Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - Чăваш Ен вĕрентекенĕ

10 Чÿк, 2015

2015 çулхи çурла уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускавра Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен тата профессипе çĕнĕрен хатĕрлекен академи çуртĕнче Тăван чĕлхе /çав шутра - вырăс чĕлхи/ вĕрентекенĕсен пĕтĕм Раççейри ăсталăх класĕ иртнĕ. Ăна Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствипе РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Конкурса Раççей Федерацийĕн 24 субъектĕнчен 40 вĕрентекен хутшăннă. Чăваш Енрен çак мероприятие Шупашкарти 43-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Тяхмусова тата Валентина Ефимова /Куславккари 3-мĕш шкул/ кайнă. Ăсталăх класне паракансем тĕрлĕ конкурс витĕр тухнă май жюрие стендсемпе автор программисене, вĕренÿпе методика пуххисене, статьясен оттискĕсене, рецензисене, воспитанипе çыхăннă ĕçĕсене кăтартнă. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ăмăртăвăн кашни тапхăрĕ витĕр ăнăçлă иртнĕ.

Пĕтĕмлетÿпе килĕшÿллĕн Светлана Тяхмусова виççĕмĕш вырăна тухнă. Вăл Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствин тата РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин дипломĕсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче çÿлерех асăннă Агентствăн чаплă ларусен залĕнче чысланă. Раççей Вĕренÿ министерстви ячĕпе конкурс çĕнтерÿçисене С.Ермакова саламланă.

Рубрика: