Çĕр туртăмĕ

4 Утă, 2018

Çĕрпÿ районĕнчи Çÿлти Хыркасси ялĕнче пурăнакан Виталий Семенов хресчен-фермер хуçалăхне 2005 çулта раштав уйăхĕнче йĕркеленĕ. 13 çул хушшинче хуçалăх самай аталаннă.
Тăван тăварпа пиçнĕ
Яш чухнех хастарлăхпа палăрнăскер çак ĕçе йĕркелесе яма нумай шухăшламан вăл. Вăтам шкул хыççăн вĕренĕве Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче малалла тăснă, инженер профессине алла илнĕ. Направленипе Пăрачкав районне лекнĕскере шăпа тăван тăрăхнех илсе çитернĕ. «Анне чирлесе ÿкнĕрен хамăр хуçалăха таврăнма тиврĕ. Хамăн профессипех «Богатырь» совхоза вырнаçрăм. Ял хуçалăхĕ маншăн нихăçан та ют пулман. Атте ĕмĕрĕпе трактористра, комбайнерта тăрăшнă. Эпир, ачисем, ăна вырма вăхăтĕнче пулăшма çÿреттĕмĕр. Вăл республикăри ĕç ăмăртăвĕсене хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илетчĕ. Атте пире техникăна юратма вĕрентнĕ. Анне те хуçалăх ферминче вăй хунă. Иккĕшĕ те пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Çавăнпах эпир ĕçе хисеплесе, çăкăр тутине пĕлсе çитĕннĕ. Семеновсен ĕç династине паян малалла тăсатпăр», — калаçăва пуçăнчĕ Виталий Николаевич.
Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра виçĕ çул студентсен отрячĕпе Казахстана кайнă. Унта тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. Çавăн пекех студентсен ушкăнĕпе Пăрачкав тăрăхне те çитнĕ.
«Фермер хуçалăхĕ йĕркелеме йывăр пулмарĕ. Ун чухне килти хушма хуçалăха аталантарма укçа уйăратчĕç. Шăпах çав нухратпа эпĕ трактор, комбайн туянтăм. Паллах, çĕннисем мар. Чи кирли — ĕçлеме пултарни. Колхозсем саланма пуçласан пуçлăхсем техникăна сутма тытăнчĕç. Хам пуçтарнă комбайнсене тимĕр-тăмăра янине илтрĕм те тарăхрăм. Пĕрне ваклама ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Теприне, салатма памарăм, киле илсе таврăнтăм. Хамăн алă витĕр тухнăскере питĕ шеллерĕм. Юсасан паян та ĕçлеме пулать унпа», — малалла тăсăлчĕ сăмах çăмхи. Инженер пулнăран «хурçă утсен» сывлăхне тĕрĕслесех тăрать вăл. Унта-кунта кăлтăк тупăнсан — тÿрех юсать. Ку тĕлĕшпе ăна пиччĕшĕ Валерий те пулăшать. Сăмах май, вăл çураки, вырма вăхăтĕнче яланах шăллĕпе юнашар. Аппăшĕ Елена та ырă ята тивĕç. Хĕрÿ вăхăтра ĕçченсене апат пĕçерсе çитерет хĕрарăм. Виталий шăллĕне вăл лайăх сăмахпа асăнчĕ: «Эпир унпа мухтанатпăр. Атте-анне ĕçне малалла тăсать, пĕр ĕçрен те пăрăнмасть. Пĕртăвансем туслă пурăнни савăнтарать. Ĕçре те, уявра та эпир яланах пĕрле. Маларах хам та хулара пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла куçса килтĕм. Кунта уçă сывлăш, пахча мĕне тăрать! Халĕ хула пирки шухăшламастăп та. Ачасем те канмалли кунсенче яла таврăнаççĕ, канаççĕ».
Юрать, çемйи, тăванĕсем пулăшаççĕ фермера. Акă кăçалхи çуракине ирттерме ывăлĕ хуларан ятарласа отпуск илсе килнĕ. Сăмах май, вăл та ашшĕ пекех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен инженера вĕренсе тухнă. Хĕрĕ Ирина бухгалтерта тăрăшать. Тепĕр чухне вăл та ашшĕне кирлĕ хутсене йĕркелеме пулăшать. Виталий Николаевич каланă тăрăх, ялта вăй питти çын çукпа пĕрех. «Кăçал питĕ нумай çын вилчĕ пирĕн тăрăхра, — терĕ вăл. — Ачасем те сахаллансах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 4 шкул ачи çеç. Ял пĕтсе пыни пăшăрхантарать».
Ял хуçалăх ĕçĕ çăмăл мар
Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ вăхăтра Виталий Семенов пай çĕрĕсемпе çеç усă курнă. Каярахпа вăл ял тăрăхĕн çĕрĕсене арендăна илнĕ. Паян 80 гектар çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерет фермер: тĕш тырă, пăрçа, фацели, люцерна, çĕр улми. «Иккĕмĕш çăкăра» кăçал 30 гектар çинче лартса хăвартăмăр. Ытти çул ăна çитĕнтермен. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçпа савăнтарчĕ, анчах сутса тупăш илеймерĕмĕр. Кĕлетсем паян та тăп-тулли. Унччен ял халăхĕ тырă, утă туянатчĕ. Халĕ выльăх шутне чакарса пынăран вĕсене çаксенчен пĕри те кирлĕ мар. Çавăнпа çĕр улми ÿстерме шут тытрăм», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ фермер.
«Çĕр улмине туса илме техника çителĕклĕ-и?» — ыйтрăм кăсăкланса. Мĕншĕн тесен çак культурăна пухса кĕртме çăмăл мар: алă вăйĕ, техника çук пулсан тăрăшни сая каять çеç. «Çĕр улми кăлармалли, хурт-кăпшанкăран им-çам сапмалли хатĕрсем пур. Малашне ăна кăларса пуçтармалли комбайн илесшĕн», — пулчĕ хурав.
Виталий Николаевич техникăпа кăсăкланни тÿрех курăнать. Мĕн кăна çук унăн! Тепĕр хуçалăхăн паркĕнче те ун чухлĕ хатĕр-хĕтĕр çук пулĕ. Ĕççи вăхăтĕнче пĕрне улăштарса теприн çине куçать. Вырма вăхăтĕнче кунне 5-6 техника çине ларма тивнине каларĕ вăл. Хăех комбайн штурвалне тытать, машинăпа тырă турттарать, ана та сухалать. «Фермерăн агроном, инженер, председатель, бухгалтер, механизатор пулмалла. Эпĕ хам вун-вун çын ĕçне пурнăçлатăп. Паллах, çăмăл мар. Çав вăхăтрах юратнă ĕç чун-чĕрене канăçлăх кÿрет. Пире мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă. Хальхи çамрăка çĕр ĕçĕ илĕртмест, интерес çук вĕсен. Тÿрех пысăк укçа пирки ĕмĕтленеççĕ. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăраннине шута илмеççĕ», — чунне уçрĕ арçын.
Ку тăрăхри «Талпас» хуçалăхпа пĕрле ĕçленине палăртрĕ фермер. Тепĕр чухне техника тĕлĕшĕпе те. Асăннă районти ХФХ ертÿçисем те пĕр-пĕринпе канашласа вăй хураççĕ.
«Ял хуçалăх ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, — терĕ Виталий Николаевич. — Вăй пур чухне малаллах талпăнатпăр. Паллах, тепĕр чух пире çанталăк та хирĕç пырать. Ун пек чухне алă усăнать. Анчах çĕр ĕçне камăн та пулин тумаллине шухăшласа илетпĕр те каллех пуç çĕклемесĕр тăрăшатпăр».
Малашнехи тĕллевсем пирки те ыйтмасăр чăтаймарăм. «Техника валли мастерской туса лартасшăн. Хĕллехи вăхăтра ăна юсамашкăн хуралтă кирлех. Ку ĕçе вăхăтра пурнăçламалла, çуркуннене хăварсан ĕлкĕрме хĕн. Çуракинчен юлсан вара тухăç пирки шухăшлама та кирлĕ мар», — пулчĕ хурав.
Хăй çавăнтах техникăна яланах юсавра тытмаллине палăртрĕ. Ара, çĕннине туянма укçа-тенкĕ çитмест. Çавăнпа та мĕн пуррине упрамалла.
Фермер малтан вырма вăхăтĕнче Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕнчи хуçалăхсене комбайнпа пулăшма çÿренĕ. Ку тивĕçрен халĕ те пăрăнмасть вăл. Пулăшу кирлĕ пулсан тÿрех алă тăсать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.