Чăвашла верси
Русская версия
Çĕр улми тупăшлă-и?
XXI ĕмĕрте Раççей çĕр улми туса илессипе тĕнчере иккĕмĕш вырăн йышăннă (пĕрремĕшĕнче — Китай). Вăхăт иртнĕ май Инди ку енĕпе иртсе кайнă. 2016 çулта Китайра — 96 млн, Индире — 46 млн, Раççейре — 34 млн
тонна «иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ. Германире, Голландире çак культура сарăлсах пырать.
Тухăç енĕпе чи малта — Çĕнĕ Зеланди,
гектар пуçне вăтамран 502 центнер. Çĕнĕ
йышши технологи, климат тухăçа палăр-
маллах ÿстерет. Хăш-пĕр фермерăн вăл
700 центнера та çитет. Иртнĕ çул Çĕнĕ
Зеландири аграрисене çанталăк синкерĕ
/шыв илни, çулла юр ÿкни/ тухăçа 20-30
процент чакарнă. Европăри çĕршывсен-
че çĕр улми çитĕнтерессипе Нидерланд
малта — гектарти вăтам тухăç 447 центнер.
Кунта çĕнĕ сортсемпе ытларах ĕçлени те
куçкĕрет. Бельгире, Германире, Франци-
ре, Англире те кăтарту пысăк. Италире,
Испанире тухăç сахалли шăрăх, типĕ çан-
талăкпа çыхăннă. Çакна та палăртмалла,
çĕр улми чи нумай туса илекен çĕршыв-
сенче гектар тухăçĕ пĕчĕк. Сăмахран, Ки-
тайра вăл — 144, Индире — 164, Раççейре
165 центнер.
Раççейре çĕр улми ытларах хуш-
ма хуçалăхсенче анлă сарăлнă /85%/.
Вĕсен гектарти вăтам тухăçĕ те пĕчĕкрех
/148 центнер/. Пысăк предприятисен —
234-250, фермерсен 170 центнер. Реги-
онсен тухăçĕ климатран килет. Чи пысăк
кăтарту Тула /250 центнер/, Брянск /229/
облаçĕсен. Курск, Воронеж, Самар, Пен-
за облаçĕсемпе Тутар, Пушкăрт респу-
бликисенче 200-300 центнера яхăн. Кăн-
тăр регионсенче лаптăка шăварсан кăна
тухăçа хăпартма пулать.
Хушма хуçалăхсенче тухăç пĕчĕк пул-
нин сăлтавĕ — пахалăхсăр вăрлăх. 4-6 çул-
тан сорта çĕнетмелле, кăнтăр регионсен-
че — 2-3 çултан. Хушма хуçалăхсенче вара
вунă çул ытла пĕр сорта лартаççĕ. Вăр-
лăха пасарта туяннипе те çĕр улми вĕте-
лет, унта вирус инфекцийĕ пуçтарăнать.
Минерал, пестицид виçесĕр хывнăран тă-
пран микрофлори пĕтет. Ял хуçалăх тех-
никипе йăнăш усă курнăран пулăхлă çĕр
сийĕ чухăнланать.
Хресченĕн тепĕр йывăрлăх — çĕр улми
япăх сутăнни. Раççейре ку кăтарту — 63,
Нидерландра — 90, Европа çĕршывĕсен-
че 80 процентпа танлашнă. Раççейри чы-
лай регионта çуркунне кая юлса килет,
çу кунĕсем кĕске. Çавăнпа ир тата вăтам
пулакан сортсене лартса хăварма тивет.
Ку сортсем вара япăх упранаççĕ. Кăлар-
нă чухне асăрханусăр пулнипе, тĕрĕс мар
упранипе те çĕр улми самай пĕтет.
РФ Ял хуçалăх министерстви палăр-
тнă тăрăх, кăçал мĕн пур категорири
хуçалăхра 26,6 млн тонна çĕр улми кă-
ларса пуçтармалла, ку пĕлтĕрхинчен — 10,
2016 çулхинчен 14 процент сахалрах. Кă-
тарту чакни уйрăм хуçалăхсем сахаллан-
са пынипе çыхăннă. Ялсем пушанаççĕ,
пахчасене çум курăк пусса илет. Çамрăк-
сем çĕр ĕçĕпе нушаланасшăн мар. Ял
хуçалăх çыравĕн кăтартăвĕсем те çакна
çирĕплетеççĕ. Çывăх вăхăтра уйрăм
хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ
татах 600 пин гектар ытла чакма пулта-
расса пĕлтереççĕ ведомствăра.
2017 çулта Раççей хăйне çĕр ул-
мипе тивĕçтересси 7 процент чакнă
/90,7 процент/. Апат-çимĕç хăрушсăр-
лăхĕн доктринин кăтартăвĕпе вырăнти
çимĕçпе çĕршывра 95 процентран кая
мар тивĕçтермелле /2016 çулта — 97,7,
2015 çулта 105,1 процент пулнă/. Росстат
пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул çĕршывра 29,6
млн тонна çĕр улми кăларнă. Ку 2016 çул-
хинчен 4,9 процент сахалрах. Пĕлтĕр унăн
лаптăкĕ — 1,9 млн, 2016 — 2,05, 2015 çулта
2,1 млн гектар йышăннă.
Çĕр улми çителĕксĕрри уйрăмах çур-
кунне палăрать. Федерацин таможня
служби пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулсенче
ют çĕршывран 772 пин тонна шултра çĕр
улми турттарнă. Раççей рынокĕнче Еги-
пет, Беларуç тÿпи ÿссех пырать.
Раççейре 146 млн ытла çын пурăнать.
Çулталăкра кашни çын пуçне 80 кг çĕр
улми пĕтет. «Иккĕмĕш çăкăр» пурĕ 12 млн
тонна кирлĕ. Ку хисепе çитме пултарăпăр-
ши? Управсем чĕр таварпа тулма тытăн-
нă ĕнтĕ. Октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне çĕршыв-
ра 225,9 пин гектар çинчен 5,3 млн тонна
çĕр улми кăларнă /уйрăм хуçалăхсемпе
сад-пахчасене шутламасăр/. Гектарти вă-
там тухăç — 234,5 центнер.
Чăваш Ен — çĕр улми «çĕршывĕ». Ан-
чах кунта та унăн лаптăкĕ çултан-çул ча-
кать. Кăçал унăн тухăçĕ те савăнтармасть.
Октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне çичĕ пин гектар
çинчен 124 пин тонна тухнă /гектартан вă-
тамран 177 центнер/. ЧР Ял хуçалăх ми-
нистерстви район администрацийĕсем-
пе «Чăваш Республикинче ял хуçалăхне
аталантарасси тата ял хуçалăх продук-
цийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕçĕн
рынокне йĕркелесси» патшалăх програм-
мине пурнăçа кĕртме килĕшÿ тунă. Ун
тăрăх хуçалăхсен 160 пин тоннăран кая
мар çĕр улми туса илмелле. Малтанлă-
ха палăртнă тăрăх, ăна вунă ытла район
пурнăçлаймасан та пултарать.
Республикăра çĕр улмипе ăнăçлă
ĕçлекен хуçалăхсем сахал мар. Анчах та-
вар япăх сутăнни, техника çителĕксĕрри,
çанталăк условийĕсем унăн лаптăкне па-
лăрмаллах пĕчĕклетсе хăварчĕç. Хăш-пĕр
районта ăна ячĕшĕн кăна лартаççĕ тейĕн.
Акă Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи
хуçалăхсенче çĕр улми 20 гектартан та
сахал. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА.
Комментари хушас