Çĕпре помидоршăн лайăх
Помидора çĕпре шывĕпе шăварни усăллă тенине илтрĕм. Çакăн пирки тĕплĕнрех çырса параймăр-ши?
Людмила ТОЛСТОВА.
Етĕрне районĕ.
Çĕпре шывĕпе калчана та, йăран çинчи помидора та апатлантарма юрать. Анчах çу каçипе 2-3 хутран ытла мар. Вăл микроэлементсемпе, белокпа, углеводпа пуян. Çĕпрене шывра ирĕлтерсе шăварсассăн помидорăн тымарĕсем кирлĕ япалана çăмăллăнах туртса илеççĕ, вăл хăвăрт аталанать, çимĕçсем те сĕтеклĕ пулаççĕ.
Çĕпре кăмпи сивве, типĕтнине, пресланине чăтăмлă. Анчах та “хаяр” бактерисене тÿсеймест. Çавăнпа çĕпрене каяш е курăк шывĕпе хутăштарса шăварма юрамасть. Ăна ытти тутлăхлă шĕвексемпе шăварнă хыççăн 10-12 кунран çеç усă курмалла.
Йăран çинчи помидора çеç мар, калчана та куçарса лартиччен çĕпре шывĕпе шăварни лайăх. Лартнă хыççăн калча хăвăртрах вăй илсе ÿсме пуçлать, çĕнĕ çĕре лайăх хăнăхать.
Çĕпрепе шăварас йĕрке.
Пахчаçă тĕрлĕрен çĕпре — типĕтнипе, шăнтнипе е чĕррипе — усă курма пултарать, ăна тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле çеç. Чĕрĕ е типĕтнĕ çĕпрене 100 грамм илетпĕр те 10 литр лĕп шывра ирĕлтеретпĕр. Вăл “ĕçлеме” пуçлатăр тесе шыва 2-3 апат кашăкĕ сахăр песукĕ хушатпăр, икĕ сехете хăваратпăр. 10 литр хатĕр çĕпре шывне тепĕр 40 литр шыв хушатпăр та помидор тĕмĕсене шăваратпăр. Çапах та çак шĕвекпе виçене пĕлсе усă курмалла, ытлашши лексен ÿсен-тăрана сиен кÿме пултарать. Çамрăк помидор тĕмне çур литр шĕвек çителĕклĕ. Ÿссе тĕрекленнĕ тĕме 2 литр таранччен юрать.
Çĕпре ăшша юратать. Шыв лĕп пулмалла тата шăварнă чухне те тăпра ăшă пулни аванрах. Ун хыççăн тĕме кĕлпе апатлантармалла. Кĕлре помидора ÿсме кирлĕ кальципе кали нумай.
Комментари хушас