Çĕр ыйтăвĕсем, хăрушсăрлăх...

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче /ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ/ 19 ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ Министрсен Кабинечĕн маларахри постановленийĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннăран нумай калаçтармарĕ, çапах сÿтсе явмалли тема та сахал мар пулчĕ.

«Чăваш Республикинчи çĕр участокĕсем тĕлĕшпе уçă сервитутсем çирĕплетесси çинчен» саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем çинчен ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Устенко каласа кăтартрĕ. Ку проекта асăннă саккуна федераци шайĕнчисен нормисемпе пĕр килтерес тĕллевпе хатĕрленĕ. И.Устенко каланă тăрăх уçă сервитут вăл - ют çĕр лаптăкĕпе усă курас ирĕке чакарни, ăна патшалăх влаç органĕсем халăх интересĕсене тĕпе хурса çирĕплетме пултараççĕ, çав хушăрах çĕр лаптăкне туртса илмеççĕ. Уçă сервитутсене çирĕплетмелли тĕслĕхсене регламентпа палăртнă: çĕр лаптăкĕпе иртсе çÿресси* лаптăкпа коммуналлă, инженери, электричество сечĕсемпе линийĕсене, транспорт инфратытăмĕн объекчĕсене юсас тĕллевпе усă курни, дренаж ĕçĕсене ирттересси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти тĕслĕх. Михаил Игнатьев саккун проектне сÿтсе явас ĕçе общественноçа хутшăнтарнипе кăсăкланчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тавлашуллă ыйтусем сиксе ан тухчăр тесе яваплă министерство-ведомствăна документа тепĕр хут тĕплĕн тишкерме сĕнчĕ.

Ларура Правительство членĕсем республика территорийĕнчи уйрăмах паха та тухăçлă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен переченьне хатĕрлессин йĕркине çирĕплетрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ку документа паха та тухăçлă çĕр лаптăкĕсене шута илес тата упраса хăварас тĕллевпе хатĕрленине пĕлтерчĕ. Перечене ЧР влаç органĕсен порталĕнче уполномоченнăй органăн сайтне çывăх вăхăтрах вырнаçтарассине палăртрĕ. Сергей Павлов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ушкăнăн тивĕçĕсене пайăрлатассипе çыхăннă улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен çĕр ыйтăвĕсене татса панă чухне тимлĕрех те яваплăрах пулмаллине аса илтерчĕ. «Муниципалитетсем тăратакан сĕнÿсене комплекслăн пăхса тухмалла. Халăха çĕр лаптăкĕсене йÿнĕпе туянса темиçе хут хаклăрах сутас текенсенчен хÿтĕлемелле», - асăрхаттарчĕ Михаил Васильевич. Вăл 3-4 çул каяллахи историе аса илчĕ. Ун чухне коммерци фирми Муркаш районĕнчи 118 га çĕре хаклăрах хакпа сутас тĕллевпе туяннă. Атăл инçех мар, çул та юнашарах, газ пур... Юрать-ха ЧР Правительстви хăйĕн позицине çирĕп палăртнă, суд халăха майлă йышăну тунă. Çак çĕр лаптăкне каялла тавăрма май килнĕ, ăна нумай ачаллă çемьесене панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем вăрман пушарĕсене пула шар курма пултаракан ял-поселокăн переченьне йышăнчĕç. Ку списока 16 ял, сад юлташлăхĕсем, сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсем тата экономика объекчĕсем кĕреççĕ. Ялсем пирки калас тăк вĕсенчен 7-шĕ Шăмăршă районĕнче вырнаçнă, Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕсенче - 2-шер, Улатăр, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче - пĕрер. Республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ял-хула вăрман çумĕнчех вырнаçнă пулсан вăл пушара пула шар курма пултараканнисен шутне лекнине ăнлантарчĕ. Списока кĕртнĕ кашни объекта муниципалитетсенчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссисенче çирĕплетнине асăнчĕ. Пушар тухас хăрушлăх ÿсекен тапхăр çитиччен вĕсен кашнин паспортне хатĕрлĕç. «Ку документа йышăнни республика территорийĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн профилактикин тухăçлăхне ÿстерме май парĕ», - терĕ В.Петров.

Правительство ларăвĕнче çавăн пекех аттракцион техникин регистрацийĕн, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассин, надзорĕн тата унпа хăрушсăр усă курассин йĕрки пирки калакан вăхăтлăх положенине çирĕплетрĕç. ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техника ытти тĕсĕн техника тăрăмне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ - ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев Чăваш Енре пĕтĕмпе куçса çÿрекен 45 тата стационар 120 аттракцион ĕçленине палăртрĕ. Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра ытти хуларан та килеççĕ. «Шел, Чăваш Енре ку техникăна никам та шута илсе пымасть, унпа епле усă курнине те тĕрĕслемест. Сăмах чи малтан ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки пырать», - терĕ В.Димитриев. Малашне ку ĕçе патшалăх технадзорĕ туса пырĕ. Вăл Совет Союзĕ вăхăтĕнче аттракцион таврашне ятарлă орган сăнаса-тĕрĕслесе тăнине пĕлтерчĕ. Каярахпа вĕсем никама та кирлĕ пулман темелле-ши? Федераци шайĕнче ку тĕлĕшпе норма-право акчĕсем çук. Докладçă хăш-пĕр регионта 2000 çулсен пуçламăшĕнче аттракционсемпе ярăннă чухне çын вилнĕ тĕслĕхсем пулнине, çавна май РФ хăш-пĕр субъектĕнче вăхăтлăх положенисем - аттракцион техникипе усă курассине тĕрĕслесе тăрас тивĕçе патшалăх технадзорĕн органĕсене шанса парасси çинчен - çирĕплетнине каларĕ. Республика Пуçлăхĕн ыйтăвне хуравланă май патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ кун пек практика хальлĕхе 18 регионта пуррине пĕлтерчĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.