Çĕнтерÿшĕн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсене шеллеменнисен ячĕпе

15 Ака, 2015

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи... 1418 куна тăсăлнă инкек. Вăйпитти арçынсем çапăçу хирĕнче тăшмана çунтарнă, паттăрлăх кăтартнă, юн тăкнă, пуç хунă. Тылра вара вĕсен мăшăрĕсем, ачисем, ватă çынсем Çĕнтерĕве çывăхлатма вăй хунă. Савăнăçĕ те, хуйхи те, вилĕмĕ те юнашарах çÿренĕ. Тăшман хаяр, усал, вăйлă пулнă, анчах совет халăхĕ çĕнтернĕ. Мĕншĕн тесен урăхла пулма та пултарайман - Тăван çĕршывсăр мĕнле пурăнăн?

Çак кун - Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул - çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Мĕнле кăмăл-туйăм хăварĕ вăл ветерансен, салтак арăмĕсемпе ачисен, вĕсен паянхи ăрăвĕн асĕнче? Мĕнле ĕçсем пурнăçлатпăр пирĕн паянхи куншăн пуç хунă салтаксен ячĕпе? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр та ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа.

- Вадим Петрович, Аслă Çĕнтерÿпе çыхăннă мероприятисен пысăк пайĕшĕн эсир ертсе пыракан ведомство яваплă. Культурăпа çыхăннă ĕçсем çинчен калаçма пуçличчен астăвăм пирки чарăнса тăрар-ха. Çĕнтерĕве туптанисен ячĕсене вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе мĕн тăватпăр паян?

- Раççейĕн пуян историйĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатни - чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Унта пирĕн ентешсем те - Чăваш Ен ывăлĕсемпе хĕрĕсем - хăйсен тÿпине хывнă. Вăрçă çулĕсенче фронта республикăран 208 пин çын тухса кайнă, 103 пине яхăн мухтавлă ентешĕмĕр тăван килĕсене таврăнайман.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май, Чăваш Республикин Культура министерстви пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата тĕрлĕ вырăнти хирĕç-тăрăва хутшăннă ентешсене асăнса лартнă палăксемпе сооруженисене пăхса тухса паспортизациленĕ. Салтаксене йышпа пытарнă вырăнсем хальлĕхе шута илнисем республикăра 226 тата 1164 палăк.

- Паллах, вĕсене тĕрлĕ вăхăтра лартнă ĕнтĕ, çавăнпа юсав кĕтекенсем те çук мар пулĕ?

- 335 палăка 1970 çулччен тунă /29 процент/. 506 палăка - 1971-2000 çулсенче, 135-не - çак ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунăçуллăхĕнче, 63-не - 2011-2015 çулсенче. 125 палăка хăçан лартни паллă мар.

Пĕтĕмĕшле илсен, муниципалитетсем палăксене кирлĕ шайра тытса тăраççĕ. Çапах та вĕсен пысăк пайне - 89 процентне - Çĕнтерÿ кунĕччен тивĕçлĕ шая çитермелле. 133 палăка тĕпрен юсамалла. Сăмахран, ку енĕпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче 65 объектран 22-не йĕркене кĕртмелле, Йĕпреçсен - 11, Вăрнарсен - 19, Етĕрнесен - 10. Палăртма кăмăллă: çав шутрах Комсомольски, Елчĕк районĕсенче, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисенче ку енĕпе лару-тăру чиперех.

- Палăксемпе Асăну комплексĕсене тирпей-илем кÿртме шкул ачисене явăçтарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулмалла.

- Тĕрĕс шухăшлатăр: шкул ачисемпе патриот клубĕсене çÿрекенсем, çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен членĕсем, тимур отрячĕсем, волонтер ушкăнĕсем çак ĕçе хутшăнни вĕсене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшĕпе витĕм кÿрет.

Кунсăр пуçне çĕршыври шырав отрячĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те ырă сăмах каласа хăварас тетĕп. Акă, Тверь облаçĕнчи Торжок хулинчи «Виктория» шырав ушкăнĕ тăрăшнипе Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăратра çуралса ÿснĕ Иван Филипповăн юлашкийĕсене шыраса тупнă. 70 çула яхăн хыпарсăр çухалнисен йышĕнче шутланнă вăл. Тата тепĕр тĕслĕх: 2014 çулхи ака уйăхĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкассинче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă 93 салтак ячĕпе Асăну хăми уçнă.

Республикăра Çĕнтерÿ кунне халалласа ятарлă аллейăсемпе асăну йывăçĕсем лартас ĕç те тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пырать. Иртнĕ çул 65,7 гектар çинче 352,6 пин йывăç лартса хăварнă. Çак ĕçе 4900 çын ытла хутшăннă. Кĕçех тата «Çĕнтерÿ вăрманĕ» çĕнĕ проект пурнăçа кĕме пуçлĕ.

- Вăхăт пĕр шелсĕр малалла ыткăнать. Вăрçă ветеранĕсем те сахалланса пыраççĕ. Паян пурăнакансем çăмăллăхсемпе тивĕçлипех усă кураяççĕ-и?

- Хальхи вăхăтра республикăра пурăнакан 29 пин çын Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă. Вĕсенчен 1,5 пинĕшĕ вăрçа хутшăннă, 22 пинĕ - тылра вăй хунă, 5,7 пинĕ - салтак арăмĕ, 82-шĕ çул çитмесĕрех концлагерьсене лекнĕ.

Ветерансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси - ЧР Правительствин тĕп тĕллевĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - республикăри 3 пин ытла тыл ĕçченĕ регион шайĕнче уйăхсерен паракан укçана /1027 тенкĕ/ илсе тăрать. Ыттисем валли те çăмăллăхсем пур: ĕç ветеранĕсем республика бюджетĕнчен - 1082 тенкĕ, реабилитациленисем - 2591 тенкĕ, политика репрессийĕсенче инкек тÿснисем - 2307 тенкĕ. Ветерансем çулленех хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ, санаторисемпе курортсенче сипленеççĕ, реабилитацин тĕрлĕ çăмăллăхĕпе усă кураççĕ. 2014 çулта 93 вăрçă ветеранĕпе салтак арăмне хваттерпе /99,3 млн тенкĕлĕх/ тивĕçтернĕ.

- Вадим Петрович, паллă пулăмпа çыхăннă культура мероприятийĕсенчен чылайăшĕ пурнăçа кĕме пуçларĕ те ĕнтĕ. Эсир хăвăр хăшĕн çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăнă пулăттăр?

- Тÿрех калам - питĕ нумай вĕсем. Акă, мартăн 23-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кинотеатрта Аслă Çĕнтерĕве халалласа кинофестиваль уçăлчĕ. Вăл майăн 23-мĕшĕчченех пырĕ. Паллах, Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те вăрçă темипе çыхăннă кинофильмсемпе асра юлĕ.

«Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хурал» патриот акцийĕ те пурнăçа кĕме тытăнчĕ ĕнтĕ. Вăл апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен вĕрентÿ учрежденийĕсенче иртĕ. Апрелĕн 27-мĕшĕнче республикăри професси енĕпе аслă тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисем Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ çырăвĕ» акцие хутшăнĕç.

Ытти çулсенчи пекех кăçал та «Георги хăйăвĕ» акци ăнăçлă иртессе шанатăп. Вăл апрелĕн 22-мĕшĕнче старт илĕ.

Майăн 1-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ сиренĕ» акцие - тасату кунне /субботнике/ республикăра пурăнакансем кар тăрса хутшăнĕç тетĕп. Шăпах çав кун палăксемпе обелисксене, Асăну комплексĕсене тасатса тирпейлес ĕçе вĕçлĕпĕр. «Астăвăм вахтине» майăн 8-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре уçма палăртнă.

Çав кунах тепĕр акци - «Кашнине ятран асăнар» - пурнăçа кĕрĕ. Хула варринче вырнаçтарнă видеоэкрансенче фронтра вилнĕ кашни çыннăн ятне çырнă видеороликпа паллашма май пулĕ.

Çĕнтерÿ кунĕнче хуламăрăн тĕп урамне фронтовиксен сăнÿкерчĕкĕсемпе илемлетĕç. «Астăвăм стени» акцие хутшăнса кашни çын хăйĕн тăванĕн сăнÿкерчĕкне майăн 9-мĕшĕнче 13 сехетре тĕп хулари пĕр урамра вырнаçтарма пултарĕ. «Коллективлă арт-объект» ят панă асăннă мероприятие.

Чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăм вара - майăн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра 12 сехетре ирттерме палăртнă Çĕнтерÿ парачĕ.

Патриотизм акцийĕсемсĕр пуçне Шупашкарта пĕрремĕш хут «Ăрусен астăвăмĕ» проект пурнăçланĕ. Пултарулăх конкурсĕсемпе фестивальсем иртĕç, çав шутра - ÿкерес, театр постановки, вокал ăсталăхĕ, ветерансен хор ăсталăхĕ тата ытти енĕпе те.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн халăха Хорсен фестивалĕ савăнтарĕ. Ачасен, ветерансен пултарулăх коллективĕсем, профессионал юрăçсем пурте пĕрле пуçтарăнса вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи юрăсене шăрантарĕç.

Пирĕн тĕп тĕллев - паянхи ăрăва тăнăç пурнăç туса панă ветерансене тивĕçлĕ шайра тав тăвасси. Ку тĕлĕшпе архивсемпе библиотекăсем, театрсемпе концерт учрежденийĕсем те тĕрлĕ спектакль-концерт, курав хатĕрлеççĕ.

- Ку енĕпе республикăри архивсен пысăк проектне - «Ăрусен астăвăм эстафетине» - палăртса хăвармаллах пулĕ.

- Министерство пуçарăвĕпе йĕркеленĕскер фронтовиксен, тыл ветеранĕсен çемье архивĕсене упраса хăварассипе, асаилĕвĕсене çырса илессипе çыхăннă вăл. Çулталăк ытла вăй хучĕç архивистсем, халĕ те малалла ĕçлеççĕ. Усси пулчех - «Паттăрсем паян та стройра» электронлă фотоальбом хатĕр ĕнтĕ. Çак ĕçе ЧР Патшалăх электронлă тата кинодокументаци архивĕн специалисчĕсем пурнăçланă. Альбомсене Шупашкар тата Комсомольски районĕсен ветеранĕсен асаилĕвĕсене вырнаçтарнă. Март уйăхĕнче вара архив хăйĕн çĕнĕ ĕçĕпе - Патăрьел районĕнчи ветерансене халалланипе - паллаштарчĕ. Унашкал альбомсем кашни районпа пулмалла.

- Музейсенчи куравсем, яллă вырăнти вулавăшсемпе клубсенчи концертсем çинчен те çавнах каламалла пулĕ. Вĕсене пурне те Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕнтĕ?

- Тĕрĕс. Акă, Чăваш наци музейĕнче çак кунсенче куçса çÿрекен «Легендарлă Калашников» курав уçăлчĕ. Ăна Ижевскра - М.Т.Калашников ячĕллĕ стрелоксен хĕçпăшалĕн музейпе курав комплексĕнче - йĕркеленĕ. Курав маларах Мускавра, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп музейĕнче, Йошкар-Олари Наци ÿнер галерейинче, Челябинск облаçĕн таврапĕлÿ музейĕнче, Ĕпхÿри Çар мухтавĕн музейĕнче тата ытти хулара иртнĕ. Шупашкара шăпах Çĕнтерÿ кунĕ умĕн килсе çитрĕ. Июнĕн 8-мĕшĕччен ĕçлĕ вăл кунта.

- Вадим Петрович, тĕплĕ калаçушăн тавтапуç.

 

Надежда СМИРНОВА

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.