Çĕр пиçсе çитнĕ, ХАЛĔ ÇАНĂ ТАВĂРСА ĔÇЛЕМЕЛЛЕ!

Эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенче пулса çурхи ĕçсемпе паллашрĕ.
Малтан «Комсомольски пахча ç謬¬мĕçĕ» агрофирма хирĕнче çурхи культурăсене мĕнлерех акнипе кăсăкланчĕ. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне хуçалăх çĕр улми 10 гектар лартнă. Вăрлăхпа пăрле тăпрана минерал удобренийĕ, çĕр улмине хурт-кăпшанкă сиенлесрен хими препарачĕ варăнтараççĕ. Обществăн Кĕçĕн Каçал ялĕ çумĕнчи хирĕнче 800 гектар.
– Çĕр улми лартма 3-мĕшĕнче тухрăмăр, — паллаштарчĕ çурхи ĕçсемпе предприяти директорĕн çумĕ Марат Камальдинов. — Кишĕр акатпăр. Унăн тата хĕрлĕ кăшман лаптăкĕ 20-шер, купăстан — 10, çĕр улмин 140 гектар. Акара Данис Гайзатуллин, Искендер Насыбуллин, Лев Пудовкин, Фарит Купиров трактористсем, Валерий Поляков, Александр Муравьев водительсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Çумăр чăрмантармасан çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕр улми лартса пĕтеретпĕр.
Михаил Игнатьев общество механизаторĕсем лартакан çĕр улми вăрлăхĕн пахалăхне ырларĕ. Çанталăк çулла нÿрĕк çителĕклĕ парсан вăл пысăк тухăçпа савăнтарĕ.
Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма акана çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухнă.
— Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1200, çĕр улми — 200, сахăр кăшманĕ 300 гектар йышăнĕç. Ытти — нумай çул çитĕнекен курăксем, — терĕ Александр Илюткин ертÿçĕ. — Минерал удобренийĕ, дизтопливо-бензин, вăрлăх ака ирттерме çителĕклĕ турттарса килнĕ. Ĕнер тăпрари температурăна приборпа виçрĕмĕр: 12 градус ăшă. Апла пулсан акма юрать.
«Корма» агрофирма тракторĕсем те кунĕпех хирте.
— Ыран 30 гектар йышăнакан лаптăка урпа акатпăр, – пĕлтерчĕ общество директорĕ Иван Владимиров. — Пирĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 950 гектара яхăн. Вăхăтра акма-лартма пурте пур. Çурхи культурăсене 430 гектар çинче варăнтаратпăр. Вăл шутра çурхи туллăн элита вăрлăхне 350 гектар акатпăр. Çĕр улми 80 гектартан сахал мар лартатпăр.
— Паян Александр Гаврилов урпа акма çĕр хатĕрлерĕ, — пĕлтерчĕ Галина Лялина агроном. — Механизаторсене çĕр пиçсе çитнĕ хире кăпкалатма маларах кăларатпăр. Минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çитеççĕ. Пĕтĕм вăрлăха хими им-çамĕпе хурт-кăпшанкăран сиенсĕр¬летрĕмĕр.
— Хуçалăхсем тыр-пул акма çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухрĕç, — пĕлтерчĕ Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Леонид Кузнецов. — Чи малтан акма тытăннисем — «Исток», «Красное Знамя», «Батыревский», «Корма», «Тойсинская» хуçалăхсем, Н.Н.Федоров фермер хуçалăхĕ. Çак кунсенче пурте акма пуçлаççĕ. Дизтопливо-бензин çурхи ĕçсене пурнăçлама çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вăрлăхăн 100% кондицие лартнă.
ЧР Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнчи «Победа» общество хирне те çитсе курчĕ. Кунта тăпрана пăрçа варăнтаратчĕç. Çурхисене 530 гектар акмалла, 120 акнăччĕ ĕнтĕ. Нумай çул ÿсекен культурăсем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Вĕсене минерал удобренийĕпе апатлантарнă.
Михаил Игнатьев «Комбайн» ЯХПК¬ра çуртрисене еплерех акнине палăртас тĕллевпе тăпрана сирсе пăхрĕ: тырă пĕрчисем вырăнĕнчех. Апла пулсан агротехникăна пăхăнса акаççĕ. Кĕрхисен пахалăхне те тĕрĕслерĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертÿçĕсемпе тĕл пулнă чухне культурăсене страхламаллине аса илтерчĕ.
— Çуракине пĕрремĕш тухнисен шутĕнче — «Победа», «Яманчурино», «Комбайн» хуçалăхсем. Вĕсем хыççăн ыттисем хире тухрĕç, — пĕлтерчĕ Елчĕк районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов.
ЧР Пуçлăхĕ ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе журналистсене ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем çурхи ĕçсене вăхăтра пурнăçлас тĕллевлĕ терĕ.
— Çĕр пиçсе çитнĕ. Чăн та, сывлăш кăнтăрла та çĕр ĕçченĕсене кирлĕ таран ăшăнаймасть-ха, — палăртрĕ вăл. — Аграрисен паянхи тĕллевĕ — кун çутипе туллин усă курса акасси-лартасси. Мана чылай механизатор кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕç. Вĕсен çак йĕркепе ĕçлеме май пур: GPS меслечĕпе усă курса трактора тĕттĕмре те тÿп-тÿрĕ пыртарса. Çапла тăвакансене ырлатпăр. Хуçалăхсен вăрлăх, ĕçре кирлĕ техника çителĕклĕ. Хăш-пĕр хуçалăх банксенчен кредит илес ыйтăва вăхăтра татса парайман. Ку — чăрмав. Мĕншĕн тесен тухăç çурхи кашни кунран нумай килет. Çивĕч ыйтăва татса пама тăрăшăпăр. Çĕр ĕçченĕсен паян пĕр тĕллев: акана кĕске хушăра вĕçлессишĕн, кăçалхи тухăçа никĕслессишĕн пĕр командăри, çемьери пек чăмăртанса ака ĕçĕсене пурнăçламалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ
Спешите делать добро! Вложите свой вклад в благородное дело!
Увековечьте свое имя, участвуя в благотворительной акции!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.