Çĕр хакĕ, ĕçтешĕсене "сутман" министр...
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ертсе пынă юнкунхи черетлĕ ларăвĕ тĕпрен илсен лăпкă иртрĕ темелле. Чăн та, калаçтаракан хăшпĕр самант пулчĕ.
Темиçе саккун проектне ырларĕç. 2016 çул валли регионăн ĕç рынокĕн уйрăмлăхĕсене кăтартакан коэффициента çирĕплетесси çинчен калакан саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Калаçтараканни ялхуçалăх производствине тытса пымалли, çуртсемпе сооруженисем çук çĕр лаптăкĕсене туянмалли хак çинчен калакан саккун проекчĕ пулчĕ. Пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин палăртнă тăрăх - çак хака çирĕплетмелли правăна Раççей субћекчĕсене панă. Ялсен территорине кĕрекен ялхуçалăх çĕрĕсене арендаторсем кадастр хакĕн 15: тÿлесе туянĕç - проектра çак виçене палăртнă. Хак пысăк мар.
Михаил Игнатьев вара иккĕленĕвне пытармарĕ: "Тĕрлĕ çĕрте çынсем çĕр лаптăкĕсем пушă выртни пирки ÿпкелеççĕ, вĕсене хытхура ярса илнĕ. Çав вăхăтрах эпир ялхуçалăх çĕрĕсене çапла йÿнĕпе харпăрлăха парсан хуçисем вĕсене кайран питĕ пысăк хакпа сутма тытăнĕç. Çапла пулса тухмĕ-и?" Пурлăх министрĕ кăна мар, вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов та ку саккун строительство пуçармалли лаптăксене мар, ялхуçалăх çĕрĕсене кăна пырса тивесси пирки каларĕç-ха, пурпĕр республика ертÿçин иккĕленĕвне сиреймерĕç. "Çĕрсене илĕç те - ялхуçалăх тĕллевĕллĕскерсене урăх категорие куçармашкăн ыйтма пуçлĕç..." - терĕ вăл. Çапах проекта хирĕçлемерĕ, "пурпĕр Патшалăх Канашне тишкерме яратпăр вĕт, депутатсене хăйсен шухăшне палăртма май парар" тенипех çырлахрĕ.
Пенсионера пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетрĕç - 2016 çул валли вăл 7291 тенкĕпе танлашĕ. 1620 тенкĕ /28,1:/ хушăнать. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çитес çул 19 пин пенсионер вăтамран 1,4 пин тенкĕ ытларах хушма укçа илессине палăртрĕ.
Экономика аталанăвĕн мини-стрĕ Владимир Аврелькин таварсем туянмалли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли контрактсене пурнăçласси пирки сăмах пуçарнă май Михаил Игнатьевăн каллех уçăмлатмалли самантсем тупăнчĕç. Шкулсемпе ача сачĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтермелли контрактсене пурнăçланин ыйтăвĕ тавра сăмах пулчĕ. "Бюджет укçи вĕт - пурте кăштах йăкăртма юрать тесе шутлаççĕ, - уççăнах каларĕ Михаил Васильевич. - Яланах çапла пулнă - патша вăхăтĕнче те, совет саманинче те. Контракта илмелли конкурссене хутшăнаççĕ, укçа илеççĕ те - кайран шыра вара вĕсене. Вĕсем хăйсемшĕн тăкаклă ĕçлемеççĕ, сăмах ачасем, вĕсен сывлăхĕ пирки пынă чухне усламшăн кăна тăрăшма юрамасть. Тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакансене тупса палăртмалла, шанчăксăррисен списокне кĕртмелле". "Тÿрĕ кăмăллă маррисем - укçасăррисем. Вĕсем конкурсра çĕнтернĕ хыççăнах контракта пурнăçламалла тесе аванс ыйтма тытăнаççĕ. Ку енĕпе эпир шанчăклă хÿтĕленнĕ - тÿрех укçа памастпăр", - терĕ министр. Хурав тивĕçтерчĕ пулас - республика ертÿçи текех хирĕçлемерĕ.
Чăваш Енĕн чи хăтлă хула /ял/ тăрăхĕн ятне тивĕçмелли конкурс çĕнтерÿçисене хавхалантармашкăн субсиди памалли правилăсемпе вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков паллаштарчĕ. Кирлĕ документ, анчах Михаил Игнатьева ăна Правительствăра тишкермешкĕн халь тин тăратни кăмăлсăрлантарчĕ.
- Министерствăсемпе вăрах сÿтсе яврăмăр... - тÿрре тухасшăн пулчĕ Олег Иванович.
- Хăш министр тăсса пычĕ - калăр...
- Министерствăсенчен сĕнÿсем чылай пулчĕç - çавăнпа вĕсене самай вăрах тишкерме тиврĕ, - ĕçтешĕсене "сутмарĕ" Строймин ертÿçи.
- Ну, министрсем... - Марков ытти министра лайăх мар лару-тăрăва кĕртсе ÿкересрен сыхланнине ăнланса кулса ячĕ Михаил Васильевич.
Ларура çавăн пекех автомобиль çулĕсем тăрăх йывăр транспорт хатĕрĕсем çÿрессин ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç, культура министерствин тытăмĕнчи хăшпĕр бюджет учрежденийĕн ятне улăштарассине ырларĕç, 2015 çулхи иккĕмĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетрĕç - вăл 8591 тенкĕпе танлашать.
Николай КОНОВАЛОВ