«Çĕнтерме хатĕррине çиçекен куçăрсенче куратăп»

Раштав уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокĕ иртрĕ. Ку ăмăртăва пирĕн республикăра виççĕмĕш хутчен йĕркелерĕç. Пĕлтĕртенпе вăл тĕнче шайĕнчи ăмăрту шутланать. Çавăнпах унта Азербайджан, Беларуç, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменĕсем те хутшăнаççĕ.

Раççей чысне Чăваш Ен спортсменĕсем те хÿтĕлерĕç. Шăпах вĕсенчен пиллĕкĕшĕпе - Надежда Федоровăпа, Екатерина Красновăпа, Наталья Гольцпа, Мария Кузнецовăпа тата Вероника Чумиковăпа - ытларикун Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин, ЧР пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Ольга Смирнова та хутшăнчĕç унта.

Чи сумлă турнирсенче палăрнă маттур хĕрсем кавир çине пĕрремĕш хутчен епле лекнине те аса илчĕç.

Наталья Гольц çемйинче, сăмахран, пурте спортпа туслă. Çавăнпах ÿссен кам пуласси ачара ыйту çуратман. Аслашшĕ çамрăклах çăмăл атлетикăпа туслашнă, халĕ те куллен чупма тухать. Ашшĕ çар çынни пулнă май ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсене кăмăлланă, хăйĕнпе пĕрле ывăлĕпе хĕрне те тренировкăсене илсе çÿренĕ. Ашшĕнчен тĕслĕх илсе çумăрта та, тăманра та ачисене ирсерен чупма илсе тухнă. Çавăнпах тăраниччен те çывăрса курайман Наталья ачаранах спортра тĕрекленнĕ.

Екатерина Краснова ашшĕпе амăшĕ вара хĕрĕн кĕрешес ĕмĕтне ырламан. Ташлама сĕннĕ ăна. Анчах ачара кĕрешес туртăм вăйлăрах пулнă курăнать, ахальтен-и вăл ташă кружокне çÿренĕ пулин те пурнăçне спортпа çыхăнтарнă.

Ялта çуралса ÿснĕ Надя ытти ача пекех кĕлеткине ĕçре çирĕплетнĕ. Килти хуçалăхра пурнăçлама шаннă ĕçсене вĕçлесенех шкулти çăмăл атлетика секцине чупнă. Кунта хăйне тупайманнине ăнлансан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йышне кĕнĕ. Малтанхи çитĕнÿсемех хавхалантарнăран вăл пурнăçне спортпа çыхăнтарма палăртнă.

Вероникăна кĕрешме юлташĕн çитĕнĕвĕ хавхалантарнă. Шăхасанти шкула кĕрешÿ секцине çÿрекен тусĕ часах ăмăртусенчен медальсемпе таврăнма тытăннă. Вероникăн та унран юлас килмен, 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл та çак секцине кайса çырăннă.

Мария Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Ольга Смирнова тренерпа пĕр картишре пурăннă вĕсем. Аслисемпе пĕрле пĕчĕк хĕрача та футболла выляма юратнă. Унăн йăрăлăхне, хастарлăхне Ольга Владимировна çавăн чухне асăрханă та. Кĕрешÿ секцине çырăнма сĕннĕ. Паллă спортсмена итленĕ Мария. Тĕлĕнмелле те, халĕ кĕçĕнни ăсталăхне шăпах асли патĕнче туптать.

- Сирĕн çине пĕтĕм Чăваш Ен пăхĕ. Пăр керменĕнче 5 пин яхăн çын пулĕ. Эсир республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕлессе шанатпăр. Çитĕнÿсем тума хатĕррине çиçекен куçăрсенче куратăп, - терĕ Михаил Васильевич ăмăрту пĕрремĕш хутчен шоу мелĕпе иртнине палăртса. - Олимп спорчĕн тĕсĕсенчен пĕрне - хĕрарăмсен кĕрешĕвне - çынсем те курччăр. Эсир - лидерсенчен пĕрисем! Çамрăксемпе ачасем сирĕн çине пăхса спортпа туслашчăр, сывă пурнăç йĕркине ăша хывччăр. Сирĕнтен хăшĕ-пĕри Олимп вăййине хутшăнмашкăн çĕршыв командине кĕрессе шанатăп, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ хĕрсене ăнăçу суннă май.

Сергей Сильвестрович та ирĕклĕ майпа кĕрешесси спортăн анлă сарăлнă тĕсĕсенчен пĕри иккенне палăртрĕ. Республикăри секцисемпе шкулсене 3 пин ытла çамрăк çÿрет.

- Эсир килте кĕрешетĕр, кунта стенасем те пулăшаççĕ. Тепĕр енчен вара сирĕнте - калама çук пысăк яваплăх. Тăвансен, юлташсен умне тухни хумхану кÿретех. Çак самантсем сирĕн кăмăла витĕм кÿменнине, хăвăра алăра тытма пултарнине шанатăп, - терĕ спорт министрĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче, кĕçнерникун, малтанхи тупăшусем иртрĕç. Ĕнер ирхи кÿлĕм хĕрсем «бронза» медальсене салатрĕç. Каçхине вара кавир çинче «ылтăншăн» кĕрешрĕç. Хĕрсем яланхи пекех 8 виçере вăй виçрĕç. Эстрада çăлтăрĕсем спорт ăмăртăвне чăн-чăн уява çавăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе, уяв саманчĕсемпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.