асаилнĕ тейĕн вĕсем: Росреестра пайĕсенчен хăпасси çинчен пĕлтернĕ.

Харпăрçăсене ăнланма пулать темелле. Пай çĕрĕ çинче сухаласа акма, выльăх апачĕ туса илме вăй çитереймесен пĕр-пĕр хуçалăха арендăна пама пулать. Нумай çĕрте çапла тăваççĕ. Енчен çывăхра лайăх ĕçлесе пыракан предприяти, хуçалăх пулмасан мĕн тумалла? Ирĕксĕрех пай çĕрĕнчен хăпмалла.

Сăмах май, Раççейре иртнĕ çул кăна 140 пин гектар çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнине палăртнă. Унччен арендăна е харпăрлăха илнĕ лаптăксене те йывăç-тĕмĕ пусса илме тытăннă. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме вăхăт, укçа-тенкĕ самай кирлĕ.

Специалистсем тĕллевлĕ усă курман çĕрсене туртса илме ирĕк паракан саккун лару-тăрăва улăштарасса шанаççĕ. 2015 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчен çĕре лайăхлатассипе тата хÿтĕлессипе ĕçсем туса ирттерменшĕн паракан штраф виçи те ÿснĕ: уйрăм çынсен 20 пинрен пуçласа 50 пин, должноçрисен 50 - 100 пин, предприяти-организацисен 400-700 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмешкĕн тăкаксем пысăк пулни çакăн пек йышăну тума хистенĕ.

Пĕлтĕр республикăра ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 59 пин гектар усă курмасăр выртнă. Çумкурăкпа хупланнă лаптăксем Улатăр ?12,2 пин га%, Элĕк ?8,4 пин га%, Канаш ?11 пин га%, Шупашкар ?6,1 пин га% районĕсенче ытларах пулнă.

Пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн 4 предприяти-организацие, 9 - должноçри, 123 уйрăм çынна айăпланă. Шупашкар районĕнче - 61, Çĕрпÿ тăрăхĕнчи 21 харпăрçăна административлă явап тыттарнă, агротехника мероприятийĕсене ирттерме предписани çырса панă.

2013 çулхи предписанисем тăрăх йĕркесĕрлĕхе пĕтерменшĕн иртнĕ çул 2 предприяти-организаци, 3 - должноçри, 27 уйрăм çын тĕлĕшпе административлă тĕпчев пуçарнă. Материалсене Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенчи судсем пăхса тухса йышăнусем кăларнă. Паллах, вĕсем пурте айăплисене явап тыттарассипе çыхăннă. Сăмах май, патшалăх сăнавĕ енĕпе ĕçлекен федераци органĕсен предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламаншăн паракан штраф виçи те ÿснĕ.

Çĕр çинче ĕçлеме вăй çитерейменнине туйса-тăр пĕлтĕр Улатăр, Шупашкар районĕсенчи çынсем лаптăкĕсене харпăрлăхран «кăларма» шутланине пĕлтернĕ. Кунта сăмах 72,67 гектар пирки пырать. Çав хушăрах кăçал Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай, Елчĕк районĕсенче 4558 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Надежда Васильева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.