Çĕнсе илесси йывăр, упраса хăварасси пушшех кăткăс

Чи кирли — бизнес çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелетĕр. Çавна май бюджета налук шучĕпе кĕрекен тупăш та пысăкланĕ. Çапларах палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаçсем бизнесшăн аталанма хăтлă условисем йĕркелес енĕпе ĕçленин тĕллевне. Ку ыйтусене  ĕнер, утă уйăхĕ 19-мĕшĕнче, ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Петербургри экономика форумĕнче Раççей субьекчĕсенчи инвестици климатне хаклакан рейтинга пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Ен çак рейтингра улттăмĕш вырăнтан кăçал иккĕмĕшне çĕкленнĕ.

Чăваш Енĕн рейтингпа çыхăннă ăнăçăвĕ республика кăçал строительство валли ирĕк илмелли вăхăта, процедурăсен шутне, ыйтакан документсен калăпăшне чакарнипе, кадастр енĕпе шута илессине хăвăртлатнипе, ытти сăлтавпа çыхăннă. Çапах вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каланă тăрăх — рейтингра иккĕмĕш врăна тухма çăмăл мар, анчах çак позицие упраса хăварма тата та йывăртарах.

Резервсем вара пур. Владимир Александрович юридици тытăмĕсене, харпăрлăх прависене регистрацилемелли вăтам вăхăта чакармаллине, патшалăх тата муниципалитетсен контракчĕсен пĕчĕк бизнеспа тăвакан тÿпине пысăклатмаллине палăртрĕ, ытти енĕпе те мерăсем йышăнма пулать. Министр çĕрпе çыхăннă ĕçсем чи кăтăкăссисем пулнине пайăррăн çирĕплетрĕ. Ку енĕпе административлă регламентсене те çĕнетмелле. Информполитика министрĕ Александр Иванов асăннă ĕçсене электрон мелĕ çине куçарасси пирки каланă май пĕр регламент хатĕрлесе ăна муниципалитетсенче тиражламаллине çирĕплетрĕ.

Çивĕч ыйту — надзор органĕсем бизнес тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслевсен шутне чакарасси. Çапла тума çĕршыв ертÿçисем те хистеççĕ. Ку енĕпе республикăра ырă туртăм пур та ĕнтĕ, тĕрĕслевсем сахалланни палăрать, çапах бизнес-пĕрлĕхре тепĕр чух кăмăлсăрлăх пурпĕр сисĕнет.

Татса памалли ыйтусем вара пайтах. Калăпăр, çĕрсене шута илессиех - мĕнешкел çивĕч тема. Хальлĕхе вара, Росреестрăн республикăри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева каланă тăрăх, Чăваш Енри çĕр лаптăкĕсен 45% кăна тĕп-тĕрĕс координачĕсем пур. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем, вăрман фончĕн çĕрĕсем тĕлĕшпе ĕç-пуç пушшех çивĕч.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич мĕнпур тытăмăн яваплăха туйса ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

 

 

 

Николай КОНОВАЛОВ. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас