Çĕнтерĕве кĕрешÿре туптаççĕ

18 Раштав, 2015

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн пысăк керменĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен арçынсем хушшинче Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçал Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă. 17 регион чысне 210 ытла спортсмен хÿтĕлерĕ. Икĕ кун хушшинче вĕсем медальсен 19 комплектне тивĕçессишĕн тупăшрĕç. Чăваш кĕрешÿçисенчен малти вырăнсене Федор Карзанов /70 кг/ тата Алексей Еремеев /74 кг/ тухрĕç.

Çĕнĕ Шупашкар яланхи пекех сумлă хăнасене йышăнчĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Виктор Горбаткона, Раççей Геройĕсем Андрей Морозовпа Василий Тарасова, Умарпаша Ханалиевпа Вячеслав Бочарова, Олимп чемпионне Хаджимурат Магомедова, Олимп вăййисен бронза призерне Сергей Корнилаева, РФ спорт кĕрешĕвĕн президентне Михаил Мамиашвилине, РФ халăх артистне Леонид Якубовича тата ыттисене тараватлăн кĕтсе илчĕç. Спорт уявне пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Савăнăçлă церемони хыççăн хăнасем Çĕнĕ Шупашкарти кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: