Çĕр-шыв чемпионатне - Етĕрне урлă

22 Пуш, 2014

Юлашки 5-6 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Александр Чернов, Денис Семенов, Виталий Семенов, Александр Павлов, Иван Кривов, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенчи хăш-пĕр каччă кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Кăçал çак ята илме тивĕçлĕ темиçе атлет хатĕрри пуш уйăхĕн варринче Етĕрнери спорт керменĕнче иртнĕ республикăри ăмăртусенче паллă пулчĕ.

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр вăтам шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Алик Волков 73 килограмлă виçере ăмăртса кăрлач уйăхĕнче республикăри шкул ачисен спартакиадин чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ. Нарăс пуçламăшĕнче вун çичĕ çулти яш Вăрнар поселокĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ III турнирта чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. Етĕрнере Алик яшсемпе юниорсен хушшинче иртнĕ ăмăртура тĕлĕнтерчĕ. Кÿстÿмĕрти çамрăк пăхаттир 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 107 хут тĕртрĕ, пĕр снаряда малтан сулахай, унтан сылтăм алăпа 133 хут сулласа çĕклерĕ те абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илчĕ.

18-20 çулсенчи юниорсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăнсене Куславкка районĕнчи Анастасия Александрова, Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче вĕренекен Вероника Павловăпа Николай Николаев, ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Дмитрий Курчин, Иван Кривов, Александр Павлов, Алексей Иванов, Дмитрий Козлов тата Тутарстан Республикинчи Çÿлти Услан поселокĕнчен килнĕ Дмитрий Плохов йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсенчен тăваттăшĕ, çавăн пекех Йĕпреç районĕнчи Андрей Кузьмин, ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Дмитрий Давыдов тата Елчĕкри А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен Алексей Кожевников Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕç.

Помост çине спорт ветеранĕсем те тухрĕç. Тĕрлĕ ушкăнра абсолютлă чемпион ятне Комсомольскинчи Владимир Калашников, Шупашкар районĕн командинчи Юрий Карпов тата Канаш хулинчи 72 çулхи пăхаттир Владимир Понихидкин çĕнсе илчĕç.

Канмалли кунсенче Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче 20 çултан кĕçĕнрех çамрăксен хушшинче Раççей чемпионачĕ иртет. Пирĕн республика чысне унта Елчĕк, Етĕрне, Патăрьел районĕсенчи каччăсем тата ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем хÿтĕлеççĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртура малти вырăнсене йышăнма тата Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлама хатĕр.


Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.