Çĕр тухтăрĕ

29 Авăн, 2016

Пахчаçимĕç ĕрчетекен, выльăх-чĕрлĕх тытакан фермер республикăра чылай. Сад ĕрчетекенсем вара сахал. Мĕншĕн шăпах çак енĕпе ĕçлеме шут тытнă-ха Патăрьелĕнче пурăнакан Александр Седойкин?

«Эпĕ малтанах вырăнти улма-çырла питомникĕнче водительте вăй хутăм, - кăмăллăн пуçларĕ калаçăвне Александр Геннадьевич. - Кунти ĕç йĕркине сăнама юрататтăм. Каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Диплом алла илнĕ хыççăн питомникре тĕп агрономра 8 çул тăрăшрăм. Владимир Барышников директора вĕрентекен вырăнне хурса хаклатăп».

Асăннă районти Тăрăн ялĕнче арендăна илнĕ лаптăкра вăл питомник йĕркеленĕ. Кунта ретĕн-ретĕн улмуççи, груша, хурлăхан, кашкăр çырли çитĕнтерет. Иçĕм çырли вара вунă сорта яхăн. Çĕр çырли лаптăкĕ те самаях пысăк. Хăмла çырли халĕ те çимĕçĕпе савăнтарать. Шултраскер аякранах куçа илĕртет. Ремонтантлă сорт иккен. Вĕсене хĕле епле хатĕрлени пирки ыйтмасăр чăтаймарăм. «Хунава тымартан 15-20 см хăварса касмалла, - терĕ çамрăк фермер. - Çапла майпа хĕл каçать вăл. Çуркуннерен ÿсме пуçлать. Вырма уйăхĕнчен пуçласа çанталăк сивĕтичченех çырлипе савăнтарать».

 
«Çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă чы лай хушма хуçалăх, фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе, тавар туса илекен пысăк производствăна çаврăнчĕ. Çакă вĕсене агропромышленноç комплексне аталантармалли патшалăх программи шайĕнче пăхса хăварнă пулăшăвăн ытти мелĕпе усă курма май туса пачĕ».
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Михаил Игнатьев
Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Хăмла çырлин «гусар» сорчĕ вара 2,2-2,5 м тăршшĕ çитĕнет. Унăн хунавне туянакан та чылай иккен. Улмуççипе грушăна Александр Геннадьевич хăех сыпать. Вĕсен сапанĕсене чие тĕммине çыпăçтарать. Лешсем çитĕнме пуçласан тĕп турата касать. Çапла майпа улмуççи ÿсме пуçлать. Чие лайăх тымарланнăран çак меле суйласа илнĕ фермер. Пĕчĕк ачана пăхса çитĕнтернĕ евĕр тăрăшать вăл. Пахчари ĕçсене пурнăçлама ăна çемйи, ашшĕ-амăшĕ пулăшаççĕ. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать. Ĕçе пĕлсе йĕркелени, юратса пурнăçлани палăрать. Çулла хунавсене, çĕр çырлине шăварса тăнă. Вăхăтран вăхăта вĕсене шыв урлах апатлантарнă та. «Çĕр çырли сорчĕсене улăштарсах тăратăп. Кăçал «жемчужина», «кама», «санта» тата «цунаки» сортсем лартрăм. Çырла вăхăтĕнче çимĕç сутса тупăш тăватăп, кайран - хунавне», - паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе Александр Седойкин.

Кашни культурăна пĕлсе пăхмалла, вăхăтра апатлантармалла, шăвармалла, унсăрăн тухăç та, тупăш та пулмасть. Сад ĕрчетесси - пархатарлă ĕç. Хăйĕн профессине чунтан юратнине пĕлтерчĕ вăл.

Тăрăшуллă, пултаруллă çамрăк çĕнĕлĕхсем шырама, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Малтанах ыхрана пĕчĕк лаптăкра çеç çитĕнтернĕ. Усăллă çимĕç шултра пулнине кура 30 сотăй лартнă. Туянакансем çийĕнчех тупăннă. Кăçалхи çул унăн пурнăçĕнче ăнăçупа палăрса юлнă: вăл фермер ĕçне пуçăнакансен конкурсне хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕпе вăрлăх тата техника туяннă.

Ыхрана малашне пĕр гектар çинче çитĕнтерме палăртать. Çанталăк уяртсанах уй-хире васкамаллине пĕлтерчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла çав.

Паллах, ытти фермер пекех Александр Геннадьевича туса илнĕ çимĕçе вырнаçтарма йывăрри пăшăрхантарать. Апла пулин те алă усса ларма шухăшламасть вăл. Çĕр - тухăç амăшĕ, ĕç - тухăç ашшĕ пулнине лайăх ăнланать.

Валентина ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.