Çĕр - пурнăç никĕсĕ

3 Çĕртме, 2015

Хĕртсе хĕвел пăхать. Хăватлă трактор хыççăн тусан пĕлĕт пек çĕкленет. Анчах ĕçченсене çĕр типни те хăратмасть. Вĕсем техника хыççăн выртса юлакан тÿрĕ лаптăксене савăнса сăнаççĕ.

- Нумай пулмасть кунта хыт-хура, йывăç-тĕм кашласа ларнине ĕненес те килмест, - теççĕ вĕсем кăмăллăн.

Эпир иккĕленнине кура юнашарти юхăннă уя тĕллесе кăтартрĕç: «Çакăн пек пулнă вăл. Ĕçĕ тытăниччен лаптăка тасатса пĕтерессĕн туйăнмарĕ». Канаш тăрăхне «Агромашхолдинг» пĕрлешÿ-инвестор килни пĕлĕтрен вĕçсе аннă телей кайăкĕ темелле-тăр. Ара районта усă курмасăр выртакан пулăхлă çĕр самай. 2016 çулччен республикăра кун пек çĕрсене йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Районта вара лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсене шутлама алăри пÿрнесем те çителĕклĕ.

Фермер хуçалăхĕсен те йывăр лава туртма вăй çитеймĕ. Вăрман пусса илме тытăннă лаптăка йĕркене кĕртнĕ хыççăн акса хăварнине курма вырăнти пуçлăхсем те пуçтарăннă. Ку пысăк предприятин малтанхи утăмĕ кăна-ха.

«Агромашхолдинг» пĕрлешÿн агротехнологĕ Сергей Ищенко умри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

- Июльте Канаш районĕнче холдингăн «Бородино» ялхуçалăх предприятийĕ ĕçлесе каймалла. Хальлĕхе районта хуçасăр юлнă 338 гектар çĕр вăрах вăхăтлăх арендăна илтĕмĕр. Лаптăксене йĕркене кĕртнĕ май сухаласа акса пыратпăр. Хăвăрах куратăр, вунă çул ытла çын алли пырса тĕкĕнмен уй-хирте йывăç-тĕм ашкăрса ÿсет, тасатма çăмăл мар. Малтан хими препарчĕпе сапатпăр. Унтан алă вĕççĕн йывăç тымарне кăклатпăр, ятарлă техникăпа çĕре тикĕслетпĕр, сухалатпăр. Акмалăх хатĕрлесе çитериччен вăй-хал, укçа пайтах хывмалла.

- Сергей Анатольевич, çĕршывра пулăхлă, хуçасăр çĕр чылай темелле. Эсир вара Чăваш Енри Канаш районне куç хывнă.

- «Агромашхолдингăн» тĕп офисĕ Шупашкарта вырнаçнă. Тата унăн çирĕм заводран пĕри - «Промтрактор-Вагон» - Канашра та пур. Çул çывăххи те илĕртрĕ пулас. Çĕр ĕçĕнче хамăр кăларакан ялхуçалăх техникине тĕрĕслесе пăхатпăр. Паян акă «Руслан» текен трактора хире кăлартăмăр. Çакă таварăн лайăх енĕсене кăна мар, çитменлĕхĕсене палăртма, вĕсенчен хăпма та пулăшĕ. 50 гектар çинче, сăнав уйĕнче, тĕрлĕ ялхуçалăх культурисем çитĕнĕç. 10 гектар шурă люпин йышăнĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕхшĕн уйрăмах усăллă, унра белок шайĕ пысăк. 2 метра яхăн çитĕннĕ май паха апат чылай тухĕ. Ÿсен-тăран Чăваш Енре пысăк тухăç парсан, сăнав ăнăçлă иртсен кÿршĕри регионсенче те хăвăрт сарăлĕ. Кунтах така пăрçи акса хăварасшăн. Ăна çынсем те кăмăлласах çиеççĕ. Ытти уйсене сĕлĕ, урпа акнă. Вĕсене ешĕл апатлăх çулса илесшĕн. Усă курмасăр выртнă уй-хирте çумкурăк тарăн тымар янă. Çавăнпа тырă пулса çитичченех, симĕслех çулатпăр. Капла çумкурăк та вăррине тăкса ĕлкĕреймест.

