Çĕпĕр çĕрне кисретрĕ вирьял кĕвви

26 Утă, 2014

Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи культурăпа кану центрĕн «Валинкке» фольклор халăх ансамблĕ Новосибирск облаçĕнчен Геннадий Заволокин ячĕпе иртекен «Выля, хут купăс!» III Пĕтĕм тĕнчери фестиваль лауреачĕн ячĕпе, Владимир Терентьевпа Галина Краснова солистсем дипломсемпе таврăнчĕç.

«Заволокин ялĕ»

Пĕлтĕр Краснодара «Йăла-йĕрке сассисем. Темрюк-2013» VIII Пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне кайсан Элĕксем патне Анастасия Заволокина хăй пырса сăмах хушнă. Çавăн чухнех 2014 çулта Новосибирск облаçĕнче иртекен фестивале чĕнсе хăварнă. Кăçал ака уйăхĕнче йыхрав хучĕ те çитнĕ Элĕке. Инçе çула тухмашкăн кăмăл пурри кăна çителĕксĕр çав, ку ыйту укçа-тенкĕпе çыхăннă. Телее, «Валинкке» фольклор ансамбльне пулăшакансем тупăннă. Хамăр культурăна тĕнче шайĕнче кăтартни - хăех чыс-хисеп-çке. Çакна хаклама пĕлекенсем пур-ха пирĕн хушăра.

«Килтен лăпкă чунпа тухса каяс тесе пысăкрах ĕçсене çĕр çывăрмасăр пурнăçларăмăр: утă çулса типĕтрĕмĕр, çĕр улми çумласа купаларăмăр... Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче хамăрăн ГАЗельпе çула тухрăмăр. Пĕр майлă каймашкăн кăна 3 талăк кирлĕ. Водителĕн те канмалла, хамăр та ывăнатпăр. Шыв ăçта куратпăр - чарăнатпăр. Новосибирск облаçĕнче Медвежье кÿлĕре чÿхенсе уçăлтăмăр. Вăл Вилĕ тинĕсĕн юппи-мĕн, минерал тĕлĕшĕнчен пуянскер сиплĕхлĕ шутланать. Путасран шикленмесĕрех тăварлă шывра шăмпăлтатрăмăр», - каласа кăтартрĕ культурăпа кану центрĕн директорĕ Любовь Андреева.

Фестиваль утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланнă. Тĕп мероприятисене «Заволокин ялĕнче» /Ордын трассинчен 95 çухрăмра/ йĕркеленĕ. Çавăн пекех Новосибирскра, Ордын районĕнчи Бердск хулинче, Верх-Ирмень салинче те лапамсем уçăлнă. Тĕнче шайĕнчи фестиваль икĕ çулта пĕрре иртет, кăçал вăл купăс, юрă-кĕвĕ ăстисене виççĕмĕш хут пухнă. Раççей 70 регионĕнчен, Германирен, Румынирен, Казахстанран, Молдовăран, Израильтен, АПШран, Кăркăсстанран, Беларуçпа Украинăран 1,5 пине яхăн музыкант хутшăннă унта. Курма килекенсем кăна - 100 пин ытла çын. Фестиваль шучĕпе юрăçсен конкурсĕ, солистсемпе пултарулăх ансамблĕсен концерчĕсем, ал ăстисен ярмăрккипе ăсталăх класĕ, лаша спорчĕн кăтартуллă ăмăртăвĕ, «Пуртă уявĕ», «Заволокин кăвайчĕпе пулă шÿрпи» тата тем те пĕр йĕркеленĕ. Паллах, Пĕрремĕш канал кăтартакан «Выля, хут купăс!» телекурав валли те ÿкернĕ.

Татмăш такмакĕпе, туй çи-пуçĕпе

Сцена çине тухма черет часах çитмен Элĕксен - вĕсем 267-мĕш ушкăн пулнă. Фестиваль тунти кун уçăлнă пулсан ентешĕсем тÿресем умне эрне кун кăна тухнă. Анчах пĕр самант та пушă ларман чăвашсем, «Заволокин ялĕнчи» пĕчĕк лапамра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Операторсем вĕçĕмех ÿкереççĕ, артистсене автобуспа е пăрахутпа е вăрмана, е яла... илсе каяççĕ. Ытти коллективпа пĕрле эпир те Бердск, Верх-Ирмень тăрăх утса тухрăмăр. Салара такмакçăсен конкурсĕ иртрĕ. Ăна вырăнти ансамбль уçрĕ, кайран пире сăмах пачĕç. Эпир Татмăш такмакĕсемпе тĕлĕнтертĕмĕр», - аса илчĕ «Валинкке» халăх ансамблĕн ертÿçи Лидия Филиппова. Элĕксем кирек ăçта çула тухсан та вирьялсен туй çи-пуçне пĕрле илеççĕ. Тури чăвашсем ĕлĕк хĕр илме хура халатпа кайнă. Кайран, хĕре лартнă хыççăн, ăна хывнă. Çак пуян та капăр тума чăваш пĕр кун тăхăнассишĕнех хатĕрленĕ, упранă. Акă мĕншĕн уйрăмах хаклă вăл Элĕксемшĕн. Хамăр йăла-йĕрке çинчен каласа кăтартнă «Валинккесем». Туй юрри-ташши виçĕ параппан çапнинчен пуçланать вĕсен. Чăваш кĕвви таврана кисретсе кăна тăнă, çынсем çăвар карса пăхса тăнине пытармарĕ фольклорпа 30 çул каяллах туслашнă Лидия Васильевна.

«40 градуса яхăн шăрăхчĕ. Эпир вара хура кĕпепе, саппунпа, пуçра - тутăр, урара - атă... Хамăр тăрăх шăпăртатса тар юхать... Кун пек чухне шывран пахи нимĕн те çук. Пире вырнаçтарнă турбаза Обь юхан шывĕ хĕрринчеччĕ. Вырăнти халăх ăна «тинĕс» тесех калать. Ара, кÿлмек тем сарлакăшах та. Шывĕ ăшă, çыран хĕрри хăтлă. Шаларах кĕрсен те урана нимĕн те сырăнмасть, юхан шыв тĕпĕ яка та таса... Урал тăвĕ урлă та каçрăмăр, хырлăхра та çÿрерĕмĕр... Çăтмаха лекнĕнех туйăнчĕ. Ÿт хĕвелпе хăмăрланнине кура: «Курорта кайрăр-и мĕн?» - ыйтрĕç пĕлĕшсем киле таврăнсан. «Чунпа та кантăмăр, çав вăхăтрах пысăк ĕç те пулчĕ ку пирĕншĕн», - пытармаççĕ Элĕксем. Новосибирска пирĕн республикăран вĕсем кăна мар, Шупашкар районĕнчи Николай Александров ертсе пыракан «Хĕлхем» ансамбль та хутшăннă. Вĕсем те лайăх кăмăлпа таврăннине пĕлтерчĕç. Апла тăк çывăх вăхăтра Пĕрремĕш каналпа хамăр ентешсене курса савăнăпăр.

 

Купăс туслаштарать

«Вырăс композиторĕн, баянисчĕн, купăсçин, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕн Геннадий Заволокинăн ĕçне тăхăмĕсем тăсни çĕр-шыв культуришĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче шайĕнчи фестиваль ăнăçлă иртрĕ, пуян материал пухрĕç йĕркелÿçĕсем. Ашшĕн чунĕ çавна курса тăрать тăк леш тĕнчере те епле хĕпĕртет пулĕ? Купăс, чăнах та, халăхсене туслаштарать. Çакă иккен - пĕрлĕх, Раççей çирĕплĕхĕ. Халăхсен иксĕлми пултарулăхĕнче те палăрать вăл», - пĕтĕмлетет Любовь Андреева. Новосибирскра парнеленĕ «Выля, хут купăс!» тесе çырнă фарфор чейникпе чашăка, сувенир çимĕçе - хура çырла варенине - те кăтартрĕ вăл. Унпа сăйланнă май кăмăллă çул çÿреври аса илÿпе татах та киленĕç-ха Элĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.