Çĕнтерÿçĕсене - хисеп те мухтав!
19 Jun, 2014 | Хыпар | Экономика

Çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" фирма" обществăн ĕне ферминче республикăри выльăх пăхакансен конкурсĕ иртнĕ.

Ăна тунти кун Тăвайри культура-кану çурчĕ умĕнче уçнă. Хусанти "ТатХимПродукт" общество выльăх ăш-чикне витĕр пăхмалли УЗИ аппарат, ытти техника хатĕрĕ туса кăларакан Draminsri фирмăн ял хуçалăх оборудованине кăтартнă. Конкурсантсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кĕрешÿре çитĕнÿ тума ырă суннă.

Машинăпа ĕне сăвакан операторсен XXXIV республика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Алевтина Тарасова /Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК/ тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен XXXII республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă Венера Иванова /"Акконд-агро"/ Чăваш Ен ялавне хăпартма тивĕçнĕ пулнă.

Ăмăртуçăсем Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕнчи экспонатсемпе, "Акконд-агро" ĕне фермин ĕç-хĕлĕпе паллашнă, тырă пуссине пăхса çаврăннă. Кăнтăрла иртсен хĕрÿ кĕрешÿ пуçланнă. Районсенче пысăк ăсталăхпа хăвăртлăх кăтартнăскерсем республика шайĕнче çĕнтерессишĕн пĕтĕм вăя панă.

Тупăшу икĕ куна пынă. Машинăпа ĕне сăвакан хĕрарăмсен хушшинче Екатерина Георгиева /"Акконд-агро"/ Чăваш Ен чемпионĕ пулса тăнă. Светлана Григорьева /Етĕрне районĕнчи "Заветы Ильича" ЯХПК/ - иккĕмĕш, Ирина Кукурузова /Елчĕк районĕнчи "Сатурн" ЯХПК/ виççĕмĕш вырăна йышăннă.

Машинăпа ĕне сăвакан доярсенчен Олег Тимофеев /Красноармейски районĕнчи "Волит" общество/ малта. Çамрăк операторсен хушшинче Анастасия Владимировăна /Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК/ çитекен пулман. Ветерансенчен Галина Баранова /Пăрачкав районĕнчи "Маяк" ЯХПК/ пысăк ăсталăх кăтартнă.

Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсенчен республика чемпионĕ - Петр Зверев /Комсомольски районĕнчи "Рассвет" ЯХПК/. Иккĕмĕш вырăна - Венера Иванова /"Акконд-агро"/, виççĕмĕшне Татьяна Гордеева /Элĕк районĕнчи "Новый путь" ЯХПК/ тухнă.

Арçын техник-осеменаторсен хушшинче Анатолий Анисимов /Пăрачкав районĕнчи "Простор" общество/, çак енĕпе çамрăксенчен Лина Михайлова /Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК/, ветерансен хушшинче Раиса Филиппова /Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Свобода" колхоз/ çĕнтернĕ.

Пурĕ 24-шар операторпа техник-осеменатор вăй виçнĕ. "Çĕнтерÿçĕсене - çĕвĕ машини, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннисене апатлану хатĕрĕ, чашăк-тирĕк, Диплом парса хавхалантартăмăр, - пĕлтерчĕ райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Валерий Чайкин. - Канма та май туса патăмăр. Районти "Тăван ен", "Сурпан" ушкăнсем, ачасемпе купăсçăсен ансамблĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç".

Чăваш Ен çĕнтерÿçисем республика чысне машинăпа ĕне сăвакан операторсен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсен Раççей ăмăртăвĕнче хÿтĕлĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.