- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнтерÿ мар, тĕпчев ирттересси кăсăклантарнă
Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Илья Андреев нумаях пулмасть Мускаври Çĕнтерÿ музейĕ тата Журналистсен лиги йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ объективĕ» видеоконкурсра 1-мĕш вырăна тухнă. 5 минут пыракан роликшăн вăл пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кĕске вăхăтра çавăн чухлĕ усăллă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ шухăшсемпе паллаштарма ансатах мар, анчах арçын ача майне тупнă. Конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн, çĕнтерÿçĕсем авăн уйăхĕнче «Орленок» ача-пăча центрĕнче канĕç, «Бумеранг» форумра журналистика вăрттăнлăхĕсене ăса хывĕç. «Çĕнтерÿ объективĕ» конкурсăн сайтĕнче çав йыша Илья Андреев та лекни паллă.
Тыткăнри салтаксем чылай нуша тÿснĕ
12-ри Илья 3-4 çул каяллах журналистикăпа кăсăкланма пуçланă. Малтанхи ĕçĕсем социаллă проектсемпе çыхăннă тесен тĕрĕсрех. Хăш-пĕр тема уйрăмах илĕртет ăна. Сăмахран, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. 39-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне 3-мĕш класри Илья республика шайĕнчи «Çĕнтерÿ ăрусенче пурăнать» сочинени конкурсне хутшăннă, «Çĕнтерÿ еткерçисем» сочинени çырнă. Пултарулăх ăмăртăвне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ирттернĕ. Чи лайăх ĕçсене каярах уйрăм кĕнекере пичетлесе кăларнă, унта Ильян сочиненийĕ те кĕнĕ. Кам пирки çырнă-ха арçын ача? Унăн мăн кукашшĕ — Василий Андреев — вăрçăн малтанхи кунĕсенче Брест крепоçне хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Анчах шăпа хаярлăхне пула вăл ытти салтакпа пĕрле тăшман тыткăнне лекнĕ. Мăн кукашшĕ тыткăнра мĕн тÿссе ирттернине Илья сочиненире çырса кăтартнă.
Арçын ачана амăшĕ пулăшсах, хавхалантарсах тăрать. Кăçал «Çĕнтерÿ объективĕ» конкурса хутшăнма палăртсан вĕсем сочинени материалĕпе видеосюжет хатĕрлеме шухăш тытнă. Çемье архивĕнче мăн кукашшĕн сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне урăх нимĕн те тупăнман, çавăнпа интернетпа та анлă усă курнă. Тыткăнри салтаксем нушине чылай курнă, çакна манмалла мар. Ырă çынсем пулăшнипе çеç вĕсен тăван ене таврăнма май килнĕ.
— Манăн мăн кукаçин шăпи çăмăл пулман. Тыткăна лексен ăна 1943 çулччен концлагерьте асаплантарнă, унтан хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама ăсатнă. Мăн кукаçи нимĕç фермерĕ патне лекнĕ, унран нимĕçле калаçма вĕреннĕ. Вăрçă хыççăн вара нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ, — тет Илья.
Василий Андреевич каласа панине Андреевсем ăруран ăрăва пĕлтерсех тăраççĕ. Çавăнпа çирĕппĕнех ку çемьере Çĕнтерÿ ăрусенче пурăнать теме пулать.
— Ачасене вăрçă çулĕсем çинчен ытларах каласа памалла, — тет арçын ачан амăшĕ. — Вăрçă хирĕнче пуç хунă тăванĕсем пирки ăруран ăрăва каласа памасан вĕсене кам асра тытĕ-ха? Çак ĕçе пурнăçланă чухне пире çĕнтерÿ мар, тĕпчев ирттересси, шухăша палăртасси кăсăклантарчĕ. Тăван çĕршыв тата çемье историйĕсене пĕлни кирлех. Ачашăн чылай япала çемьерен пуçланать-çке.
Пĕлĕве ĕçпе çирĕплетмелле
2016 çулта Илья амăшĕпе пĕрле Тăван радио валли «Азбука детской безопасности» кăларăм хатĕрленĕ. Унта ача-пăчапа ашшĕ-амăшне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлни мĕншĕн кирлине ăнлантарнă. Пĕлтĕр тепĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланă, вăл — «Экоминутка» радиокăларăм. Экологи çулталăкĕ пулнă май Илья çак темăна çутатас тенĕ. Хальлĕхе кăларăм ачасемпе пĕрлех каникула кайнă, авăн уйăхĕнчен малалла ĕçлĕ.
Илья социаллă пĕлтерĕшлĕ аудиороликсем те хатĕрлет. Кăçал вăл республикăри «Пристегнись, Чувашия!» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ суйлатăп» конкурса хутшăннă, хăйĕн ĕçĕнче суйлав яваплăхĕ пирки каланă. Унăн «Азбука детской безопасности» радиокăларăмĕ Пĕтĕм Раççейри ача-пăча кăларăмĕсен фестивалĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.
Пĕр вăхăт Тăван радиора ачасене сăвă вулаттармалли проект пулнă. Илья хăйĕн пирки çеç шухăшламан, пĕрле вĕренекенĕсене те унта хутшăнма сĕннĕ. Хула ачисене ку шухăш питĕ килĕшнĕ, вĕсем Çĕнтерĕве халалласа вырăсла та, чăвашла та сăвă вуланă. Паллах, вĕсенчен чи лайăххисем çеç радиоэфира тухнă.
Журналистика ĕçĕпе кăсăкланакан ача çулталăк каялла Шупашкарти «Куча мала» ача-пăча медиа студине çÿреме тытăннă. Кунта вĕренекенсемпе пĕрле вăл Мускава ĕçлĕ çул çÿреве кайса килнĕ, Çĕнтерÿ музейĕнче тата М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче пулса курнă. Усси пурах. Медиа студире илнĕ пĕлÿ Ильяна конкурса хутшăнма видеоролик хатĕрленĕ чухне питĕ кирлĕ пулнă.
Журналистикăпа тин çеç кăсăкланма тытăнсан пултаруллă арçын ача «Акилбупсер» ача-пăча кăларăмĕ валли сюжетсем хатĕрленĕ. Кăçал вара «Бухты-барахты» телекăларăма та хутшăннă. Вĕренни питĕ аван паллах, анчах пĕлĕве ĕçпе çирĕплетни пурăна киле чăн-чăн ăста пулма пулăшĕ. Çавăнпа май пур чухне Илья теле- тата радиокăларăмсене хаваспах хутшăнать.
Журналистăн тавра курăмĕ анлă пулмалла
Пĕчĕкрех чухне унăн акăлчан журналистикинче ĕçлес шухăш çуралнă. Тен, хăçан та пулин ку ĕмĕт пурнăçа кĕрĕ? Пуçламăш утăмсене хывнă ĕнтĕ. Илья 5 çултанпа ют чĕлхесен вĕренÿ центрне çÿрет. Килтисемпе час-часах акăлчанла калаçма хăтланать вăл, анчах çемьере ют чĕлхене унран лайăхрах пĕлекен çук пулас. Малалла вулас...
Комментари хушас