Çĕнтерÿсем халăхăн кăмăл çирĕплĕхне кăтартаççĕ

25 Нарăс, 2014

Нарăсăн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах республика Пуçлăхĕ Светлана Енилинăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулма уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ, ăнăçлă ĕçлеме суннă.

Михаил Игнатьев çавăн пекех пурне те Раççей команди хĕллехи Олимп вăййисенче Сочире командăсен хушшинчи зачетра пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă. «Раççей спортсменĕсем Олимпиадăра çĕнтерни пирĕн çынсен кăмăл çирĕплĕхне, вĕсем хамăрăн çĕре чунтанах юратнине кăтартса парать, - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Раççей спорчĕн ăнăçăвĕсем çинчен республикăра пурăнакансене анлăрах пĕлтермелле, çамрăксем хамăр çĕр-шывпа мухтанччăр, пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр пулччăр».

ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров хĕллехи тапхăрта халăхăн пурнăç хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли ĕçсене пурнăçлани, çурхи шыв-шур тапхăрне мĕнлерех хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ.

2013 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен республикăра 273 пушара шута илнĕ, вĕсен шучĕ 7,1% ÿснĕ. Нарăсăн 22-мĕшĕнче Шăхасан салинче пушара пула амăшĕ тата кĕçĕн çулхи виçĕ ачи вилнĕ. Ку çемье ăнăçсăррисен шутĕнче пулнă, хĕрарăма амăшĕн прависĕр хăварма хатĕрленнĕ.

Нарăсăн 14-мĕшĕнчи видеоканашлура муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене ăнăçсăр çемьесемпе уйрăммăн ĕçлеме чĕнсе каланă. Анчах та çакнашкал лару-тăрура татăклă улшăну пулайман. Граждансен киревсĕр пурнăç йĕрки ачисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă чухне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварас тĕлĕшпе çирĕпрех ыйтмалла - çапла сĕннĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйне Вячеслав Рафинова.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурхи шыв-шур тапхăрне ирттерсе яма мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă. Нарăс уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çанталăк ăшă тăнипе республикăри шывсем çинче чрезвычайлă лару-тăру пулас хăрушлăх ÿснĕ. «Шыв нумай, çуркунне «лăпкăн» çеç иртессе шанма çук», - тенĕ Вениамин Петров. Михаил Игнатьев пурлăха страхламаллине, инкек-синкекре пулакан тăкака объективлă хакламаллине уйрăммăн палăртса каланă.

Канашлăва хутшăннисем республикăри район-хулара Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне еплерех ирттернине сÿтсе явнă. Çак мероприятисене пĕлÿ учрежденийĕсенче 187 пин ытла ача хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, «хĕрÿ вырăнсенчи» çапăçусен ветеранĕсем уяв хăнисем пулнă. Культура учрежденийĕсем 570 ытла мероприяти ирттернĕ, унта 40 пин çын пулнă. Уяв ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем те ирттернĕ, унта Чăваш Енре пурăнакан 90 пин ытла çын хутшăннă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Регионсен хушшинчи VI «Çĕр улми - 2014» курав ирттернине, унта ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем вăрлăхлăх 68 тонна çĕр улми сутнине пĕлтернĕ.


А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.