- Çĕнĕ предприятин хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх çук-ха. Апла симĕс массăна уй-хирех вĕтетсе хăварасшăн-и?

- Симĕс апата йăлтах пуçтарса илетпĕр. Ку тăрăхри «Хучель» хуçалăхпа килĕшсе татăлнă ĕнтĕ - унăн выльăхне тăрантарма кайĕ. Тырă сутассипе те йывăрлăх пулмĕ.

- Сергей Анатольевич, «Агромашхолдинг» çĕршыври пысăк предприятисенчен пĕри темелле. Нивушлĕ 338 гектар çĕр илнипех çырлахĕ вăл? Е пĕчĕк лаптăкрах пысăк тухăç илсе тупăш тăвасшăн?

- Лаптăка ÿстересшĕн, тата 2,5 пин гектар илме палăртатпăр. Вăл та Канаш тăрăхĕнчех пулĕ. Кунта хуçасăр юлнă çĕр çителĕклех. Ака-сухара техникăна районтан-района хăваласа çÿреме тăкаклă. Халĕ пирĕн тĕллев - уйсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Çĕр продукци, тупăш патăр.

- Эсир çывăх вăхăтра «Бородино» ялхуçалăх предприятийĕ ĕçлесе каяссине каларăр. Унта камсем тăрăшĕç-ши?

- Хальлĕхе çĕр ĕçне хамах йĕркелесе тăратăп. Анчах Мускавра ĕçлесе пурăннă май вĕçĕм килсе çÿреме кансĕр. Вырăнти çынсем пулсан пирĕншĕн лайăхрах, шанчăклăрах. Айккинелле те тарса пĕтмĕç. Паянхи куна 4 çынна ĕçе йышăннă ĕнтĕ. Лаптăксем ÿснĕ май йыш та хушăнсах пырĕ. Малашне ялхуçалăх академийĕпе те çыхăнса ĕçлесшĕн. Хуçалăхра студентсем опыт ирттерĕç, çĕр ĕçне хăнăхса-вĕренсе çитĕç.

«Сухаламан çĕр юлмĕ»

Уй-хире яваплă çынсем те çитнипе вĕсен шухăшĕсене пĕлме те кăсăклă пулчĕ.

- Республикăра усă курман пулăхлă çĕр 40 пин гектар ытла. Улатăр районĕнче вара уйрăмах нумай. Халĕ ăна «Юрма» агрохолдинг илет. Предприяти чăх-чĕп йышлă усранă май тырă туса илме çĕр те самай кирлĕ. Канаш тăрăхĕнчисене вара «Бородино» предприяти сухаласа акса хăварать. Юхăнса выртакан мĕнпур çĕре 2016 çулччен пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Пĕр лаптăк та усă курмасăр ан вырттăр. Чăваш Енре ултă районта - Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тата ытти тăрăхсенче - мĕнпур çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ, - терĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Степанов савăнăçне пытармарĕ: - 2010 çул тĕлне ял тăрăхĕнчи 1 пин гектар пулăхлă çĕре çумкурăк пусса илнĕччĕ. Икĕ хуçалăх арканнипе вĕсемпе усă курма пăрахрĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Хучель», «Агат» пĕрлешÿсем илкелерĕç-ха, анчах хуçасăр çĕр татах нумайччĕ. Пĕчĕк предприятисем пысăк уйсемпе ĕçлейменни паллă. Халĕ тинех ыйтăва татса патăмăр.

Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров:

- Районĕпе 5 пин гектар пулăхлă çĕр юхăнсах кайнăччĕ. Кăçал, çуркунне тата кĕркунне, 2,5 пин гектарне пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. 2016 çул тĕлне мĕнпур лаптăка сухаласа акса хăварăпăрах. Инвесторсем тупăнни пирĕншĕн çăлăнăç, пулăшу.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме